Чи хитри

Эктель (Сидоров) Василий Петрович

    

ТУПМАЛЛИ

Сăпка юрри

Шăрчăк

Тĕлĕк

Уйăх

Çăлтăр

Сывлăм шывĕ

Чи хитри

Ăрша

Ача садĕнче

Тăвăл

Аслати

Çумăр

Асамат кĕперĕ

Пукане

Çулҫăсем

Юр

 

СĂПКА ЮРРИ

Чĕлтĕр-чĕлтĕр чечексем

Пуçĕсене усрĕç.

Чĕвĕл-чĕвĕл чĕкеçсем

Куçĕсене хупрĕç.

 

Шăнкăр-шăнкăр шывĕсем

Лăпкăн шăнкăртатрĕç.

Çутă-çутă çăлтăрсем

Тӳпере çуталчĕç.

 

Çитсе выртрĕ вĕллине

Ылтăн вĕлле хурчĕ.

Путене те чĕппине

Çывăрмашкăн хучĕ.

 

Пур тавралăх тĕлĕрет,

Тĕттĕмленчĕ пĕлĕт.

Вăрманти пĕр ĕшнере

Чĕрĕп курать тĕлĕк.

 

Çывăраççĕ пулăсем,

Кăтăш пулнă кăткă.

Çывăраççĕ кайăксем –

Вĕсен çурчĕ хăтлă.

 

Çывăраççĕ шăпчăксем,

Пĕр сас-чĕвсĕр йăлăм.

Çывăраççĕ теттесем,

Эс те çывăр, шăллăм.

 

АЧА САДĔНЧЕ

 

Çу. Ĕççи. Урам пушаннă,

Халăх тухнă уй-хире.

Ачасем анчах шăв-шавлă,

Савăнаççĕ яслире.

 

Петĕре эсир пĕлетĕр,

Петĕр тунă пăрахут,

Хăйăр тăрăх вăл çӳретĕр

 

ШĂРЧĂК

 

Кăлтăр турĕ пилĕк пус

Кăмака айне.

Тупрĕ пулĕ шăрчăк тус –

Пачĕ сассине.

Пухрĕ вăл савăннипе

Халь хăна-вĕрле.

Сĕрме купăс кĕввипе

Туй тăвать çĕрле.

 

 

ТĂВĂЛ

 

Çырма тăрăх çитрĕ тăвăл,

Сĕмсĕр вăрă хурах пек.

Шăнкăрчсен пур хӳтĕ хăвăл,

Вĕсене унта тӳлек.

 

Тăвăл чăрсăррăн тустарчĕ

Кураксен йăвисене,

Уласа йĕрсе хăратрĕ

Чĕкеçсен чĕпписене.

 

Чăрсăр тăвăл тек ан пултăр,

Яланах хĕвел çеç култăр.

 

ТĔЛĔК

Йывăç папки тĕлĕкре

Ешĕл тавра курать.

 

Кайăк чĕппи тĕлĕкре

Мăшăр çунат сарать.

 

Пĕчĕк ача тĕлекре ӳ

Çут хĕвеле тытать.

 

УЙĂХ

Пĕр сас-чӳсĕр улăх,

Тĕлĕрет вăрман.

Тӳпере çеç уйăх

Çывăрма выртман.

 

Кантăкран сăнатăп

Чĕмсĕр уйăха.

Вăл ирччен сыхлать-мĕн

Манăн ыйăха.

 

ÇĂЛТĂР

Пирĕн пĕчĕк Лена

Çăлтăра иленнĕ:

Илсе пай-ха, илсе пай,

Çут тетте унта нумай.

 

Эс айван-ха, Лена,

Çăлтăра илеймĕн.

Çăлтăрсем инçе, малтан

Паттăр ÿссе çитĕн –

Çилçунат-караппалан

Хăвăрт вĕçсе çитĕн.

 

ЧИ ХИТРИ

 

Эпĕ ыйтрăм чечекрен:

Чи хитри мĕскер?

Хуравларĕ вăл кĕскен:

Таврана тинкер –

 

Сар хĕвел унта çиçет,

Çич тĕслĕ шевли.

Пĕр тĕсне мана пиллет,

Вăл – чи илемли.

 

Эпĕ ыйтрăм чĕкеçрен:

Чи хитри мĕскер?

Хуравларĕ вăл кĕскен:

Ман çине тинкер

 

Эп вĕçетĕп ирĕкре,

Çӳл тӳпе карри

Пуринчен те кирлĕрех,

Вăл – чи чиперри.

 

Эпĕ ыйтрăм аннерен:

Чи хитри мĕскер?

Хуравларĕ вăл кĕскен:

Таврана тинкер –

 

Пур çĕрте те çынсенче

Савăнăç тĕрри.

Ырлăх пултăр Çĕр çинче –

Пурнăç чи хитри.