Александрова Виктория

2 место в номинации «Драматургия» на чувашском языке (возрастная категория 14-17 лет)
72 Пĕр пайлă, икĕ курăнуллă пьеса Сӑнарсем: Таисия Ивановна Семенова – 43 ҫулсенчи хĕрарăм. Ирина – унăн хĕрĕ (17 ҫулта). Коля – Таисия Ивановнăн ывăлĕ (14 ҫу Соня – Иринăн тус-тантӑшĕ. Ваҫлей мучи – кӳршӗ. Ял халӑхӗ. та). Ĕҫсем паянхи саманара чăваш ялĕнче пулса иртеҫҫĕ. 1- мĕш курăну Пӳртре таса та тирпейлĕ, кашни япала хăй вырăнĕнче. Каҫ пулнă. Таисия Ивановна ҫывăрма выртрĕ. Ачисем килте ҫук. Вăл тĕлĕрсе кайнăчч кăна, алăка шакканипе вăранчĕ. Таисия Ивановна (ыйхă тĕлĕшпе). Кам нта? Мĕн кирлĕ? Ваҫлей мучи. Эпĕ-ха, Таиҫ. Калаҫмалли ур. Таисия Ивановна. Ваҫлей мучи, мĕн эс каҫпа ҫӳрен? Тем пул- ман пулĕ те? Ваҫлей мучи (ӳсĕрнӗ пек пулса). Кхм-кхм… Кăнтăрла килме вăхăт ҫук. Ачусен умӗнче сăмахламалли те мар. Калаҫмалли пур манӑн санпа, Таиҫ. Упăшку вилнĕренпе эсĕ питĕ начарланса кайрăн. Ахалех Петĕре ҫав Мускава ĕҫлеме ятăн. ИНКЕК
 
 
 
73 Таисия Ивановна (куҫҫульне шăлса). Икĕ ача вĕт-ха. Хӑвах пĕлетӗн, ялта ĕҫ тупма май ҫук, пур пулсан та питĕ сахал тӳлеҫҫĕ. Ваҫлей мучи. Ҫапли ҫапла-ха та, анчах мăшăрсăр юлтăн. Ытла хĕрхенес килет сана. Такки пĕлмерĕҫ пулĕ ҫав Петĕр мĕнле вилнине? Таисия Ивановна. Ҫурт купаланă чухне ăнсăртран персе аннă теҫҫĕ. Тĕрĕссине кам пĕлет? Ун пекки пĕлтĕр кӳршĕ ялта та пулнăччĕ. Астăватăн пулĕ. Ăраскалĕ телейсĕр пулчӗ, мĕн тăвас? Ваҫлей мучи. Таиҫ, эсĕ мана ан ҫиллен те, ачусем сан ытла ка- хал. Пачах та ĕҫлемеҫҫĕ. Акă халĕ те вĕсем ҫук. Ăҫта, мĕн туса ҫӳреҫҫĕ? Таисия Ивановна (хурлăхлăн). Итлемеҫҫĕ ҫав мана Иринăпа Коля, тем тумалла. Шкултан та учительсем час-часах килеҫҫĕ, ача- сем уроксенчен тараҫҫӗ, вĕрентекенсемпе тавлашаҫҫĕ, теҫҫĕ. Ваҫлей мучи. Хытăрах тытмалла вĕсене, ача-пăчана. Алăк сасси илтĕнет, пӳрте ывăлĕ Коля кĕрсе тăрать. Хăй тăр-пылчăк. Ваҫлей мучи. Эпĕ килелле уттарам-ха (тухса каять). Таисия Ивановна. Мĕн пулчĕ, ывăлăм? Мĕншĕн хуп-хура эсĕ? Коля. Сана мĕн ĕҫ? Таисия Ивановна (чĕрине тытса). Ах, ачам, йĕркеллĕ пул-ха эс аннӳпе. Эпĕ сире усал сунмастăп вĕт-ха. Коля. Анне, эсĕ мĕнпур ҫĕре сăмсуна чикетĕн, ытларах, авӑ, Иринăна сăна! Амăшĕн чĕри кăрт! турĕ. Таисия Ивановна. Иринăпа мĕн пулнă? Ăҫта вăл? Коля (тарăхса). Мĕн эс ман ҫума ҫыпăҫрăн? Кай-ха кунтан! (Коля ҫăвăнмашкăн кайма шухăшларĕ). Таисия Ивановна. Каламасăр эпĕ сана ниҫта та ямастăп (ывăлĕ умне пырса тăрса). Кала хăвăртрах! Туятӑп, тем, ырӑ маррине пытаратӑн! Коля (сăнран улшăнса). Паян… Ҫав вăхăтра алăка шаккарĕҫ. Таисия Ивановна васкаса алăк патнелле утрĕ. Паш-паш сывласа пӳрте Иринăн юлташĕ Соня кĕрсе тăчĕ. Хăйĕн алли чĕтрет. Ăна курсан Таисия Ивановна пушшех аптраса ӳкрĕ. Таисия Ивановна. Соня, мĕн пулнă? Ăҫта Ирина? Соня (сывлăш аран ҫавăрса, Коля ҫине тинкерсе ). Коля каласа памарĕ-им? Паян ялти клуба хуларан икĕ машинăпа ҫамрăксем ки- лчĕҫ. Хăйсем самаях хĕрнĕ. Пĕри, Роберт ятли, Иринӑна ҫулӑхрĕ,
 
