-
Главная
- Драматургия (18-35 лет) Чувашский 2 место
Емельянова Елена
2 место в номинации «Драматургия» на чувашском языке (возрастная категория 18-35 лет)
Трагикамит
Сăнарсем:
Лена – кил хуҫи (18 ҫулта).
Диана – Ленăн йăмăкӗ (16 ҫулта).
Елюк – 16 ҫулта.
Наҫтук – 17 ҫулта.
Аделина – 16 ҫулта.
Снежок – Аделинăн йăмăкӗ (8 ҫулта).
Стас – ял каччи (17 ҫулта).
Валери – Стасăн юлташӗ (17 ҫулта).
Энтри – Стасăн юлташӗ (16 ҫулта).
Костя – Ленăн юлташӗ (18 ҫулта).
Ванюк – 17 ҫулта.
Никита – 17 ҫулта.
1-мӗш курăну
Ирхине. Автан сасси ҫине-ҫинех илтӗнет. Лена пӳртрен
тухать. Лена. О-о-ох! (Канӑҫлӑн карăнать.) Мӗнле илемлӗ кун
паян! Салам, хӗвел! Мӗнле аван! (Телефон сасси). Кам
шăнкăравлать-ши
ир-ирех? Кам хăйӗн ҫинчен ҫапла ирех аса лтересшӗн-ши? (Питӗ
кӑмӑлсӑррӑн). Каллех палламан номер. Банксем пулӗ ӗнтӗ каллех?
Тăрантрӗҫ. Такки кредит илтересшӗн тепĕртетеҫҫӗ. Ох, мӗнле
КАМ ҪЫРНĂ-ШИ?
76
77
йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ! Мӗн тума мана вăл кредит? Шиш! Кирлӗ мар
мана нимле кредит та! Унсăрах лайăх пурăнатăп эпӗ. Ну сӗмсӗр-
скер пулчӗ-ҫке ку, ҫаплах шӑнкӑравлама чарӑнмасть. Ҫиччас парса
илетӗп! (Ҫирӗппӗн). Алло! (Лӑш кайса, савӑнӑҫлӑн). Эсӗ-и? Ах! Яла
килетӗн-и? Хăҫан? Паян? Юрӗ, юрӗ. Кӗтетӗп! Ай-яй, ай-яй-ях!
(Савăнать). Килет вӗт! Тинех килет! Тавах сана, паянхи кун! Мӗн-
ле кӑмӑллӑн, ыррӑн пуҫланатӑн эсӗ! ( Вальс кӗввине ӗнӗрлесе
ташланӑн ҫаврӑнкаласа илет). Чим, хӗрсене каламалла! ( Ташланӑ
май ҫаврӑнкаласа тухса каять).
Дианăпа Наҫтук курӑнаҫҫӗ. Тем пирки хӗрсех тавлашаҫҫӗ
пулас.
Диана. Эпӗ сана калатӑп – тӗрӗс мар япала вăл. Кăна ăçтан
пӗлетӗн эсӗ? Камран илтнӗ? Тӗрӗс мар шухăшлатӑн!
Наҫтук. Ҫук, апла мар! Тӗрӗссине калатӑп. Эпӗ тӗрӗс
шухăшлатӑп, эсӗ ху йӑнӑшатӑн. Итле мана.
Костя иртсе каять.
Костя. Салам, хӗрсем! Мӗн ир-ирех ҫерҫи чӗпписем пек
чӗвӗлтететӗр? Тырӑ пӗрчи тупрӑр-им?
Наҫтук. Салам!
Диана. Эсӗ кам пултăн вара? Кӳршӗ ялсенче курман сана.
Костя. Эпӗ кунтисем мар. Эпӗ хуларан.
Наҫтук. О-о! Хуларан? Ку питӗ кӑсӑклӑ вара.
Диана. Хула нумайччӗ пулас-ха пирӗн аслӑ ҫӗршывра.
Костя. Тӗрӗс калатӑн. Хула чылай, Чӗмпӗр вара – пӗрре.
Наҫтук. Чӗмпӗртен апла эсӗ?
Диана. Мӗнле сӑлтав ҫапла ирех илсе килнӗ вара сана пирӗн
яла?
