ЧУХӐНПА ПУЯН

Давыдов-Анатри Василий Иванович

(Халӑх юмахӗ)

Ӗлӗк-авал пӗр ялта
Пурӑннӑ тет пӗр пуян.
Вӑл çынсене юратман
Никама та пулӑшман.
Вӑл хӑй куштан пулнӑ,тет,
Мӑнкӑмӑллӑ утнӑ, тет,
Ҫут тӗнчери чӑнлӑха
Юратман, тет, çак куштан,
Сӑпай пулма пурнӑçра
Нихӑçан та шутламан.
Тарçа кӗрет чухӑн çын
Ак çак куштан çын патне.
Килӗшеççӗ, тет вӗсем
Алӑ çапсах ӗç хакне.
Пуян çынни чухӑна
Ҫӗр памашкӑн пулчӗ, тет.
Чухӑн çын çак çӗр çине
Кӗрхи тулӑ акрӗ, тет.
Кӗрсе ӳкет чухӑн çын
Хайхи куштан аллине,
Ҫӗрӗн-кунӗн тӗртленет,
Хуçать пилӗк-çурӑмне.
Ҫапла, чухӑн тарçӑра
Кунне-çӗрне иртерет.
Ҫав вӑхӑтра уй-хирте
Акнӑ тырӑ çитӗнет.
Уншӑн чухӑн хӗпӗртет:
Ӗмӗр кӗтни çитрӗ, тет
Кунтах куштан ани пур,
Ак тамаша, ах, тур-тур, –
Унта вара ним те çук,
Тырри-пурри пач та çук.
Курсам: чухӑн шутлани,
Кунӗн-çӗрӗн тӑрӑшни
Кайман иккен харама,
Ун сӑлтав пур савӑнма.
Ҫитет вӑхӑт тыр вырма.
Тухать халӑх хир ӗçне.
Куштан çын та тыр вырма
Ярать тарçи-тӗрçине.
Анчах вӗсем уй-хиртен
Таврӑнаççӗ кулянса.
– Ану çинче ним те çук, –
Теççӗ куштан хуçана.
Тепӗр кунне ир-ирех
Куштан утрӗ хӑй хире.
Чӑн та иккен ял кулли:
Пачах шӑтман ун тулли.
Ҫук çын ани кашласа
Ларать сарӑ тулӑпа.
Хуçи килнӗ тыр вырма
Ирех çутӑ шуçӑмпа.
Акӑ хальхи куштан çын
Пуçлать вӑрçма, ятлаçма.
Хӑй тарçине, чухӑна,
Ҫын шутӗнчен кӑларма.
«Ку вӑл йӑлтах ман ана!» –
Тесе куштан çухӑрать.
Чухӑн унӑн умӗнче
Ҫапла сӑмах пуçарать:
«Кун пек эпир ятлаçса
Вӗçне-хӗрне тупас çук,
Ыран килер çакӑнта
Ирех хӗвел тухаспа.
Чӗнер çӗрӗн амӑшне,
Чӗнер ырӑ кӑмӑлпа.
Ҫӗр амӑшӗ ун чухне
Калӗ хӑйӗн сӑмахне:
Тулӑ акнӑ çак ана
Кама тивӗç иккенне…»
Çак шухӑшпа куштан çын
Килӗшнӗ пек пулчӗ, тет.
Тепӗр ирччен хӑй килне
Хӑй çулӗпе утрӗ, тет.
Куçран куштан çухалсан,
Чухӑн чӗнчӗ хӑй хӗрне:
– Итле, ачам, итле, – тет, –
Тӑнла аçу сӑмахне.
Ыран ирех çакӑнта –
Ҫӗмӗл ӑшне эс пытан.
Ҫав пуяна, куштана,
Чӑн сӑмаха чӑн калар.
Хӗрӗм, сантан вӑл ыйтсан:
«Камӑн тулли ку? – тесе,
Эс шӑппӑн çеç сас парсам:
«Чухӑн çыннӑн вӑл», тесе.
Пуян çынпа чухӑн çын
Тепӗр кунне, ирхине,
Утаççӗ, тет, васкаса
Сарӑ тулӑ пуссине.
Ҫитсе тӑнӑ-тӑманах
Хире, ана хӗррине,
Мӑнкӑмӑллӑн куштан çын
Ҫӗклерӗ, тет, аллине,
Вара çапла ыйтрӗ, тет,
Пӑхса хӗвел еннелле:
«Ҫӗр амӑшӗ, пӗлтерсем:
Ҫак çӗр кама лекмелле?..»
Чухӑн хӗрӗ ку сасса
Илтрӗ ана варринче,
Тӑван ашшӗ ячӗпе
Каларӗ, тет, шухӑшне:
«Ку çӗр чухӑн çыннӑн», – тет
Хӑйӗн уçӑ сассипе…
Пуян каллех çухӑрса
Утрӗ, тет, хӑй çулӗпе.

1940-1945