ЭПĔ

Сарби Раиса Васильевна

Мӑн лапа пур манӑн хамӑн,

Ман лаша та пур хӑрхамӑн.

Утланатӑп кашни кун,

Ӳркенсе тӑмасть ман чун.

 

Эп пит харсӑр юланутҫӑ,

Лашана саватӑп шутсӑр!

Вӗҫтерсе ҫўретӗп эпӗ

Лапара халь тӗпӗр – тепӗр.

 

Ĕненсемӗр, эп хастар!

Эпӗ пӗртте хытӑ мар.

Ярӑнтарӑп пит аван –

Шӑккалат мана парсан.