-
Главная
- Драматургия (18-35 лет) Чувашский 3 место
Никифорова Дарья
3 место в номинации «Драматургия» на чувашском языке (возрастная категория 18-35 лет)
(«Чуста çăрма вĕренни» чăваш юмахĕ тăрăх)
Пьеса
Вылякансем:
Сахвине – хунямăшĕ.
Улине – кинĕ.
Микула – Улине упăшки.
Ваççили – хуняшшĕ.
Маруç – Микула йăмăкĕ.
Сашук – Микула шăллĕ.
Натали – Улине аппăшĕ.
1- мĕш курăну
Сцена çине качча кайнă çамрăк хĕрарăм Улине тухать.
Кăмакаран халь-халь çăкăр пиçсе тухмалла, çавăнпа кăмака умĕнче
уткалать. Пичĕ çинче кулă. Пӳлĕме тутлă шăршă сарăлать, кин
тарăннăн сывласа илет.
Улине (кăмака енне пăхса). Хăвăртрах пиçсем, çăкăрăм. Сана
питĕ тутанса курас килет (чăваш юррине улăштарса юрлать,
юрланă май урай шăлать).
Пиç, пиç, çăкăр,
Пиç, çăкăр.
Сана пиçме лартнă вĕт
ĔÇЧЕН КИН
87
88
Кăмакана куршакпа…
Чăт, чăт, чунăм,
Чăт, чунăм.
Çăкăр пиçсе тухиччен
Кăмакаран хĕрелсе-е…
Пăртак вăхăт иртсен хĕр çăкăра кăларать. Сивĕ шывпа
йĕпетнĕ аллипе çăкăр питне шăлса илет, сĕтел çине хурса пир
татăкĕпе витет.
Улине (çăкăр çине ăшшăн пăхса). Тутлах пултăн-ши? Паян те
килĕштерĕ ĕнтĕ сана хуняма. Тем тейĕ.
Тепĕр самантрах пӳлĕме хунямăшĕ кĕрет. Ун хыççăнах ывăлĕ
лĕпĕстетет.
Микула (нăйласа). Анне, эсĕ мана ыран кĕсел вĕретсе паратăн-
и? Ĕнерех вĕретеп тенĕччĕ вĕт-ха эс?
Сахвине (ывăлне пуçĕнчен ачашласа). Паллах, вĕретсе парап,
ывăлăм! Кин, сан çăкăру пиçрĕ-и унта?
Улине. Пиçрĕ. Халь анчах кăлартăм, вĕри-ха.
Хуняшшĕ кĕрет.
Ваççили. Пирĕн килес! Паян кунĕпех киле кĕмен, хырăм
тахçанах хыр тăрне хăпарса ларнă, ниепле те анасшăн мар.
Аллине шăлкаласа сĕтел патне утать.
Микула (арăмне сиввĕнрех). Улине, килтен тухмарăн паян, мĕн
пĕçернĕ эс унта?
Пурте сĕтел хушшине лараççĕ. Улине пурне те яшка антарса
парать. Упăшкипе юнашар вырнаçать. Хунямăшĕ çăкăр мĕнле
пиçсе тухнине пăхас тесе ăна хуçать, тăвар сапса пăртак çисе
пăхать.
Сахвине (кинĕ çине хаяррăн пăхса). Ку мĕнле çăкăр вара сан?
Çăнăх чăмаккисем те тухаççĕ. Тăвар та каламасть.
Микула. Чăнах, питĕ чăмаккаллă.
Кинĕ вăтанса каять. Питне саппунĕпе хуплакалать. Пĕр
сăмах чĕнмесĕр çăкăр çине пăхса ларать. Алăк сасси. Пӳлĕме
Маруçпа Сашук кĕреççĕ.
Ваççили. Ăçта юлса çӳретĕр вара? Сĕтел хушшине ларăр.
Урамран кĕнĕскерсем чĕнмеççĕ, ашшĕ мĕн каланине итлеççĕ.
Улине вĕсене вĕри апат антарса парать. Шăплăх. Пурте чĕнмесĕр
апатланаççĕ. Сахвине çеç нимĕн те çимест.
Сахвине (лăпланаймасăр, çăкăр çине тĕллесе, тарăхса). Çăкăр
пĕçерме пĕлместĕн, ухмах, чуста çăрма пĕлместĕн, чустана ăна хул
хушшинче тар тухиччен çăрмалла.
