ҪЕРҪИ
Давыдов-Анатри Василий Иванович
(Халăх юмахĕнчен)
Эп пуçлам-ха халапа,
Эсир ларӑр халь шӑпах.
Пӗр çул питӗ сив хӗл килчӗ,
Хытӑ çӑтӑрласа илчӗ.
Ачасем, çав çулхине
Ҫӗрçи хыт тертленнӗ, тет:
Тупма çук-ҫке апат-çимӗç,
Выçӑпа вилесех килмӗ.
Анчах ҫерçи хӑраман,
Йывӑрлӑха парӑнман,
Кӗрет вӑл пӗр ирхине
Пуян патне, картишне.
Ҫак пуян çын лашисем
(Кунта пур-мӗн юпахсем,
Тимӗр-кӑвак ӑйӑрсем)
Сӗлӗ çисе киленнӗ,
Тӑпӑртатнӑ, кӗҫенне.
Ҫак лашасем умӗнче,
Кункӑрасем тӗпӗнче,
Ҫиме апат пулнӑ-мӗн,
Ылтӑн сӗлӗ пулнӑ-мӗн.
Ҫерçи чунтан савӑнать,
Йӑлӑнмашкӑн тытӑнать:
– Мана сӗлӗ парсамӑр,
Вилес çӗртен çӑлсамӑр!..
Пуян çыннӑн лашисем,
Ҫисе тӑраннӑскерсем,
Пуçӗсене йӑтаҫҫӗ,
Выç çӗрçие калаçҫӗ:
– Сӗлӗ ан ыйт эс пиртен,
Тухса сирпӗн витерен!
Ҫӗрçи хытӑ кулянать,
Хӑлтан каять, аптӑрать,
Хӑй çапах та хӑрамасть,
Йывӑрлӑха парӑнмасть,
Вара тепӗр ирхине
Кӗрет чухӑн картишне.
Картишӗнче ут тӑрать,
Сӗле çиет, савӑнать,
Лаша, çӗрçие курсан,
Чӗнет ырӑ кӑмӑлтан:
– Апат вӑхӑчӗ, тӗлех,
Ҫерçи тусӑмҫӑм, килех.
Пур чух пултӑр улпутла,
Ҫук чух пултӑр чухӑнла.
Эсӗ кӑштах сӑхнипе
Эпӗ çука юлас çук.
Пурнӑпӑр-ха майӗпе
Тӗнчере тус-йыш пур чух.
Шаларах лар, кунтарах,
Ҫил вӗрмест кункӑрара. –
Лаша сӗлӗ çитерет,
Ҫӑнӑхлӑ шыв ӗҫтерет.
Ҫӗрçи çук çын лашине
Шутлать тусӗ вырӑнне.
Чун-чӗререн тав тӑвать,
Пуçне тайса ыр сунать.
Унтан пӗр ял еннелле,
Хӑйӗн йӑви патнелле,
Хуллен кӑна вӗçтерет,
Сыв юлнишӗн хӗпӗртет.
Хӗл иртет те çур çитет,
Ҫур иртет те çу килет.
Шӑрӑх, йывӑр сывлама,
Ҫук-çке тарса хӑтӑлма,
Ытла нумай пӑвансем,
Сӗрлсç вӑрӑмтунасем.
Леш пуян çын лашисем
Аптӑраса ӳкеҫҫӗ,
Пуçа çӳле йӑтнисем
Ним тума та пӗлмеççӗ.
Ҫакӑ йывӑр вӑхӑтра
Аслӑ ешӗл çаранта
Чухӑн çынӑн лашине,
Хӑйӗн çывӑх чӑн тусне,
Хальхи ҫерçи сыхланӑ,
Юн ӗçен пӑвансене
Хыпа-хыпа вӑл янӑ.
Усал вӑрӑмтунасем,
Хаяр шӑна-пӑвансем
Лаша патне пырайман,
Вӗсем ӑна çыртайман!
