Чапаев тăванĕсем!

Бурнаевский Валентин Григорьевич


    

ТУПМАЛЛИ

 

ОЧЕРКСЕМ

 

Чапаевăн чăваш асламăшĕ

Чапаев хĕрĕ патĕнче

Белгорайски полк салтакĕ

Революци салтакĕсем

Чапаев дивизийĕн Шăхранти взрыв склачĕ

Чапаев разведчикĕ

Чапаевец-интернационалистсем

Чапаев дивизийĕнчи летчиксем

Кам вăл Анка пулеметчица?

«Юнкерс» хӳрисене таптакан

«В. И. Чапаев» танк командирĕ

«Чапаев» пăрахут кĕрешĕвĕ

Чапаев шăллĕ

Иксĕлми хастарлăх

Юнлă йĕр хăварнă дивизи

 

КАЛАВСЕМ

 

В. И. Ленин тата В. И. Чапаев

Ленин янташĕсем

«Ытларах кирлĕ!..»

В. И Чапаевпа ачасем

Хĕрлĕ çăлтăр

Интернационаллă полк

Чапаенок

«Качака»

Кӳрентерӳпе каçару

Юмах

Чапаев командарм

«Ку вăл – тăр-ухмахлăх!»

«Савăнсах йышăнатăп!»

«Чапаев мĕнле шухăшлать?»

Тумлам

«Чăнах-и?»

«Тĕрĕс мар тăватăр!»

Ĕнене пула

Хуйхă

Ылтăн

Чи лайăх хĕçсемпе пăшалсем

Вунă генерал тата пĕр… начдив

Разведкăран

Туй хакĕ – хĕрĕх икĕ миллион

Çĕнĕлле те тĕрĕс сăнласа

 

ЧАПАЕВĂН ЧĂВАШ АСЛАМĂШĔ

 

Очерк сыпăкĕ

 

Чапаевăн мухтавлă ячĕ тахçанах пĕтĕм тăнче тăрăх сарăлнă. Вăл ята пуринчен ытларах Фурмановăн «Чапаев» ятлă кĕнекипе вилĕмсĕр герой çинчен ӳкернĕ кинофильм тăрăх пĕлеççĕ. Чапаев çинчен Фурмановсăр пуçне те кĕнекесем нумай çырса кăларнă. Анчах вĕсенчен чылайăшĕ Чапаевăн революцичченхи пурнăçне çителĕксĕр е тепĕр чух пачах та тĕрĕс мар çутатса панă. Ун çинчен калакан документсем упранмасăр юлнипе е, пачах урăхла, архивра усранаканнисене тупса çитерейменнипе, теприсем тăрăшсах Чапаев Хусан çывăхĕнче çуралнă тесе ĕнентернĕ. Чапаевăн чăн-чăн тăван кĕтесĕ ăçта пулни Дмитрий Андреевич Фурмановшăн та уçăмлах пулман. Вăл Василий Иванович Атăл тăрăхĕнчен тухнине çеç чухланă. Анчах Атăл тăрăхĕ питех те пысăк, унта темиçе тăрлĕ халăх пурăнать. Фурманов хăйĕн пĕрлехи ĕçре, кĕрешӳре калама çук лайăх пĕлнĕ çывăх тусĕнчен иртнĕ вăхăтри пурнăçĕ çинчен ыйтсан, Василий Иванович çапла ответленĕ:

Манăн иртнĕ пурнăçпа мухтанмалли çук, манăçнă вăл, аса илме те кирлĕ мар. Пĕрмай выçлăх, пĕрмай нуша. Ĕçне тупма йывăрччĕ – çаксем çеç асра юлнă.

Тен, çавăнпах-и Фурманов Чапаева Хусан кĕпĕрнатăрĕн хĕрĕпе чикан артисĕнчен çуралнă пулĕ тесе шухăшланă.

Тĕрĕслĕхе уçса пама Чапаевăн Будайкăра пурăнакан çывăх тăванĕсем пулăшнă: пĕри – Гаврил Афанасьев, Чапаев куккăшĕ; тепри – унăн хĕрĕ Надежда Гавриловна Никифорова, юлашки кунçулне Мичурин урамĕнчи 8-мĕш çуртра пурăнса ирттернĕскар. Юлашкинчен вара, тĕпчевçĕсем ĕçе вĕçне çитиех тĕрĕсленĕ хыççăн тин, Чапаев Шупашкар çуменчи Будайка ялĕнче кивĕ стильпе 1887 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче çуралнине пĕлнĕ.

