Илюк ашшене шырать





ИЛЮК АШШĔНЕ ШЫРАТЬ

 

Сказка-быль

(Отрывок)

 

I

Шур сухаллă мучирен

Илтрĕм эпĕ пĕр юмах.

Тÿррипе калам сире,

Пулса иртнĕ вăл чăнах.

Эп ăна сăвăласа

Çыртăм шурă хут çине;

Тухăр тимлĕн вуласа,

Тупăр унăн тупсăмне.

«Илюк ашшĕне шырать», –

Çапла парăпăр ятне.

Пирĕн аслă Çĕршывра

Вăрçă пынă ун чухне.

Пуçпуласшăн тĕнчере

Пуçтахланнă фашистсем;

Чурасем тума пире

Ĕмĕтленнĕ ирсĕрсем!

Пин-пин яла, хулана

Вĕсем янă çунтарса.

Урса кайнă тăшмана

Кам-ха кĕттĕр пуç тайса?!

Çапнă пур вăйран ăна

Пĕтĕм халăх кар! тăрса.

Çутă, ирĕк пурнăçа

Сыхламашкăн тăшманран

Тухса кайнă вут-вăрçа

Илюк ашшĕ те ялтан.

Çапăçнă вăл пит маттур

Аслă вăрçă хирĕнче:

Килте рама хушшинче

Сăнÿкерчĕкĕ ун пур –

Виç медаль кăкри çинче.

Ашшĕ фронта кайнă чух

Илюк пулнă улттăра,

Халь ăна паллас та çук:

Илюк ĕнтĕ вуннăра,

Çÿрет виççĕмĕш класа.

Тăрăшса вăл вĕренет;

Чăн-чăн пионер пулса,

«Пиллĕк» паллă çеç илет.

Урок хыççăн фермăна

Амăш патне вăл чупать,

Ĕçре пулăшать ăна,

Выльăх апачĕ йăтать.

«Пирĕн ĕç – тăшманшăн хĕç!»

Çырса хунă-çке унта, –

Вăл та пулăшать фронта.

Амăшĕ ун ахаль мар

Ывăлĕпе мухтанать:

Ху аçу пекех хастар,

Пултаратăн! – тет ăна.

 

II

Илюк шкултан киличчен

Асламăшĕ пĕр-пĕччен

Тĕрлĕ ĕçпе тĕрмĕшет;

Çитмĕле те çитнĕ, тет, –

Ĕçсĕр лармасть пурпĕрех,

Тем тума та ĕлкĕрет:

«Салтаксем валли» тесе,

Çăм арлать те, пикенсе,

Ăшă носкисем çыхать

Сысни-сурăхне пăхать.

Кинĕ час килмен чухне

Хăй сăвать вăл ĕнине,

Пăрçа пăтти пĕçерсе,

Илюка кĕтсе илет.

Тутлă пăтă çитерсен,

Выртса çывăрма чĕнет.

Пур Илюкăн пĕр йăла:

Вăл юмахсăр çывраймасть.

Асламăшĕ каçпала

Ун çумĕнчен хăпаймасть.

Мăнукне ним кирлĕ мар,

Юмах кăна ярса пар.

Илĕртÿллĕ çав вĕсем,

Тĕлĕнтермĕш юмахсем

Илюк итлет вĕсене

Куçĕ хупăничченех.

Ыйхă ытамне путса,

Тĕрлĕ тĕлĕксем курса,

Çÿрет вара çĕрĕпе

Юплĕ юмах йĕрĕпе;

Çÿрет кайăкла вĕçсе,

Тăвать паттăрла ĕçсем.

Тепĕр кунне ирхине

Асламăш тăратмасан,

Вăранмĕччĕ ыйхăран,

Татмĕччĕ ыр тĕлĕкне.

Мĕн тăвас-ха – тăмаллах,

Шкула-çке ун каймалла.

Хăвăрт тăрса çăвăнсан,

Ирхи апата ларсан,

Каçхи тĕлĕк Илюша

Ярать тарăн шухăша.

Мĕншĕн-ха вăл пысăк мар?

Эх, пуласчĕ Улăп пек!

Ашшĕпеле юнашар

Вăрçăра вăл пулĕччĕ;

Улăп-паттăр хĕçĕпе

Пĕрре кăна сулĕччĕ,

Пĕтĕм Гитлер эшкерне

Курăк евĕр çулĕччĕ,

Тăраймĕччĕç ĕмĕрне.

 

III

Уйăх ĕнтĕ – ашшĕнчен

Çуккă нимĕнле хыпар.

«Ыр аттемĕр Пихампар,

Хаяр вăрçă хирĕнче

Ман пĕртен-пĕр ывăла

Тăшманран пĕтме ан пар,

Усал-тĕселрен сыхла», –

Тетчĕ асламăш куллен.

Амăшĕн те куçĕсем,

Куççулли тăкса куллен,

Ларнăччĕ тĕксĕмленсе.

Илюк та çав кунсенче

Кайнăччĕ йăлтах шурса,

Кичемленнĕччĕ тĕнче,

Тек çÿретчĕ пуç усса.

Ак хайхи вăл пĕркунне

Чупса кĕчĕ те тултан

Ячĕ кăшкăрса чунтан:

Çыру килчĕ, асанне!

Карчăк ÿкрĕ хыпăнса:

Вула, пепкем, хăвăртрах!

Ырă хыпар пултăрах, –

Терĕ ун патне пырса.

Илюк конверт ăшĕнчен

Çыру туртса кăларать,

Вара ăна темĕнччен

Чĕтрекен саспа вулать,

Унтан пăхать те курать –

Асламăшĕн куçĕнчен

Куççулли çĕре тумлать.

Мĕншĕн йĕрен, асанне:

Атте вилмен-çке, чĕрех.

Госпитальте суранне

Сыватрĕç, тет, чиперех.

Халь каллех вăл çапăçать

Чăн-чăн Улăп-паттăрла.

Фашистсене анăçа

Хăвалатпăр, тет, калла.

Час ак вăрçă пĕтĕ те,

Киле таврăнĕ атте.

Çапла пултăрах, ачам.

Ырă хыпаршăн пехил.

Аçу таврăнсан анчах

Хурлăх курмĕ пирĕн кил.

Хура хаяр тăшмана

Çапса аркатсан кăна

Лăпланĕччĕ самана, –

Тет асламăшĕ ăна.

Савăнтарас аннене! –

Тет те Илюк, фермăна

Чупать амăшĕ патне.

Илюк, ăçта вĕçтерен? –

Хирĕç пулакан ыйтать.

Çыру килчĕ аттерен! –

Сасă илтĕнсе юлать.

Иртрĕ пуль-ши вун минут

Илюк колхоз ферминче.

Фронтран килнĕ хаклă хут

Ĕнтĕ амăш аллинче.

Тухрĕ те вăл вуласа,

Савăнăçлан ывалне

Пăчăртарĕ хăй çумне,

Илчĕ виç хут чуптуса:

Сÿнмен пирĕн çут телей,

Юлман эпир тăлăха:

Сÿнтереймĕç хĕвеле

Çĕнтереймĕç халăха!

Часах вăрçă пĕтмелле,

Аçу сывах килĕ-ха, –

Терĕ вăл. Ун куçĕнче

«Кăвак хуппи» уçăлчĕ.