89
Микула (амăшĕ хыççăн). Тĕп-тĕрĕс! Аннепе килĕшетĕп. Чăнах
сан çăкăру темле-е-е тутлах мар, яшку та тăварсăр.
Улине (упăшкине хуллен тĕксе, шăппăн). Яшкине аннÿ пĕçернĕ.
Микула (амăшĕ çине пăхса). А-а-а (кулнă пек туса),
пăтрашăнса кайрăм эп, яшки мар, çăкăрĕ тăварсăр. Яшки вара-а
питĕ тутлă. Тавтапуç, анне!
Ваççили ывăлĕ çине пăхса пуçне суллать кăна.
Маруç. Микула, мĕншĕн çапла калатăн вара инкене? Çăкăрĕ
питĕ тутлă.
Сашук. Çăкри чăнах тутлă. Ан пăшăрхан, инке.
Улине (ăшшăн пăхса). Тавах сире.
Маруç (Микула çине пăхса). Пичче, эс инкене çăкăр пĕçерме
пĕлменшĕн вăрçатăн-ха, анчах хăв ĕнер машин урапине те кутăн
лартнă. Юрать, хирĕç Ваньккана чĕнтĕмĕр, тĕрĕс лартса пачĕ.
Микула куçне тартать, хĕрелсе каять.
Сашук (аппăшĕ хыççăнах). Микулана велосипед юсаса пар-ха
тенĕччĕ. Пĕтĕмпех салатса пăрахрĕ, каялла пуçтараймарĕ. Ĕнтĕ
уйăх та çитрĕ, çавăн пекех выртать. Пуçтарма пĕлмест пулмалла
вăл.
Микула (тата хĕрелсе кайса, хыттăн). Ан калаçăр-ха кирлĕ
мара! Вăхăт пулман манăн.
Ваççили (кулса). Э-э-э, вăхăт пулманнипе ĕнтĕ аннӳпе сехечĕ-
сехечĕпех ял çыннисем çинчен калаçса ларатăр. Кам мĕн чухлĕ
банка хăяр тăварлани питĕ интереслĕ пуль ĕнтĕ сана.
Микула амăшĕ çине макăраслах пăхать.
Ваççили (кинĕ çине пăхса). Кинĕм, çăкăру шуранкарах пиçнĕ
санăн, тути вара аванах. Ан кулян эс уншăн, малашне вĕренетĕн.
Ав, хуняму та мана качча тухсан малтанах çăкăра пĕрре çунтарса
янăччĕ, тепрехинче чусти те хăпарманччĕ унăн.
Сахвине (ун çине хаяррăн пăхса). Пулман ун пекки, мĕн суйса
ларатăн?
Хунямăшĕ сĕтел хушшинчен тухать. Пӳлĕмрен алăка
шаплаттарса тухса каять.
Микула (алăк çине пăхса, çилленчĕк сасăпа) . Атте, ма
кӳрентертĕн вара аннене? Çамрăк пулнă вăл ун чух, пĕлмен.
Амăшĕ хыççăн пӳлĕмрен тухса каять. «Анне-е-е!» тени
илтĕнет.
90
2- мĕш курăну
Сцена çине кин тухать.
Улине (квас чĕресси патне пырса) . Квас тĕпĕ юлнă-ши ман
чуста çăрма? (савăнса). Юлнă иккен, тепре çăкăр пĕçерме квас
чĕрессине тĕпсакайнех антарса лартас-ха (чуста çăрма пуçлать).
Паян та çăкăр пĕçерме лекрĕ тата. Чиперех пулĕ-ши? (хул хушшине
тытса пăхса). Татах çăрмалла, халь тар тухман-ха.
Нумай та вăхăт иртмест – пӳлĕме аппăшĕ кĕрсе
тăрать. Натали (ун патнерех пырса). Чуста çăратăн-им?
Улине (чуста çăрма чарăнса). Чуста çăрап-та-ха. Анне мана
хул хушшине тар тухиччен çăрма каланăччĕ. Тарĕ те тухрĕ, те
тухмарĕ – пăх-ха эс (аллине çĕклет). Мĕн унта?
Натали. Эй, сан кунта (Улинен аллине антарса) те тар тухнă,
те кăпăкланса ларнă, те чуста.