Василий Иванович аслашшĕ Степан Гаврилович Гаврилов мĕн çамрăкранах Будайкăра пурăннă. Унăн çемйи статски советницăн – Елизавета Алексеевна Полиновская помещицăн обществине кĕнĕ. «Ăна, В. И. Чапаев аслашшĕн çемйине, М. Грязев помещик çичĕ çемьепе пĕрле Ураковăран йытăпа улăштарса килнĕ, тепĕр сакăр киле çав помещиках пĕр баринтан картла выляса илнĕ», – тесе пĕлтеретчĕ 1964 çулхи декабрь уйăхĕнче вилнĕ Александр Константинович Федоров. 1861 çулта хресченсене крепостла правăран «ирĕке» кăларнă хыççăн вĕри юнлă Степан Гаврилович, ытти вунсакăр хресченпе пĕрле, уйăрса панă хĕсĕк çĕр лаптăкне йышăнма килĕшменшĕн тата патша йĕркисене хирĕçле пăлхав пуçлама пăхнăшăн тĕрмене лекнĕ. Ирĕклĕхе юратакан çын тĕрме хыççăн та пуçне усман. Вара 1872 çулта ăна иккĕмĕш хут тĕрмене хупса лартнă.

Чапаевсен йăхĕнчи хушамат кашни çĕнĕ ăруранах улшăнса пынă. Василий ашшĕ, Иван Степанович, 1854 çулхн январĕн 21-мĕшĕнче çуралнă. Ăна Шупашкарти Вознесенски чиркӳре ят хунă. Ăна тĕне кĕртекенсем: хĕреснашшĕ – Ф. И. Лакреев помещик хресченĕ Яким Иванов, хĕреснамăшĕ – Полиновская помещица хресченĕ Луриана Матвеева. Иван Степанович «Гаврилов» вырăнне «Степанов» хушамат йышăнса салтака кайнă. Паян пĕтĕм çут тĕнче пĕлекен «Чапаев» (тепĕр тĕрлĕ каласан «Чапав») хушамат вара чылай каярахпа, Василий Ивановичăн Андрей ятлă тăван пиччĕшне тĕне кĕртсе ят хунă хыççăн тин, çуралнă.

Василий Иванович Чапаев амăшĕ, Иван Степанович мăшăрĕ Екатерина Семеновна, Гремячево салинче Семен Егорович Хожьялов çемйинче 1852 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. Ăна тепĕр кунах Шупашкарти Вознесенски чиркӳре ят хунă. Унăн амăшĕ – Ягония Артамонова Иван Степановичпа Екатерина Семеновна, мăшăрланса, 1876 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарти Вознесенски чиркӳре венчете тăнă. Шупашкарти патшалăх архивĕнче уйрăлакан метрика докуменчĕсем тăрăх, эпир вĕсен Будайкăра тăхăр ача çуралнине пĕлетпĕр. Вĕсем çаксем: Михаил (1876 ç. «октябрĕн 6-мĕшĕ); Александр (1878 ç. августăн 7-мĕшĕ); Анна (1879 ç. ноябрĕн 25-мĕшĕ); Елизавета (1881 ç. октябрĕн 4-мĕшĕ); Андрей (1884 ç. августăн 14-мĕшĕ); Василий (1887 ç. январĕн 28-мĕшĕ); Александр (1889 ç. мартăн 6-мĕшĕ); Клавдия (1891 ç. мартăн 7-мĕшĕ) тата Григорий (1892 ç. августăн 3-мĕшĕ). Скобкăра илнĕ датăсене пурне те кивĕ стильпе кăтартнă. Çапла ĕнтĕ, Чапаевсен çемйинче Василий тăваттăмĕш ывăл пулнă.

Иван Степанов метрика кĕнеки çине «Чапав» хушамата чи пирвайхи хут, каларăмăр ĕнтĕ, 1884 çулта Андрея шыва кĕртсе ят панă чух çырнă, унччен «Степанов» тенĕ. 1962 çулта Шупашкара куçса килсе 1968 çулти июнĕн 21-мĕшшче çĕре кĕнĕ Н. А. Чапаев, В. И. Чапаевран пĕр çул кĕçĕнскер, Иван Степанович ывăлĕ – хĕрĕсене пурне те астăватчĕ. «Анна, Александр хыççăн çурални, ăспуç тĕлĕшĕнчен чирлĕ çынччĕ. Тăнĕ ун çамкапа çапăннипе пăсăлнăччĕ. Кунта Балаковăна çитсен нумай та пурăнайман – виç-тăват çултанах вилнĕ», – тетчĕ Н. А. Чапаев. Анна тăрĕссипе 1917 çулта вилнĕ. Вăл алăкпа çапăнса минренĕрен вунпилĕк çул хушши асапланса пурăннă, вара мĕн виличченех сывалайман.

Паллă, Андрей та, пĕтĕм Чапаев ратнинчисем пекех, кăра çилĕллĕ те пуçа усма юратман çын пулнă. Ăна 1905 çулта çара илнĕ. (Салтака кайма вăл Шупашкара таврăннă.) Анчах та вăл пăшал тытса пурнăçне патшашăн парасшăн пулман. Аслă офицерсемпе пĕрре мар хирĕçсе пĕтнĕ. Çавăнпа ăна 1906 çулхи августăн 14-мсшĕнче, хăй çуралнă кун, персе пăрахнă.

Григорипе Василин шăписем вара пĕрешкелех: иккĕшĕ те пурнăçĕсене Совет влаçĕшен пыракан кĕрешĕве панă.