Костя. Мӗнле калаҫҫӗ-ха? Нумай пӗлетӗн – час ватӑлатӑн.
Ватӑлма ан васкӑр, хӗрсем! Юрӗ, ҫитес ҫӗре ҫитем. Тӗл пулӑпӑр-ха!
(Васкаса утса каять).
Диана. Вăт каччă!.. Чӗлхеллӗскер питӗ. Хӑюллӑ. Именсе
тӑмасть. Хула хулах ҫав. Кам патне килчӗ-ши?
Хӗрсем хӑйсен тавлашӑвне малалла тӑсса тухса каяҫҫӗ. Лена
чупса килет. Тарăхнӑ хӑй.
Лена. Ăҫта кайнă-ши пурте? Нихӑшне те тупмаймастăп. Киле
таврăнас-ха. Хатӗрленмелле вăл киличчен.
Чупса каять. Елюкпа Аделина килеҫҫӗ.
Елюк. Лена ăҫта-ши? Ирех таҫта йӑркканӑ-ши? Ну килӗнче
ларма пӗлмест.
Костя кӗрет.
78
Костя. Ау-у! Килте пур-и?
Аделина. Ку кам тата?
Елюк. Эй! Эс кам ачи? Мӗн шыраса ҫӳретӗн кунта, ют ҫынсем
патӗнче? (Шăпăр ярса тытать).
Костя. Эй, эй, эсӗ! Мӗн тапăнатӑн?
Елюк. Эс кам тетӗп? Хуравла!
Костя (хăрасараххӑн). Эпӗ-и? Э-эпӗ – ҫын!
Аделина. Мӗн ятлă? Хушаматна, ятна, аҫу ятне кала. Паспортра
ҫырнӑ пек.
Костя. Э-э-э... Васильев Константин Игоревич.
Елюк. Эсӗ пирӗн ял мар. Пирӗн кӳршӗри ялсенче те Васильев
Константин Игоревичсем ҫук. Илтмен кама та пулин ун пек
чӗннине. Эсӗ кунтисем мар-им? Ăҫтан йӑтӑнса антӑн кунта? Мӗн
шыраса ҫӳретӗн?
Костя. Эпӗ Чӗмпӗртен… (Шухӑшласа илнӗн). Ҫынсем мӗн
шыраҫҫӗ ытларах? Эпӗ те ҫавнах шыратӑп пуль. Телей.
Лена чупса кӗрет.
Лена. Елюк! Аделина! Ăҫта ҫухалнă эсир? Пӗтӗм ял тăрăх сире
шыраса чупса ҫаврӑнтӑм. Эсир хам патрах иккен. Елюк, эсӗ мӗн
шăпăр тытнă? (Костьăна асӑрхать). Костя! Килтӗн! Килтӗн!
(Ыталанаҫҫӗ).
Костя. Салам, Лена. Ну хаяр та иккен сирӗн ял. Килтӗм кăна –
пӗрисем допрос тӑваҫҫӗ, пӗр-пӗр шпиона ярса тытнӑ пек: кам
пулатӑн, ӑҫтан, мӗн сӑлтавпа килсе тухнӑ кунта, мӗн шыратӑн?
Теприсем тӳрех тапăнаҫҫӗ. Юрать-ха, шӑпӑрпа кӑна, кӗрепле те
тытма пултарнӑ вӗт.
Лена. А-а-а! (Аллине сулать). Ял пирӗн – чăнкă! Ачасем те
ҫавах. Хӗрсем ют ҫынна курнипе аптӑраса ӳкрӗҫ пуль-ха. Паллаш,
ку – Елюк, ку – Аделина. Манӑн тус-тантӑшсем.
Диана чупса кӗрет.
Диана (савăнса, хăпартланса). Урра! Урра! Урра! Эп
лотерейăпа выляса илтӗм! Пӗр билечӗ 100 тенкӗ тăратчӗ. Ҫӗр билет
илтӗм те 1000 тенкӗ лекрӗ! Ю-ху! ( Аллине ҫӳлелле çĕклет). Ҫӗнӗ
айфон илӗп. Урра-а-а!
Тӗлӗнсе тăраҫҫӗ. Наҫтук чупса кӗрет.
Наҫтук. Диана! Эсӗ ăҫта чупса кайрăн! Хăваласа ҫитейместӗп.