1960
Эп пуçлам-ха халапа,
Эсир ларӑр халь шӑпах.
Пӗр çул питӗ сив хӗл килчӗ,
Хытӑ çӑтӑрласа илчӗ.
Ачасем, çав çулхине
Ҫӗрçи хыт тертленнӗ, тет:
Тупма çук-ҫке апат-çимӗç,
Выçӑпа вилесех килмӗ.
Анчах ҫерçи хӑраман,
Йывӑрлӑха парӑнман,
Кӗрет вӑл пӗр ирхине
Пуян патне, картишне.
Ҫак пуян çын лашисем
(Кунта пур-мӗн юпахсем,
Тимӗр-кӑвак ӑйӑрсем)
Сӗлӗ çисе киленнӗ,
Тӑпӑртатнӑ, кӗҫенне.
Ҫак лашасем умӗнче,
Кункӑрасем тӗпӗнче,
Ҫиме апат пулнӑ-мӗн,
Ылтӑн сӗлӗ пулнӑ-мӗн.
Ҫерçи чунтан савӑнать,
Йӑлӑнмашкӑн тытӑнать:
– Мана сӗлӗ парсамӑр,
Вилес çӗртен çӑлсамӑр!..
Пуян çыннӑн лашисем,
Ҫисе тӑраннӑскерсем,
Пуçӗсене йӑтаҫҫӗ,
Выç çӗрçие калаçҫӗ:
– Сӗлӗ ан ыйт эс пиртен,
Тухса сирпӗн витерен!
Ҫӗрçи хытӑ кулянать,
Хӑлтан каять, аптӑрать,
Хӑй çапах та хӑрамасть,
Йывӑрлӑха парӑнмасть,
Вара тепӗр ирхине
Кӗрет чухӑн картишне.
Картишӗнче ут тӑрать,
Сӗле çиет, савӑнать,
Лаша, çӗрçие курсан,
Чӗнет ырӑ кӑмӑлтан:
– Апат вӑхӑчӗ, тӗлех,
Ҫерçи тусӑмҫӑм, килех.
Пур чух пултӑр улпутла,
Ҫук чух пултӑр чухӑнла.
Эсӗ кӑштах сӑхнипе
Эпӗ çука юлас çук.
Пурнӑпӑр-ха майӗпе
Тӗнчере тус-йыш пур чух.
Шаларах лар, кунтарах,
Ҫил вӗрмест кункӑрара. –
Лаша сӗлӗ çитерет,
Ҫӑнӑхлӑ шыв ӗҫтерет.
Ҫӗрçи çук çын лашине
Шутлать тусӗ вырӑнне.
Чун-чӗререн тав тӑвать,
Пуçне тайса ыр сунать.
Унтан пӗр ял еннелле,
Хӑйӗн йӑви патнелле,
Хуллен кӑна вӗçтерет,
Сыв юлнишӗн хӗпӗртет.
Хӗл иртет те çур çитет,
Ҫур иртет те çу килет.
Шӑрӑх, йывӑр сывлама,
Ҫук-çке тарса хӑтӑлма,
Ытла нумай пӑвансем,
Сӗрлсç вӑрӑмтунасем.
Леш пуян çын лашисем
Аптӑраса ӳкеҫҫӗ,
Пуçа çӳле йӑтнисем
Ним тума та пӗлмеççӗ.
Ҫакӑ йывӑр вӑхӑтра
Аслӑ ешӗл çаранта
Чухӑн çынӑн лашине,
Хӑйӗн çывӑх чӑн тусне,
Хальхи ҫерçи сыхланӑ,
Юн ӗçен пӑвансене
Хыпа-хыпа вӑл янӑ.
Усал вӑрӑмтунасем,
Хаяр шӑна-пӑвансем
Лаша патне пырайман,
Вӗсем ӑна çыртайман!
1960