74 вăйпах урама илсе тухрĕ. Машинӑна лартса таҫта илсе кайрĕҫ. Са- маях вăхăт иртсен Роберт каялла клуба таврăнчĕ, Ирина вара унпа ҫукчӗ… Таисия Ивановна чĕри ыратнăран тахҫантанпах сăрă тавраш курман хыҫлă пукан ҫине тĕшĕрĕлсе анчĕ. Ҫакна курсан Коля та хăраса ӳкрĕ. Соня. Эпĕ Ирина киле таврӑнман-ши тесе йăпăрт килсе каяс-ха терĕм те… Соня мĕнле васкаса килнĕ, ҫавăн пекех хӑвӑрттӑн тухса каять. 2- мĕш курăну Ял ҫыннисем пĕрин хыҫҫăн тепри Таисия Ивановнăсен килне кĕре-кĕре тухрĕҫ. Ваҫлей мучи тунă ҫĕнĕ тупăкра ҫамрăк та илемлĕ хĕр выртать. Куҫĕ айĕнче тĕллĕн-тĕллĕн кăвак вырăнсем. Тупăкпа юнашар – Таисия Ивановна, ывăлĕ Коля, Ваҫлей мучи та- та ытти ҫын. Ваҫлей мучи. Паян ҫумăр пĕр чарăнми лӳшкет. Халăхра кун пек чух ҫанталăк та йĕрет теҫҫĕ. Таисия Ивановна (макăра-макăра). Мĕнле-ха капла? Мĕн пулчĕ манăн пĕртен-пĕр хĕрĕмпе? Юратсах ӳстертĕмĕр вĕт-ха сана аҫупа. Ваҫлей мучи. Лăплан-ха эсӗ, Таиҫ. Мĕн тăвас тетӗн, пурнăҫ ҫавăн пек пулса кайрĕ тĕк. Нимĕнле саккун та ҫук хальхи ҫамрăксемшӗн. Нимрен те хăрамаҫҫĕ. Таисия Ивановна. Тĕлĕкне те ырă мар куртăм ҫав. Петĕр киле килнĕ пек, шап-шурă тăхăннă хăй, анчах манпа калаҫмасть, хĕрĕме ыйтать. Вилессе пĕлтерчĕ-ши вара? (Уласах макăрма пуҫлать мĕскĕн амăшĕ). Ваҫлей мучи. Ун пек ан кала, Таиҫ, санӑн ывăлна ӳстермелле. Чăт. Турă пире чăтма хушнӑ (сасси чĕтревлӗн тухать унӑн). Коля. Вăл кун эпĕ те клубра пулнă. Аппана лартса кайнине куртăм, машина хыҫҫăн чупрăм, анчах хуса ҫитеймерӗм. Таисия Ивановна ывӑлӗ тăр-пылчăк килнине аса илчĕ. Авă ăҫта вараланнă вăл! Машина кустӑрмисем ăна сирпĕтсе хăварнă иккен. Вăл ывăлне сивĕ те чĕтрекен аллипе ҫупăрлама тăчĕ: анчах алли итлемерĕ. Соня (ҫанă аркипе куҫҫульне шăла-шăла нӑшиклетсе) . Мĕншĕн кайрăмăр-ши ҫав кун клуба? Лармаллаччĕ килте. Иринăпа та нимĕн те пулмастчĕ.
 
75 Ваҫлей мучи. Халь тин Иринăна нимпе те пулăшаймастăн, чăтасси кӑна юлать пирӗн. Вăт инкек… Кăнтăрла иртсен вилене илсе тухрĕҫ. Ял ҫыннисем пуҫ чиксе чĕмсĕррĕн утрĕҫ. Кашниех Иринăн амăшне лăплантарма пăхрĕ. Анчах хуйхăпа тулнă амăшĕн чĕри уласа макăрчĕ... Чаршав хупăнать.