Улине. Апла пулсан, пăрахас-ши çăрма?
Натали (чуста çине пăхса). Ним калама та пĕлместĕп
(пӳлĕмрен тухса каять).
Улине (çамки çинчи тарне шăлса илсе). Тепĕртак çăратăп та
çитет. (Кăмака патне пырать.) Кăварĕ шăрантăр-ха кăштах,
кăмака ăшши юлтăр.
Каярахпа кăварне вучаха туртса хурать.
Улине (кăмакари кĕле кăмака милкипе шăлса кăларнă май).
Çăкăр таса пиçет ĕнтĕ халь (йăл кулать. Çăкăра йывăç кĕреçе çине
хурса кăмакана лартать. Унтан çăкăр çине пăхса ). Хальхинче
тутлă, лайăх пиç, пурне те юрăхлă пул. Эпĕ сана шанатăп.
Çăкăр пиçнĕ вăхăтра Улине яшка лартса ярать, урай çуса тухать.
3- мĕш курăну
Сахвине пӳлĕмре пĕччен, вăл сухан тасатать. Тепĕр самантра
ун патне Маруç кĕрет.
Маруç (амăшĕ çумнерех пырса). Мĕн ĕçлен, анне?
Сахвине (хĕрĕ çине пăхса). Сухан тасататăп, курмастăн-им?
Инкÿ мĕн тăвать? Паян курман эп ăна, халĕ те çывăрать-и?
Маруç (амăшĕ çине тĕлĕнсе пăхса). Анне, ун пек ан кала-ха.
Улине инке ирех пахчана çум çумлама тухса кайрĕ. Кăнтăрла ытла
вĕри пулса кайиччен йăрансене хăвăртрах тирпейлесе тухас терĕ.
Сахвине (сăмси айĕнче). Çумĕсене палласа илеет-ши?
91
Маруç (амăшĕпе юнашар ларать). Çитет ĕнтĕ, анне. Инке çин-
чен ман урăх пĕр усал сăмах та илтес килмест. Малтанах Микула
Улинене качча илетĕп тесен савăннăччĕ-çке эсĕ. Халь мĕншĕн
юратмастăн Улинене?
Сахвине. Мĕн каламалла манăн? Кахал вăл, çавăнпа
килĕшмест.
Маруç (куçне хĕссе, амăшне тинкерсе). Ĕненместĕп. Улине
кахал мар, хăв та пĕлетĕн. Тем пытаратăн эсĕ. Анне, чăннине кала.
Сахвине (сухан тасатма пăрахса). Итле, эппин (тарăннăн
сывласа илет). Улине пирĕн пата качча килсен тепĕр кунхинех
кӳршĕ Таиç каçрĕ. Вара вăл мана кин мĕнлерех хĕр пулнине каласа
пачĕ те…
Маруç (интересленсе). Мĕн терĕ?
Сахвине (хĕрĕ çине пăхса). Укçана хапсăнакан хĕр терĕ.
Микулана мулшăн качча тухнă терĕ.
Маруç (йăл кулса). Эпир питĕ пуян çемье мар-çке, анне.
Пирĕнтен пуянраххисем нумай ялта, лайăх каччăсем те самаях.
Çавах Улине Микулана килĕштернĕ.
Сахвине куçне пĕр çĕре тĕлленĕ те чĕнмесĕр ларать.
Маруç (пĕççине аллипе шаплаттарса). Э-э-э, халь пĕтĕмпех
ăнлантăм.
Сахвине (чĕрĕлсе). Мĕн ăнлантăн?
Маруç. Ара, Таиç килне кин кӳртесшĕн пулнă вĕт-ха. Унăн
ывăлĕ – Илюш, Улинене килĕштеретĕп тенĕ. Таиç питĕ савăнса
кайнă, ĕçчен кин пулать-ха тесе. Анчах та Улине Микулана
юрататăп тенĕ. Килне кин кӳртесси пулман вара Таиçĕн, çавăншăн
питĕ тарăхнă пулĕ-ха вăл. Курайманлăха пулах çавăн пек сăмахсем
килсе каланă та вăл сана.
Сахвине. Эсĕ кăна ăçтан пĕлетĕн вара?
Маруç. Пĕррехинче эпир улахра ларнă чухне пăртак сыпкаланă
Илюш персе çитнĕччĕ. Чăннине çавăнта каласа кăтартнăччĕ те вăл.