1918 çул пуçламăшĕнче Григорие Балаково хулин çар комиссарне суйласа лартнă. Анчах çав ĕçре ăна ик-виç уйăхран ытла пурăнма май килмен: 1918 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче аш сутуçи Мушенков, завод хуçисене сутăннăскер, Григорий Ивановича митингра сăмах тухса каланă хыççăн персе вĕлернĕ. Ку юнлă ĕçшĕн Мушенковпа ăна пулăшакансем аллă пин тенкĕ укçа илнĕ. Хула Совечĕн çуртĕнче Григорий ӳчĕ çичĕ талăк хушши выртнă.

Василие январĕн 30-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе февралĕн 11-мĕшĕче) Шупашкарти Вознесенски чиркӳре шыва кĕртсен ят панă. Унăн хĕреснашшĕ – запасра тăракан рядовой салтак Алексей Степанов; хĕреснамăшĕ – çĕре кĕнĕ Зиновий Михайлович Таланцев купцан тăлăха юлнă арăмĕ Мария Николаевна. В. И. Чапаев хĕреснашшĕ Алексей Степанов – Василий Иванович ашшĕн пиччĕшĕ. Вăл, В. И. Чапаев çемйине лайăх пĕлнĕ çынсем (сăмахран, Чапаев çуралнă урамри 69-мĕш çуртра пурăннă Александр Константинович Федоров, Василий Ивановичпа пĕр çулта çуралнăскер) каланă тăрăх, Мария Николаевна Таланцева купчиха патĕнче кучерта ĕçленине пĕлетпĕр.

Иван Степанович Чапаев ачисене пурне те Шупашкарти Вознесенски чиркӳре ят хунă. Вăл платникре ĕçленĕ тата Шупашкарти сăра заводĕнче пичке-катка туса пурăннă. Будайкăран тухса кайсан, вăл тăван ялне темиçе хутчен те килсе курнă.

Василин ача çулĕсем Будайка ялĕпе Шупашкар хулинче иртнĕ. Вĕренме ĕлĕкхи «Родина» кинотеатр çумĕнчи йывăç çуртра вырнаçнă шкула çӳренĕ. Шкул çунса кайсан, урăх вĕренеймен. Унăн сатур алли нимле ĕçе те тиркемен: тимĕрçĕре тимĕр-тăмăр ĕçĕпе кĕрешнĕ, вăй çеммине килĕшмен мăлатуксемпе шакканă, столяр пулса, тĕрлĕ хăма саваланă, ялпа хула хушшинчи тарăн çырмара хур-кăвакал пăхнă, вăрăм пушă сĕтĕрсе кĕтӳçĕре çӳренĕ. Çапла вăл, çитĕнсе çитсе тăшмана турамалли хĕçе тытиччен, çитмĕл çичĕ тĕслĕ ĕçре пиçĕхнĕ.

Салтак тумтирне вăл пĕрремĕш хут 1908 çулта тăхăннă. Салтака каяс умĕн юлашки хут Будайкăна Шупашкара килсе курнă. Çакна Чапаев урамĕнчи 14-мĕш çуртра пурăннă Федор Ермолаевич Александров питĕ лайăх астăватчĕ. Чапаевран вăл икĕ çул кĕçĕн пулнă. Шкула пĕрле çӳренĕ.

Чапаев салтака кайма 1908 çулта Будайка ялне килсен, эпир, ушкăнпа пĕрле хулана кайса, Таланцев ресторанне кĕтĕмĕр. Унта хулари çамрăксем пире тапăнма пуçласан, Чапаев вĕсене ресторантан хуса кăларчĕ. Вара вĕсем, виçĕ полицейские чĕнсе килсе, Чапаева таçта илсе кайма пикенчĕç, анчах Василий Иванович вырăнтан та тапранмарĕ,– тетчĕ çитмĕл çулхи Ф. Е. Александров.– «Нумайччен хуçа пулса шашкăсем çакса çӳреймĕр-ха, часах ак туртса илĕпĕр хĕçĕр-пăшалăрсене»,–хăюллăн тавăрчĕ Василий Иванович Чапаев полицейскисене.

Анчах Чапаевшăн ниçта та ăнăçу пулман. Киевра медицина комиссийĕнче Василин сылтăм куçне шур илнине палăртнă. Ахаль чух вăл, хытă сăнамасăр пăхсан, темле çивĕч куçлă çынна та курăнман. Çавна пула ăна пĕрремĕш разрядри ополченин ратникĕ (рядовой салтакĕ) туса хунă. Анăçсăрлăх ăна утăмранах йĕрлесе çӳрет. Икĕ уйăх та иртмест, ăна пуçĕпех киле яраççĕ. Василий çĕнĕрен слесарь, столяр ĕçĕсемпе тăранса пурăнма пуçлать. Турăшсем ӳкерес ĕçе пикенет. Хăй килĕнчех веялкăсем юсамалли мастерской уçать, анчах вăл пушар кулли пулса тăрать. Кун хыççăн пулас паттăр Ерхов подрядчик патĕнче йывăç сӳресем хатĕрлеме тытăнать.