Чуптуна вар

Воробьев Алексей Александрович

    



ТУПМАЛЛИ:

 

Кăвайт умĕнче

Пурнăçа юратни

Май çитсен

Çунатлă хĕре, Валентина Терешковăна

Ăлăк çĕмĕрни

Пушкăртстан

Халиччен

Ала

Тарăн мар шыв хĕрринче

«Выç куç пур-ха...»

Пашалу

Пĕрене

Чуптунă вар

Çăка çулçи

Мана курсан

Таврăнмарĕ юрату

«Тӳпе путнă кĕçĕр Çавала...»

Сар инке

Чĕкеç

Юрату хĕвелĕ

Вĕркĕç

Тунсăх

«Куçу: сав, тет, талăкĕпех...»

Салтак

Мăн çул (сăвăлла новеллăсем)

 

МАЙ ÇИТСЕН

 

Илемпе тулать тĕнче:

Çĕнетет тумне хир-улăх.

Юратун сăн-питĕнче

Йăл çиçет хĕвеллĕ кулă.

 

Май çитсен чунсем хавас.

Каçсенче телей çĕн кунĕ.

Сив хĕлле пăрланнă сас

Ирĕлсе пулать симфони.

 

Эс куратăн ирсерен:

Хум хушсах пырать Мăн Атăл.

Пурнăçра сан май çитсен

Ырă кур, вăйран ан тайăл.

 

«Уçлăха çитсе тĕпчем».

Ĕмĕтпе хĕрет пит лайăх

Космонавт урамĕнче

Тепĕр çамрăк Николаев.

 

 

 

 

ÇĂКА ÇУЛÇИ

 

Сар кун, çурхи пĕр уçă кун,

(Ăна мĕн халĕ ас тутарчĕ!)

Кашмаш вăрманĕ, сан çăку

Хăй хӳттине пире пытарчĕ.

 

Тин сарăлнă çавра çулçа

Татса илсе, савни каларĕ:

Тепле йĕрсем... çыру пуль çав.

Мĕн çырнă-ши! Пĕрле вулар-и?

 

Çăка çулçи, ал çуп эппин

Пĕлмен йĕр-паллă санăн пурччĕ.

Ăна вуларăмăр эпир.

Вăл юрату çырăвĕ пулчĕ.

 

Чылай кун иртрĕ унтанпа.

Тата нумай кун пурăнасшăн

Шав утнă чух умри çулпа,

Куçа çăкалăх курăнсассăн,

 

Каллех чунтан савас килет.

Пĕлсем, савниçĕм, мĕншĕнне:

Çăка çупçи ас илтерет

Этем чĕрин кӳлепине.