ЧУХӐНПА ТАРКӐНСЕМ
Давыдов-Анатри Василий Иванович
(Халӑх юмахӗнчен)
Пӗр çӳллӗ ту хушшинче,
Çӑп-çут çырма юппинче,
Пӗр чухӑн çын тертленсе
Пурӑннӑ, тет, эрленсе.
Ҫавах сурӑх усранӑ,
Ӑна питӗ упранӑ.
Пӗрре çӳл ту хушшинчен,
Ҫап-çут çырма хӗрринчен,
Сикнӗ-тухнӑ таркӑнсем,
Вӑрӑ-хурах этемсем.
Самӑр сурӑха курсан,
Пӗр таркӑнӗ, шак хурса,
Калать хайхи чухӑна:
– Пус, тет, халех сурӑхна!
Ҫак çын йӑлтах тӗлӗнет:
– Мӗн-ма пусма хушан? – тет, –
Савнӑçӑм та çав çеç, – тет.
Ман тупрам та çав çеç, – тет.
Таркӑн суйма пикенет:
– Ыран тӗнче пӗтет, тет
Ҫисе юлар виличчен,
Ҫиер умран юличчен…
Чухӑн хытӑ кулянать,
Ним тума та аптӑрать.
Итлет хайхи сӑмаха,
Пусса хурать сурӑха.
Леш таркӑнсем чухӑнран,
Ыр кӑмӑллӑ хуçаран,
Ахӑлтатса кулаççӗ,
Ун хуйхине туймаççӗ.
Чухӑн çакать хуранне,
Ярать сурӑх какайне.
Ахаль кӗтсе тӑриччен,
Кукар ряшки пиçиччен,
Лешсем шыва чӑмаççӗ,
Тасалмашкӑн шутлаççӗ.
Вут çук-çке аш пӗçерме,
Вут çук шӳрпе вӗретме.
Ҫук çын тӑмаст шутласа,
Тӑмасть пуçа çавӑрса,
Лешсен тумтирӗсене
Хурать вутӑ вырӑнне…
Хуран кӗрет вӗреме,
Пуçлать шур пӑс çӗкленме.
Сурӑх ашӗ пиçнине,
Кукар яшкин шӑршине
Таркӑнсем час сисеççӗ,
Вӗçтерсе те çитеççӗ:
– Ӑçта пирӗн тумтирсем,
Ӑçта пирӗн пушмаксем?! –
Пӗр-пӗрне пӳле-пӳле
Чухӑн çынран ыйтаççӗ,
Тӑхӑнма çуккипеле
Ҫӑвар карса тӑраççӗ.
– Сирӗн тумтирӗрсене
Хутӑм вутӑ вырӑнне, –
Чухӑн калать çаксене,
Хӑй ӑшӗнче йӑл кулать,
Унтан хыттӑн хуравлать:
– Ыран тӗнче пӗтет, – тет, –
Тумтир мӗнле кирлӗ? – тет.
1959
Пӗр çӳллӗ ту хушшинче,
Çӑп-çут çырма юппинче,
Пӗр чухӑн çын тертленсе
Пурӑннӑ, тет, эрленсе.
Ҫавах сурӑх усранӑ,
Ӑна питӗ упранӑ.
Пӗрре çӳл ту хушшинчен,
Ҫап-çут çырма хӗрринчен,
Сикнӗ-тухнӑ таркӑнсем,
Вӑрӑ-хурах этемсем.
Самӑр сурӑха курсан,
Пӗр таркӑнӗ, шак хурса,
Калать хайхи чухӑна:
– Пус, тет, халех сурӑхна!
Ҫак çын йӑлтах тӗлӗнет:
– Мӗн-ма пусма хушан? – тет, –
Савнӑçӑм та çав çеç, – тет.
Ман тупрам та çав çеç, – тет.
Таркӑн суйма пикенет:
– Ыран тӗнче пӗтет, тет
Ҫисе юлар виличчен,
Ҫиер умран юличчен…
Чухӑн хытӑ кулянать,
Ним тума та аптӑрать.
Итлет хайхи сӑмаха,
Пусса хурать сурӑха.
Леш таркӑнсем чухӑнран,
Ыр кӑмӑллӑ хуçаран,
Ахӑлтатса кулаççӗ,
Ун хуйхине туймаççӗ.
Чухӑн çакать хуранне,
Ярать сурӑх какайне.
Ахаль кӗтсе тӑриччен,
Кукар ряшки пиçиччен,
Лешсем шыва чӑмаççӗ,
Тасалмашкӑн шутлаççӗ.
Вут çук-çке аш пӗçерме,
Вут çук шӳрпе вӗретме.
Ҫук çын тӑмаст шутласа,
Тӑмасть пуçа çавӑрса,
Лешсен тумтирӗсене
Хурать вутӑ вырӑнне…
Хуран кӗрет вӗреме,
Пуçлать шур пӑс çӗкленме.
Сурӑх ашӗ пиçнине,
Кукар яшкин шӑршине
Таркӑнсем час сисеççӗ,
Вӗçтерсе те çитеççӗ:
– Ӑçта пирӗн тумтирсем,
Ӑçта пирӗн пушмаксем?! –
Пӗр-пӗрне пӳле-пӳле
Чухӑн çынран ыйтаççӗ,
Тӑхӑнма çуккипеле
Ҫӑвар карса тӑраççӗ.
– Сирӗн тумтирӗрсене
Хутӑм вутӑ вырӑнне, –
Чухӑн калать çаксене,
Хӑй ӑшӗнче йӑл кулать,
Унтан хыттӑн хуравлать:
– Ыран тӗнче пӗтет, – тет, –
Тумтир мӗнле кирлӗ? – тет.
1959

