Чи пĕрремĕш парне

Год2003
ЖанрКалавсемпе повеçсем
Издательство[б. и.]
Объем76 с.
ЯзыкЧувашский
О книге:

В сборник вошли рассказы и повести, написанные автором в разные годы для детей младшего и среднего возраста.


    

СОДЕРЖАНИЕ:

 

Юхма Мишши. Пултарулăх çулĕ-ĕмĕрлĕх çул

Калавсем

Пĕчĕк Галя

Палашу

Шухăшсем

Пĕчĕк кĕтӳçĕ

Чи пĕрремĕш парне

Хĕрлĕ сумка

Конфетпа премĕк

Кукаси

Пĕчĕк Ленăн пысăк телейĕ

Пулăшу

Кукăль мыскари

Лена шухăшлать

Ĕç

Уçланкăра

Пулăшакан

Килĕшу

Ӳссе çитеймен

Фигуристка

Сĕнĕ çул

Ыйту

Чăлха

Иĕе этюд

Çыравçăа

Шухăш-туйăм

Повеçсем

Луиза

Сăвăсемпе юрăсем

Кĕтетĕп хĕрӳ юрату

Çĕн çул чухни çил-тăман

Шанатăп

Чăваш çăлтăрĕ

 

Чи пĕрремĕш парне

 

Ирхине хĕвел вăранчĕ те, тутлăн туртăнса илсе, хăйĕн ăшшине туратсем çине, курăк çине тата çуртсем çине ячĕ. Унтан вăл кантăкран пăхса илчĕ те чÿрече карри çинче тĕрлĕ тĕслĕ мĕлкепе ялтăртатрĕ, çавăнтах вара, Галя вăрантăр тесе, çытарĕ çине хăй теттине − хĕвел мулкачне хăварчĕ. Çак ăшă туйăма пула хĕрача куçĕсене уçрĕ. Менле илемле ир! Паян Гальăн çуралнă кун. Юлташĕсене кукăль çиме чĕнес пулать, кукăльне вара кукамăшĕ пĕçерет, Галя ăна пулăшать. Кукашшĕ каçхи программăна хатĕрлет. Амăшĕ те парнелĕх мĕн те пулин çыхса хунă пуль. Ашшĕ вара яланах шоколад парнелет. Хĕрачасем юрă юрласа параççĕ, арçын ачасем Гальăна пукан çине лартса, «Урра!» − тесе кăшкăрса çÿле-е çĕклеççĕ. Халĕ вара Галя уяв çинчен шухăшлать. Анчах вăл пĕлмен те хĕвел ăна паян чи пĕрремĕш парне парассине...

Кайран Галя ӳсет те çуралнă çулне тата хĕвел парнине аса илет. Ун чухне, чи пĕрремĕш парне илнĕ чухне, вăл саккăр тултарнă.