Амăшĕн усал сăмах кăларас шухăшĕсене те уçса панăччĕ.
Сахвине (пăшăрханса). Эх, çапла-и-ха… Апла суя сăмахсене
мĕншĕн ĕнентĕм-ши? Ывăла та хам майлă çавăртăм, Улинерен
сивĕтрĕм.
Маруç (тарăннăн сывласа илсе). Анне, Улинерен каçару
ыйтмалла санăн. Микулапа эпĕ хамах калаçатăп, чăнлăха уçса
паратăпах.
92
Маруç амăшне хулĕнчен ачашлать те пӳлĕмрен тухса каять.
Тарăн шухăша путнă Сахвине пĕр вăхăт шăплăхра ларать. Лар-
сан-ларсан хăйпе хăй калаçма тытăнать.
Сахвине. Чăнах, кинĕмрен каçару ыйтмалла. Манран тем чухлĕ
усал сăмах илтсен те хирĕç чĕнмест вăл. Килти пур ĕçе те Улине
тăвать: апат та пĕçерет, тусан та шăлать, урай та çăвать, выльăхсене
те шăварать, пахчара та тăрмашать. Эпĕ вара ăна хурласа ларнă
кăна. Пĕлетĕп-çке Таиç чĕлхин чаракĕ çуккине, пурпĕрех ун
сăмахне итленĕ эпĕ. Ахальтен каламан ĕнтĕ «çын çăварĕ уй хапхи
мар, питĕрсе илеймĕн», тесе.
Пӳлĕмре «эх-х-х» тени кăна илтĕнет. Кăшт вăхăт ирсен
пӳлĕмри алăка Улине уçса ярать, хунямăшне курать.
Улине (хăранă сасăпа). Каçар, анне, эпĕ кунта никам та çук
тесе (алăка каялла хупма васкать).
Сахвине (ачаш сасăпа). Кин, кĕр-ха, ан кай.
Улине хунямăшĕ патне васкамасăр пырать.
Сахвине (пукан çине аллипе кăтартать). Лар-ха манпа
юнашар, кинĕм.
Улине хунямăшĕ патне пырса ларать. Сахвине пăшăрханса алă
пӳрнисене хуçлатма пуçлать.
Сахвине (кинĕ çине шывланнă куçĕпе пăхса). Улине, каçар мана,
тархасшăн (макăрса ярать).
Улине (тĕлĕнсе). Мĕн пулнă? Мĕншĕн каçармалла?
Сахвине (куççульне шăлса). Çăкăр пĕçерме пĕлместĕн тенишĕн
те, кахал тенишĕн те, мĕнпур усал сăмахсемшĕн, шухăшсемшĕн.
Каçар…
Улине (юхса аннă куççульне шăлса). Каçаратăп.
Сахвине тата хытăрах макăрса ярать, кинне ыталаса илет.
Улине те хунямăшне ыталаса çурăмĕнчен хуллен лăпкать.
4- мĕш курăну
Апат çиме вăхăт çитнĕ. Сĕтел хушшинче хунямăшĕ, хуняшшĕ,
упăшки, ачисем. Кин сĕтел çине çăкăр лартать. Çăкăр еплерех
пиçнине пĕлмест вăл, упăшки çине пăхкаласа илет. Акă хунямăшĕ
пĕр татăк çăкăр илет, хуллен чăмлать, пĕр сăмах та чĕнмест.
Улине пăшăрханса пуçне усма та пуçлать. Хунямăшĕ йăл кулса
ярать.
Сахвине (кинне мухтаса). Вăт ман кин епле пултарать, кулачă
пек çăкăр пĕçерсе çитерет.
93
Улине те йăл кулать.
Маруç. Инке-е-е, кун пек тутлă çăкăр эпĕ нихăçан та çисе курман.
Сашук (çăкăра чăмланă вăхăтрах). Аннен çăкăрĕнчен те
тутлăрах!
Микула (арăмĕ çине ăшшăн пăхса). Чăнах, Улине, çăкăру питĕ
тутлă!
Ваççили (çăкăра чăмласа пĕтерсе). Чутах чĕлхене çăтса
яраттăм. Маттур, кинĕм!
Улине (пурин çине те пăхса, вăтанса). Ăшă сăмахсемшĕн
пурне те пысăк тав.
Чаршав хупăнать.

