Ĕçчен кушак

Калган Александр Дмитриевич

    

ТУПМАЛЛИ

 

Ĕçчен кушак

Шăнкăрч йăви

Автансем

Хăраман качака

Наян Кампур

Çамрăк моряк

Кăшман

Шăхличĕ

Левен

Тилĕпе кашкăр

Усал кушаксем тата тирпейсĕр Кĕркури

Кино куртăмăр

Вĕçевçĕсем

Кĕтÿç

Пулăра

Хăравçă мулкач

Чее тилĕпе айван мулкач

Çунашка

Хĕллехи каç

Поезд

Автобус

Автан

Кăтик-кăтик сар чăххи

Шăши çури

Ачаш Сантăр

 

ĔÇЧЕН КУШАК

Сарă кушак, тыт шăпăр,

Час урайне шăлса пар!

Ой, шăласса шăлăпăр,

Анчах эпĕ пĕччен мар,

Хамăн пĕчĕк çурапа

Халех шăлса тухăпăр,

Пÿртри пĕтĕм çуп-çапа

Çÿп шăтăкне пухăпăр.

 

ШĂНКĂРЧ ЙĂВИ

Чупса тухрăм эп тула, –

Сар хĕвел йăл-йăл кулать:

«Эс кала-ха, мĕн таван?

Шăнкăрч валли çĕн йăва

Сан туса лартас пулать», –

Тенĕ евĕр туйăнать.

Иăва хатĕр ман, ав, кур:

Чĕнтĕрлĕ пусми те пур.

Вăл колхоз клубĕ майлах,

Шăнкăрчи юратмаллах.

«Кун пек чаплă йăвана

Кам туса панă мана?» –

Тейĕ те вăл савăнса,

Парĕ юрă юрласа.

 

ÇАМРĂК МОРЯК

Петя пит те пысăк маçтăр,

Петя мĕн кăна тумасть-тĕр!

Тытрĕ турĕ вăл карап,

Ячĕ пулчĕ ун «Марат».

 

«Марат» тухрĕ тинĕсе,

Кайрĕ çăмаллăн ишсе.

Тинĕс хытă хумханать,

Айăн-çийĕн пăтранать.

 

Анчах паттăр капитан

Парăнмарĕ тÿр çултан.

Çитес çĕре çитрĕ вăл,

Чараймарĕ çил-тăвăл.

 

Карап тăчĕ хурала

Инçет хĕвелтухаçне;

Тĕрĕссипе каласан –

Шывлă вăлашка пуçне.

 

Ан тив, пултăр вăлашка,

Унăн вăййи çавнашкал.

Петя ÿссе çитĕ, ак,

Пулĕ вăл чăн-чăн моряк.

 

Мăн линкор çинче вара

Сыхлĕ Совет çёршывне;

Ан тив, халь вылятăрах

Хăй юратнă вăййине.