Салам, хӗрсем!
Лена. Диана, 1000 тенкӗ тухрӗ терӗн. Ӗнер таврăннă чухне эсӗ
пуҫупа ҫапăнман-и? Е ӳкмен-и?
79
Аделина (Дианăна). Эсӗ шутлама пӗлместӗн-им? Ҫӗр билет
илнӗ, вунӑ пинлӗх, пӗр пин тенкӗ выляса илнӗ. Тухрӗ? Айфон пин
тенкӗ кӑна тӑмасть вӑл! Вӑт математик!
Диана. А-а-а… Вăт пуҫ!
Лена. Юрӗ, кайран калаҫăпăр ун пирки. Паллашăр, ку манӑн
юлташ – Костя. Чӗмпӗртен килнӗ.
Костя. Килтӗм кăна… Мӗн кăна пулса иртмерӗ ҫак кӗске
вӑхӑтрах. Туятăп, сирӗн ялта кăсăклă пулать. Каччăрсене курман-ха
тата... Пур-и кунта вӗсем?
Елюк. Пулмасăр!
Пурте. Пур! Пур!
Лена. Атя, паллаштаратпăр. Урамрах вӗсем.
Елюк. Сиснӗ пуль-ха ют каччӑ килнине. Ҫиччас экзамен
тыттараҫҫӗ, хатӗрлен, Костя.
Пурте тухса каяҫҫӗ.
Стаспа Энтри кĕреççĕ, пуртă тытнă.
Стас. Илтрӗн-и, Энтри? Темӗнле хуларан пӗр каччă йӑтӑнса
аннӑ теҫҫӗ пирӗн яла.
Энтри. Илтрӗм.
Стаспа Энтри вутă ҫурма тытăнаҫҫӗ. Хӗрсем килсе ҫитеҫҫӗ.
Лена. Стас, Энтри, паллашăр, ку – Костя. Чӗмпӗртен килнӗ.
Костя. Салам.
Стас. Ну, салам пултӑр.
Энтри. Салам тейӗпӗр.
Диана. Юрӗ, эсир ҫывӑхрах паллашăр. Эпир Лена патне каяр.
Пирӗн хамӑрӑн ӗҫсем пур. Хирӗҫсех каймастăр пуль?
Хӗрсем каяҫҫӗ.
Энтри. Ну, Костя, эсӗ пирӗн яла нумайлӑха килнӗ-и?
Костя. Пӗлместӗп-ха. Мӗнле пулать.
Стас. Эс камсем патне килнӗ вара?
Костя. Ял вӗҫӗнчи Марук кинеми патне.
Энтри. Мӗн, унӑн тӑванӗ пулатӑн-им?
Костя. Вӑл манӑн кукамай, эпӗ – унӑн хӗрӗн ачи.
Энтри. Ҫапла-и?
Стас. Вара, мӗн, эсӗ капла пирӗн ял ачиех пулса тухатӑн вӗт-
ха? Ӑнланмалла.
Энтри. Эппин... пирӗн ял ачи пулсан... пирӗн ял ачи пулнине
ӗнентер. Вутă ҫураятăн-и? Тыт-ха пуртта.
Костя тăрăшать, анчах пулсах каймасть унӑн.
80
Стас. Э-э-эх! Пулса каймасть пуль ҫав санран пирӗн ял ачи.
Ҫураймастă-ă-н! (Аллине суллать). Пиҫмест санран.
Костя. Ну... мӗн калас?.. Эсир, вӑт, миҫе хут отжимани
тăваятăр? Пӗр пиллӗк-и? Ӑмӑртса пӑхар-и? Эпӗ хулара спорт
секцине ҫӳретӗп. Тӗрлӗ ăмăртӑва хутшăнатăп. Пӗрремӗш вырăнсем
йышăнатăп. Марафонсенче те чупатăп.
Энтри. Ой, ой! Секцине ҫӳрет вăл.
Стас. Кунта ҫулла кӗтӳ кӗтме тухсан, сурăхсем айккинелле
чупса кайсан… Пулать сана марафон! Санран та хытăрах
чупаятпăр. Тен...
Костя. О-о-о, еплерех калаҫма пуҫларӗҫ вӗсем! Ну, тӗрӗслер-и
эппин?
