Чарусăр мечĕк

Ижендей Николай Петрович

    

Содержание


Кунул уççине шырани (калав)
Хĕвеллĕ сунăм (калав)
Чарусăр мечĕк (повестъ)

Сарă çыхнă хура хĕрарăм (повестъ)

Ят валеçни (юмах)

Аттепе пĕрле çырнă сочинении (калав)

Ÿкерчĕклĕ çыру (поэма)

 

Ят валеçни

 

Ку ĕç Сарă кун çĕршывĕнче пулнă. Сĕм авалах кунта пурăнакансене пурне те тивĕçлĕ ятпа чĕннĕ. Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексен çеç кашнине уйрăм ят пулман. Пурне те чечек тенĕ. Пин-пин чечек – кашни хăй тĕслĕ. Епле-ха вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрса илмелле?

Аслă Ырă çак çитменлĕхе пĕтерме шутланă. Вăл кашни чечеке тивĕçлĕ ят валеçме Хĕвелпие хушнă.

Ят тени сăн-сăпата мар, хуçин кăмăлне палăрттăр. Юрăхлă ят тупма Суккăр кăвакарчăн пулăшĕ, – ăнлантарнă Пÿлĕхçĕ, унтан Хĕвелпие чылаях йывăр кушел тыттарнă. Кушел тулли – çыруллă çулçă, çырăвĕнче – чечек ячĕсем.

Хĕвелпи кушеле çĕклесе асамат кĕперĕпе çĕр çине аннă. Унăн хулĕ çинче Суккăр кăвакарчăн ларнă. Ят валеçессине пĕлсен чечексем питĕ савăннă, черетленсе тăнă. Хĕвелпи малта тăракан илемлĕ чечекрен ыйтнă:

Сана мĕн ят кирлĕ?

Çынна илемлĕхе курма вĕрентесчĕ çеç, хам ят-сумсăр та пурăнма хатĕр, – тенĕ лешĕ сапăррăн. – Халĕ маншăн ниçта та кун çук: :хирте ÿсетĕп – илеме хапсăнакансем татаççĕ, хуçа пахчине куçатăп – мулшăн сутса яраççĕ. Илем тĕнчине ниепле те çакланаймастăп.

Хĕвелпи кушеле уçнă. Суккăр кăвакарчăн унтан пĕр çулçă туртса кăларнă та чечек еннелле тăснă. Çак самантра тÿперен çиçĕм çĕмренĕ аннă та, çыруллă çулçă çунса кайнă. Чĕптĕм кĕл кăна çĕре ÿкнĕ. Кĕл чечек ят пама тивнĕ вара хайхискерне.

Пăхăсăн, Кĕл чечек тата илемленнĕ, анчах ăна никам та хапсăнса татма пултарайман – турат çинчи йĕпсем илеме хÿтĕленĕ. Кĕтмен çĕртен Кĕл чечек илем патши пулса тăнă.

Ят валеçÿ малалла пынă. Хĕвелпи саркаланса ларакан чечекрен:

Сана тата мĕн ят кирлĕ? – тенĕ.

Лешĕ пĕртен-пĕр çеçкине, тĕсне çухатнăскерне, каçăртнă та çапла каланă:

Манăн ятăм чи чапли, чи сумли, чи янравли пултăр – эпĕ тĕнче илемĕ пуласшăн.

Хĕвелпи кушеле уçнă. Суккăр кулюкка ят-сумшăн хĕрĕнекен чечеке ят ывăтса панă. Çав самантра çавра çил çаврăнса килнĕ, çыруллă çулçă та, тĕссĕр чечекĕн пур-çук çеçке ярапи те вĕçсе кайнă. Пăхăсăн, Кукша пуç ятпах çырлахма тивнĕ апăршан. Пÿрмен ăраскала каçăрăлса та илме çук çав.

Çапла майпа Хĕвелпи Суккăр кăвакарчăн пулăшнипе черетре тăракан мĕнпур чечеке ят валеçсе тухнă. Пĕр пĕчĕк ырханкка чечек кăна, чи хыçалта тăраканскер, ятсăр юлнă, мĕншĕн тесен ун тĕлне черет çитиччен кушел пушаннă. Ят валеçекенсем ĕçе вĕçлесе кайма пуçтарăннă, анчах сенкер куçлă ырхан чечекĕн вăйсăр сасси Хĕвелпие чарăнма хистенĕ.

Ах анчах, Хĕвелпи, мехел сунăм çитĕ-ши? Мехел сунăм çитсессĕн мерчен пĕрчи пулăттăм, куç шăрçине куçăттăм, – пăшăлтатнă ырхан чечек.

Вăл хăйне ятсăр хăварнăшăн пачах та кÿренмен иккен. Кÿренме мар, юратса та хĕрхенсе туртăннă Суккăр кăвакарчăн енне. Çав самантра тÿпе маччи шăлтăр-шăлтăр шăлтăртик! уçăлнă та, ятсăр чечеке пăр çапнă. Чечек пайăн-пайăн вакланнă, шăрçа сапнăн сирпĕннĕ. Пăхăсăн, Суккăр кăвакарчăн курма пуçланă– сенкер чечек кайăкăн куç шăрçине куçнă иккен.

Нумай-и, сахал-и вăхăт иртнĕ унтанпа, Хĕвелпи сенкер куçлă чечеке манма пултарайман. Ытла та тĕлĕнмелле-çке: ырхан чечек Аслă Ырăран янăравлă ят мар, урăххи валли сиплĕх ыйтса илнĕ те пуçĕпех çухалнă. Кăвакарчăн та чечеке шелленипе йĕрсе янă. «Пулин-пулмин куç çути – тĕксĕмленчĕ чун çути», – хурланнă вăл. Кайăк куççулĕ тумланă вырăнта кĕтмен çĕртен сенкер куçлă чечек çĕнĕрен шăтса тухнă.

Çакăн хыççăн ятсăр чечек тинех ырă ят илнĕ – ăна пурте Кăвакарчăн куçĕ теме пуçланă. Асамлăхĕ те пехетлĕ: вăл ырă ĕç тăвакансене манма памасть. Ырă ĕçпе пурăнаканăн ырă ячĕ çухалмасть.