Арçури. Леший : баллада

Федоров Михаил Федорович

Содержание

АРÇУРИ

 

Тухман çын тухсан,
Тăман тухать, тет.
(Ваттисен сăмахĕ)

Хĕвел ансан Хĕветĕр
(Эсир ăна пĕлетĕр)
Хĕвне çăкăр чикрĕ те,
Лаша кулсе ларчĕ те
Тухрĕ кайрĕ вăрмана
Хăрăк турат пуçтарма.
Карчăк Микули каймарĕ,
Ăна юлташ пулмарĕ:
Микул турра пуççапма
Ишекелле каймалла, терĕ.
Тÿр кĕллине тÿрлетме
Тиха тытса пусмалла, терĕ.
Арăм сыв мар, суя мар,
Хĕл-çăвĕпех хĕн курать, терĕ
Кирилееем килте сук,
Лавраç пичче лава кайнă,
Салтак ачи пама кайнă.

Хĕвелтухăçĕ хĕрелет.
Ыр çанталăк пăсăлать,
Хура пĕлĕтсем чупаççĕ,
Çăва патĕнчен тухаççç,
Хăяматалла каяççĕ!
Хура вăрман хумханать,
Хура лаша хартлатать.
- Хура лаша, ан хартлат.
Хурамаран ма хăран?
Акă ĕнтĕ, ачсемĕр,
Аран-аран уткалать:
Ыраш улăм çитерсен,
Ыр выльах та ывăнать,
Турткалаймасть, тухтмăш.
Чуман лаша пек чупать.
Çуркуннепе çул усал,
Сулахайра сулнак пур,
Сылтăм енче çырма пур.
Хура утпа иксĕмĕр
Çырма хĕрне çитрĕмĕр.

Тăвар варĕ — тăвайкки,
Ăçта пур-ши сĕвекки?
Йĕп чиксе те куç курмасть.
Те арçури, те шуйттан,
Те ыр-усал, те вăр-хурах,
Те çул маяк, тем амак?
Чун шикленет, ăш варкать,
Пуç тÿпинчен сĕрĕм тухать.
Шĕвик! шăхăрать, çын пекех,
Мăкăл-мăкăл юмахлать,
Шатăр-шатăр тутарать;
Путь ухмаххи тапранать,
Юмах ярать, юптарать,
Йăнăш çулпа чуптарать.
Чике тăршшĕ ларттарать.
Акă ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ:
Çавраçил пек çăвăрса,
Çĕмĕртсене çĕмĕрсе,
Сикрĕ тухрĕ çырмаран,
Пĕкке хуçрĕ çурмаран,—
Ват çын пекех шур сухаллă,
Качака пек мăйракаллă,
Ури вăрăм, куçĕ чармак,
Урхас-Кушăк вăрманĕнче
Урлă-пирлĕ уткалать,
Урнă йыт пек тулашать:
Вĕрет, сурать, пусмăрлать,
Кăтăкласа вĕлерет.
Лаша кÿлсе ларать те,
Тутар ямшăк пулать те
Çĕр çмĕрсе чуптарать,
Çĕр чĕтретсе кăшкăрать...
Ах, турă çырлах, турă ан пăрах,
Ху этемне ху упрах!