Энтри. Эпир санран чупса иртсе каятпăр.
Стас. Атя, халех вăрман патне ҫити чупатпăр. Выляса ярсан...
Выляса ярсан кутран вунӑ хут тапатпӑр. Килӗшетӗн-и?
Чупса каяҫҫӗ.
Хӗрсем Лена патне кӗреҫҫӗ.
Елюк. Ну, Диана… Мӗнле кун пек пулса тухрӗ…
Лена. Атя, юрӗ. Пулнă тăк пулнă ӗнтӗ. Манса каяр. Аҫу-аннӳ
пуян-ха санăн. Саншӑн укҫа хӗрхенсе тӑмасть. Мӗн кӑмӑл тунӑ –
ҫавна туяннӑ.
Диана. Ара, ҫакă савăнтарать те.
Лена. Итлӗр-ха, ман пата киличчен Костя ҫыратчӗ. Вуласа
парас-и?
Аделина. Вула-ха, вула. Питӗ пӗлес килет.
Лена. Ҫиччас. Аха, ак тупрăм. «Салам, Лена! Мӗнле халсем
санăн? Мӗнле пурăнатăн? Ялта мӗнле, хыпарсем пур-и? Миҫе ҫул
курман сана. Питӗ тунсăхларăм! Такки вăхăт пулмарӗ. Кӗҫех
пыратăп. Кӗтсе ил».
Диана. Итлес те итлес килет…
Аделина. Ман пата та пӗри, Костя ятли, ҫырать. Сăн ӳкерчӗкне
ярса пар-ха терӗ. Ярса патăм. «Санӑн куҫу илемлӗ, шăрҫа пек
йăлтăртатса тăрать. Хăҫан кăна курайăп-ши сана, цыпочка?
Чӗппӗм», – тесе ҫырчӗ.
Наҫтук. Ман пата та ҫырнă вӗт! Костя ятлиех! Тӳлӗк вăл –
поэт! Сăвăсем ҫырать. Ак итлӗр пӗрне. Эп ӑна пӑхмасӑр пӗлетӗп
халь.
«Эсӗ уйăх пулсан, эпӗ ҫăлтăр пулам!
Шурăмпуҫ ҫутипе чӳхенсе ҫуталам!
Инҫетри телее йӗрлесе тупнă чух
81
Сан ҫине аякран пăхнипех савăнам».
Елюк. Ай-юй… Илемлӗ! Ман пата кам ҫырӗ-ши ҫапла?..
Лена. Ан кулян. Тупăнӗ-ха сан валли те. Вăхăт ҫитмен пуль-ха...
Диана. Пӗринчен тепри лайăх поэтсем лекнӗ сире.
Аделина. Пӗлместӗп, кам ҫырать ман пата. Сăн ӳкерчӗкне те
ыйтрӑм, ярса памасть. Тем пытарать.
Наҫтук. Ман та ҫавах. Кам-ши вăл?
Елюк. Кунта арпаштарнине, ҫыхланнине сӳтме тивет.
Диана. Ара ҫав. Елюк, пирӗн шырав пуҫланать санпа. Лена, эсӗ
те пулăш пире.
Лена. Юрать.
Наҫтук (хыпаланса). Ой, мана анне ҫухатрӗ пуль. Йăрансене
çум курăкран тасатмалла тенӗччӗ. Йӑлт курайми пултӑм ӗнтӗ ку
мӑянсене!
Лена. Манăн вара килтисем канма кайрӗҫ-ха. Дианăн ашшӗ-
амăшӗпе пӗрле.
Диана. Мальдивӑна!
Аделина. Наҫтук, каяр пуль. Манӑн та ӗҫ нумай. Ҫитсенех ӗне
сумалла.
Наҫтук. Ӗне сӑвасси вӑл пахча ҫумласси мар-ха. Атя,
кайрăмăр.
Наҫтукпа Аделина каяҫҫӗ.
Лена. Диана, Елюк, эпӗ шухăшларăм та… Кам пирӗн ялта
сăвăсем ҫырма пултарать?
Елюк. Стас мар-и?
Диана. Энтри мар-ши? Вӑл кӗнеке вулама юратать.
Лена. Сăвă ҫырнине е вуланине вӗсенчен илтмен… Е
пĕлтересшĕн мар-ши?
