ҪЕҪПӖЛ

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Мӗн чухлӗ çеçпӗл ӗшнере
Ем-ешӗл, çутӑ çуркунне!
Хавас, ыр-туйӑм – чӗрере,
Тухать тӑванӑм куç умне.

Саватпӑр эпӗр Çеçпӗле –
Хӗрӳ, çӗн пурнӑç, сӑвӑçне.
Вӑл пирӗнпе çӳрет перле,
Тухать хӗвеллӗ ӗшнене.

1963