Диана. Каласшăн мар-тăр! Вӗсем ҫапла вӗт! Хăйсене чăнкă тесе
кăтартасшăн.
Елюк (сасартӑках). Ай-уй!.. Ай-яй! Пилӗк чиксе кайрӗ.
Лена. Эс ӗнер клубра ташланӑ чухне шпагат турӑн. Ҫавӑ
юраман пуль сана. Пилӗкне нимӗн те сӗрмерӗн-им?
Елюк. Ҫук ҫав. Ыратма чарăнчӗ те, сӗрмерӗм вара. Халь татах
туртма пуҫларӗ.
Лена. Киле ҫитсен сӗр мӗн те пулин. Ҫитеетӗн-и? Ăсатса
ямалла мар-и?
Елюк. Ҫук. Кирлӗ мар (тухса каять).
Ленӑпа Диана иккӗшех юлаҫçĕ.
Лена. Пирӗн аттепе анне хăҫан таврăнаҫҫӗ терӗн-ха?
82
Диана. Тата икӗ эрнерен.
Лена. Нумай-ха...
Диана. Аха... (Хурланаҫҫӗ).
Лена. Эпир пӗр-пӗриншӗн тĕрев пур-ха санпа.
Диана. Ан та кала ӗнтӗ, аппа... ( Пауза) Лена, ку ҫырусене кам
ҫырнине тупмаллах.
Лена. Костя ҫырма пултарнине манӑн пӗрре те ӗненес килмест.
Диана. Арҫынсене пӗлсе пӗтерме ҫук. Атте пиркиех ҫапла
калать анне тепӗр чухне.
Лена (сӑмаха пӑрма тӑрӑшса). Атя-ха, пуҫтарар сӗтел ҫинчен.
Пӳртре те тирпейлемелле.
Шăлма, пуҫтарма тытăнаҫҫӗ. Лена хуллен юрлать. Диана
шăпăрпа шăлать.
Диана (урайӗнче хут татки тупса). Ку мӗн япали? (Сак ҫине
ларать.) «Тӗл пулатпăр ыран каҫпа клуб патӗнче. Кӗтетӗп сана.
Костя», – тесе ҫырнă. Лена! Кил-ха. Пăх-ха, кăна кам хăварнă-ши?
Кам ҫырнă-ши?
Лена. Костя тенӗ... Манăн Костя пуль. Анчах хучӗ тусанланса
кайнă. Паян кăна выртмасть ахăр...
Диана. Эпӗ те ҫавăн пек шухăшларăм. Чим-ха, сан Костя паян
кăна килнӗ вӗт. Хучӗ тахҫантанпах выртнӑ. Хӗрсен тухса ӳкнӗ-ши
камăн-тăр?
Лена. Пулма пултарать.
Диана. Арҫын ачасем юриех пăрахса хӑварман-ши?
Лена. Вӗсем ăҫтан пӗлччӗр хӗрсем патне кам ҫырнине?
Диана. Пӗлместĕп ӗнтӗ.
Лена. Халь эпӗ нимӗн те ăнланмастăп…
Диана. Аппа, эпӗ урама тухса кӗрем-ха.
Диана урама тухать. Стас хут ҫинче ҫырнине вуласа тăнине
курать те ӑна сӑнама пуҫлать. Каччă Дианăна курмасть, ҫаплах
сăвă вулать. Хумханать пулас, вулать-вулать те ҫырнине
тӳрлетет.
Диана. Ай-уй… Сăвă ҫыратӑн-ҫке эсӗ. Кам валли ҫыртăн-ха?
(Хутне вăшт! çеç туртса илет.)
Стас. Пар каялла! Сан мар вăл!
Диана. Тытаймастăн! Тытаймастăн!
Диана (сăввине вулать). Хӑвах ҫыртăн-и? Эсӗ сăвăсем ҫырнине
пӗлмен...
Стас. Сана мӗн? Пар каялла терӗм!
Диана. Мана питӗ интереслӗ пулса кайрӗ-ха. Аппапа урай
шӑлнӑ чухне пӗр ҫыру тупрăмăр эпир… Эсӗ ҫырман-и? Ӳкерсе
83
хăварман-и? Пӗр кун килсе кайрăр вӗт-ха (с ăвӑпа ҫырӑва
танлаштарса пăхать.) Сан хуту ҫинче те, ҫырура та пӗр пек
почерк!
Стас. Мӗнле ҫыру тата? Эсӗ мӗн аташатăн? ( Пăшăрханса). Э-
эпӗ ҫырман. Ку ман сăвă мар! Эпӗ нимӗнле ҫыру пирки те
пӗлместӗп! Эх, санпа!.. (Ҫилленсе тухса каять).
Диана. Атя кай, кай. Интереслӗ кунта хыпарсем… Наҫтук
патне ҫыраканни Стас пулчӗ-ши? Наҫтук валли сăвă ҫырнă, кунта
Стас та сăвă ҫырнă. Пӑлханса, анӑраса кайрӗ тата! «Эпӗ ҫырма-а-
ан!» – тет. Юрӗ, каяс-ха Елюк патне, каласа паратăп (тухса каять.)
Энтрипе Валери кĕреҫҫӗ.
Энтри. Мана мӗн тума кирлĕ ку ҫыру? Хăйсен ҫырма
юрамасть-шим?
Валери. Чăнах та, юрататăн пулсан хăвăнах ҫырмалла
каламалли туйăм пирки.
Елюк айккинче вăрттăн итлесе тăрать, унтан Энтрипе
Валерие хăратать.
Валери. Елюк, мӗн хăрататăн?
Энтри. Чӗре тухса ӳкетчӗ иккен.
Елюк. Эх! Хăравҫă мулкачсем! (Кулать). Ăҫта каятăр-ха?
Энтри. Каймалли пурччӗ.
Валери. Атя, Энтри, кайрăмăр. Стас ҫук иккен.
Тухса каяҫҫӗ.
Елюк. Ку каччăсем темĕн тăвасшăн пулӗ? Каламаҫҫӗ. Ку мӗн
тата?
Елюк хут татки тупать.
Елюк. Ку ҫыру вӗт! Лешсем ӳкерсе хăварнă-им? (Вулать.) Чим-
ха… Мӗнле илемлӗ ҫыру! Ăҫта курнăччӗ-ши эп ҫакăн пеккине?
(Чарăнса тăрсах шухăшлать). Ăнлантăм! Аделина патне пӗр каччă
ҫырнăччĕ вӗт! Энтри ҫырнă-ши вара? Вăт ку хыпар! Вăт ку хыпар!
Дианăна каласа памалла халех.
Тухса каять. Ванюкпа Никита килеҫҫӗ. Калаҫaҫҫӗ. Стас
кӗрет.
Стас. Никита! Ванюк! Эп сире-и!!! Диана сисрӗ эпӗ Никитăн
сăввине вуланине. Мӗн тума ҫыхлантаратăр эсир мана?
Никита. Тăхта-ха. Вăхăта тăс-ха тата.
Ванюк. Пирӗн ҫинчен каланă ан пултăр.
Энтрипе Валери чупса килеҫҫӗ.
Энтри. Халь кăна сире аса илтӗмӗр. Ак ăҫта ҫӳреҫҫӗ вӗсем.
Валери. Стас, эс мӗншĕн ҫилленсе пăхатăн? Мӗн пулчӗ?
84
Стас. Тăрантарчӗ ку арпашу!
Никита. Кăшт кӗтӗр ӗнтӗ, лăпланăр.
Ванюк. Пулăшăр-ха пире, тархасшăн. Аса илтӗм. Энтри, эс
ҫырăва патăн-и?
Энтри. Ҫук-ха, парса ӗлкереймерӗм.
Ванюк. Хăҫан паратăн? Пар-ха кунта, вуласа илес-ха тепӗр хут.
Эпӗ ӗнер ҫӗрӗпе ҫырса лартăм!
Энтри ҫырăва шырама тытăнать, анчах тупаймасть.
Валери. Ӳксе юлмарӗ-ши вăл?
Энтри. Ăҫта ӳктӗр вăл? Эп ăна пӗрре кăна кăлартăм паҫăр.
Валери. Елюк пире хăратрӗ вӗт-ха… Ҫавăн чухне ӳкмерӗ-ши?
Энтри. Эх! Елюк ҫырăва ҫав вăхăтра тупнă пулсан...
Никита. Пирӗн шухăшсене пăсать вăл!
Ванюк. Елюка пӗлетӗп эпӗ, вăл халь ҫырăва тупнă пулсан
хӗрсене каласа пама пултаратех.
Валери. Ванюк, Никита, пире ан çыхлантарăр тесе сире
малтанах каларăмăр!
Ванюк. Халӗ мӗн тумалла ӗнтӗ?
Никита. Эп пӗлетӗп мӗн тумаллине! (Каччăсене хăлхисенчен
шăппăн тем каласа ăнлантарать.) Ăнлантăр-и? Чупатпăр атя!
Елюка та тупмалла! Лена патне чупса кайрӗ пуль!
Лена патне кайма тухнă Костя кӗрет. Арҫын ачасем
Костьăпа калаҫаҫҫӗ те вăрттăн унăн кӗсйине ҫыру чикеҫҫӗ,
сывпуллашса тухса каяҫҫӗ.
Костя. (Лена патне кӗрет). Лена! Эс килте-и?
Лена. Килтӗн-и? Кӗр атя. Чей ӗҫетӗн-и?
Костя. Хирӗҫ мар.
Лена вăтанса каять. Чей ярать.
Лена. Астăватăн-и, эпир санпа пӗчӗккӗ чухне пӗр юрă
илтнӗччӗ. Эсӗ вара ку юрра юрлама эпир пӗчӗк-ха, ҫавăнпа ӳссен
юрлăпăр тесе каларăн. Халь эпир ҫав ҫулхи ачасем мар. Юрласа
ярар-и?
Костя. Атя, юрлар. «Мӗншӗн-ши эп сана пит юратрăм…»
(Юрлаҫҫӗ.)
Костя кайма хатӗрленет. Ленăпа сывпулашаҫҫӗ. Костьăн
кӗсйинчен ҫыру тухса ӳкет.
Лена (çырăва пӗшкӗнсе илсе). Костя, ку санăн-и? (Вулать.)
Костя, ку мӗн япали? Кам патне ҫыртăн ҫакна? ( Макăрать.) Санăн
мансăр пуҫне тата кам та пулсан пур-и? Хулара кама-тăр тупса
ятăн-и?
85
Костя. Лена, ку манăн мар. Пӗлместӗп, ăҫтан лекнӗ вăл ман
пата?
Лена. Аха, ултала мана кунта тата! Суеҫӗ! Кай урăххи патне!
Костя. Итле-ха, манăн мар тетӗп-ҫке...
Лена. Кай! Итлес килмест ман сана! Ма килтӗн эс апла яла?
Таврăн хулуна!..
Костя. Ҫапла-и-ха? Юрӗ, ăнлантăм эп сана. Чипер юл!
Тухса каять. Лена тата хытăрах йӗме тытăнать. Хӗрсем
кӗреҫҫӗ.
Диана. Ай, мӗнле илемлӗ юрласа лартăр! (Лена ҫине пăхать.)
Аппа, мӗн пулчӗ? Ма йӗретӗн?
Лена. Костя урăххине юратать! Унăн кӗсйинчен ҫыру тухса
ӳкрӗ. Эпӗ вуларăм. Такам патне ҫыру ҫырнă!
Диана. Ан йӗр, аппа. Ан йӗр. Эпир сан валли хыпар илсе
килтӗмӗр вӗт. Стас сăвă вуласа ларнине куртăм. Туртса илтӗм. Сан
патра тупнă ҫырупа ҫав сăвва танлаштартăм та – пӗрпек почерк!
Стас Наҫтук патне ҫырнă иккен!
Елюк. Эп паян Энтрипе Валерие куртăм. Вӗсем темшĕн
тавлашрӗҫ. Эпӗ вӗсене хăратрăм та Энтри кӗсйинчен ҫыру тухса
ӳкрӗ. Вăл Аделина патне ҫырнă ахăр. Лена, кăтарт-ха Костя
ҫырăвне (çырусене танлаштарать.) Ара, кунта та пӗрпек вӗт!
Костя пурин патне те ҫырнă-им вара?
Лена тата хытăрах йӗме пуҫлать.
Наҫтук. Тс-с! Елюк, мӗн калаҫан эс? Лена тата хытăрах йӗрет
вӗт...
Аделина. Тăхтăр-ха. Эсир тӗрӗс мар ăнланатăр пуль? Костя
пирки пӗлместӗп, анчах Энтрипе Стас ҫырма пултарнă.
Ванюк, Стас, Энтри, Никита, Валери чупса кӗреҫҫӗ.
Энтри. Елюк! Пӗтӗм ял тăрăх сана шырарăмăр! Эс ним те
тупмарăн-и эпир кайсан?
Елюк. Акă тупрăмăр иккен айăплисене. Ҫыру пирки-и эсир?
Тупрăм. Ну, каласа парăр. Итлетпӗр сире. Эсир Стаспа пӗрле
ҫырусем çырнă-и Наҫтукпа Аделина патне?
Стас. Эпир ҫырусем ҫырман Энтрипе. Вӗсем…
Никита. Костя ҫырнă! Костя! Чăнах!
Лена. Пӗлетӗп...
Валери. Никита, мӗншĕн улталатăн?! Ҫынна айăплă турăн!
Хӗрсем, Костя никам патне те ҫырман. Никитӑпа Ванюк тӗрӗс мар
калаҫҫӗ. Никита – Наҫтук патне, Ванюк Аделина патне ҫырнă.
86
Стаспа Энтри хăйсем ҫине айăпне илме хушрӗҫ. Лена, ан йӗр. Ко-
Костя кунта пӗртте айăплă мар.
Лена. Вара унăн кӗсйинче мӗнле ҫыру пулнă?!
Ванюк. Каҫар пире, Лена. Эпир Костьăна айăплă тăвасшăнччӗ.
Ăна тӗл пулсан ҫырăва ун кӗсйине чикрӗмӗр.
Лена. Костя айăплă мар-и?
Никита. Ҫук, айăплă мар. Каҫарăр пире, хӗрсем, малтанах
каласа паманшăн. Наҫтук, эсӗ мана питӗ килӗшетӗн, каҫар.
Ванюк. Аделина, мана та каҫар. Эпӗ ялан вăтанаттăм сан пата
пыма.
Наҫтукпа Аделина. Каҫаратпăр сире, каҫаратпăр.
Лена татах макăрма тытăнать.
Диана. Аппа, мӗншӗн тата йӗретӗн? Костя айăплă мар вӗт.
Айăплисене тупрăмăр.
Лена. Эпӗ ăна санăн урăххи пур тесе ҫилленсе каялла хулана
таврăнма хушрăм вĕт… Мӗн туса хутăм эпӗ!..
Диана Лена ҫумне ларать, лăплантарать.
Наҫтук. Пире хирӗҫ тӗл пулчӗ ҫав. «Хулана таврăнатăп», –
тесе каларӗ.
Лена. Мӗн тума каларăм-ши ҫак сăмахсене? Миҫе ҫул ăна
хуларан таврăнасса кӗтрӗм. Пӗчӗкренех эпир пӗрлеччӗ, анчах
хулана куҫрӗ вӗсен ҫемйи. Марук инке кăна пӗр-пӗччен ялта тăрса
юлчӗ. Ҫуллахи вăхăтра та килсе каяймарӗ Костя. Халӗ эпӗ ăна татах
ҫухатрăм… (Шăппăн) Эпӗ ăна ҫав тери килӗштеретӗп…
Костя кӗрет.
Костя. Каҫарăр та, эпӗ кунта пӗр япала манса хăварнă…
Лена ҫаврăнса пăхать, Костя патне чупса пырать.
Лена. Костя! Костя! Каҫар мана тархасшăн! Эпӗ пӗлетӗп – эсӗ
ку ҫырăва ҫырман. Эпӗ ҫилленсе сана айӑпласа пӗтертӗм. Ан тухса
кай.
Костя. Каймастăп ниҫта та. Чăнах, мӗне кирлӗ мана хула? Ялта
аванрах. Ялта ман тăван ҫынсем. Чи хаклă ҫыннăм та – эсӗ – ялтах.
Лена савăнса кулать. Пурте пӗрле юрату ҫинчен Леонид
Захаровӑн «Пит аван пĕр-пĕрне юратма» юррине юрлаҫҫӗ.
Чаршав хупӑнать.

