Чапаев летчикĕсем

Бурнаевский Валентин Григорьевич


    

ТУПМАЛЛИ

 

Калавсем

 

Чапаев летчикĕсем:

ПЛОЩАДКА
САВĂНĂÇ

АЛĂ ЧАМĂРТАНИ

АГИТАТОР

Бензин тупсан

Шăтăксем

«Салам, тӳпе интернационалĕ!»

Çырла пиçнĕ вăхăтра

Хăçан?

Ньютон законĕ

«Евростат»

Листовкăсем

«Тартрăмăр!»

Хевиленд

Кĕреçепе тимĕр

«Çывăрса вĕçрĕн-им?»

«Сывлăш кашкăрĕсем»

Хĕрлĕ çăлтăр

Тĕтĕм

Пыл хурчĕсем

Буржуйпа «буржуйка»

Офицер пакунĕ

Карттă

Барометр

Лĕпĕшпе капиталист

Кӳрентерӳпе каçару

Юмах

Курень

Артиллеристсем патĕнче

Кая юлнă

Карбышевпа пĕрле

Ниçта кайса кĕме çук

«Аптрамалла!..»

 

Очерксем

 

Белгорайски полк салтакĕ

Чапаев дивизийĕнчи летчиксем

Чапаев разведчикĕ

ЧАПАЕВ ЛЕТЧИКĔСЕМ

 

ПЛОЩАДКА

 

25-мĕш дивизи штабне 26-мĕш авиаотряд представителĕ килсе кĕчĕ. Вăл тӳрех сĕтел варринче ларакан Чапаев умне пычĕ. Начдивăн икĕ енче те çынсем виçшер-тăватшарăн тăраççĕ.

Начальник юлташ, – терĕ хайхискер, хăйпе кĕскен паллаштарнă хыççăн. – Пире площадка кирлĕ.

Мĕнле площадка? – тĕлĕнчĕ начдив. Вĕçевçĕ умĕнче вăл ура çине тăмарĕ.

Аэродром!

Ну-ну? – сĕтел хăмине пурнисемпе тăкăртаттарса илчĕ Василий Иванович.

Эпир сирĕн дивизие самолетсем вĕçсе килессе кĕтетпĕр. Пире самолет лартмалли площадка хатĕрлеме хушнă. Сахал чупсах хăпаракан çăмăл аэроплансемшĕн пĕчĕк лаптăк та çитет.

Летчик сăмахне итлесе пĕтерсен, Чапаев кулса ячĕ.

Кулăшла халăх эсир, – терĕ вăл. – Çĕр лаптăкне манран ыйтмалла-и? – Унтан сасартăк кулма чарăнчĕ. – Итле эппин: манăн нимĕнле площадка та çук. Çеçенхирте тикĕс лаптăк – тĕнче тулли: шырăр, тупăр. Хăвăрах! Сирĕншĕн çанталăк хăех тăрăшнă. Кур,–чӳрече витĕр кăтартрĕ вăл. – Урамра та симĕс кавир сарнă.

...Килĕшекен вырăн тупсан, Чапаевпа сăмахласа курнă çын, аэродром валли юрăхлă площадка палăртса хуни çинчен пĕлтерсе, авиаотряд командирне телеграфпа хыпарларĕ.

Çĕнĕ аэродрома куçасси авиаотрядшăн питĕ чăрмавлă. Чапаев дивизийĕ колчаковецсене хăваласа фронт чиккине кунсерен Урал патнелле çывхартма тытăнсан, авиаотрядăн ирĕксĕрех çапăçу çывăхнелле куçма тиврĕ. Çитменнине, ăна Чапаев ертсе пыракан дивизи аллине пачĕç.

Темиçе кун иртсен, техника пурлăхĕн пĕр пайне тиесе, пĕчĕк команда килчĕ. Аэродрома, самолетсене йышăнмалăх тикĕслесе çитерсен, иккĕмĕш ушкăнпа вĕçевçĕсен эшелонĕ çитрĕ. Ун хыççăн, утлă транспортсемпе автомашинăсем çине вырнаçтарса, техника пурлăхĕн тепĕр пайне куçарса килчĕç. Юлашкинчен, хуçалăхпа техника япалисене тата отряд канцелярине лавсем çине тиесе, строевой команда эшелонĕ те персе çитрĕ.

Чапаевецсем летчиксене ăшшăн кĕтсе илчĕç.

 

САВĂНĂÇ

 

Чапаев дивизийĕн штабне кавалеристсенчен те, пехотинецседчен те уйрăлсарах тăракан çар тумне тăхăннă çын килчĕ. Вăл кĕсйинчен темле хут кăларчĕ те начдив патне пычĕ.

26-мĕш авиаци отрячĕн командирĕ Степанов! – рапорт пачĕ вăл дивизи начальникне. – Мана хам отрядпа сирĕн дивизие ячĕç.

Чапаев авиаотряд командирĕнчен герблă пичет пуснă документа илчĕ те «Александр Михайлович Степанов» текен сăмахсене вуларĕ.

Летчик эппин?

Тĕп-тĕрĕс. Летчик! Авиатор!

Лайăх!.. Питĕ лайăх! – чăннипех савăнчĕ начдив. Вара юлташĕсем çине тулли кăмăлпа пăхса илчĕ. – Ман дивизире летчиксем кăна çитместчĕç-ха. Халĕ ĕнтĕ пĕтĕм йышши çар пур: летчиксем, моряксем, юланутçăсем, стрелоксем, автомобилистсем, броневикçĕсем... Пурте! Тавтапуç, юлташсем! Савăнтартăр мана!

 

АЛĂ ЧАМĂРТАНИ

 

Чапаевпа Фурманов аэродрома çитсе çаврăнма шут тытрĕç.

Ну, кайрăмăр, комиссар! – терĕ начдив.

Аэродромра вĕсене хайхи Степанов кĕтсе илчĕ. Вăл кĕске рапорт парсан, Чапаев ăна алă тытса саламларĕ. Василий Иванович летчик аллине, вăйсене виçнĕ пек, хытă-хытă чăмăртарĕ. Хăшĕ вăйлă? Летчик тӳпе çынни вĕт. Чапаев вара çĕр çынни çеç.

Акă летчиксен командирĕ шăнăрлă аллине, ăнсăртран вĕри шыва чиксе пĕçертнĕ пек, кăрт туртса илчĕ.

Уф!.. Алă мар сирĕн – хĕскĕч! Хытă чăмăртатăр!– ал лаппине, вĕрсе илсе, вĕттĕн-вĕттĕн чĕтрентерсе силлерĕ вăл.

Начдив летчика хулпуççинчен юлташла çапса илчĕ:

Тӳрленет, сывлăш хуçи! Ан тив, алă вăл чăмăртанипе кăна ыраттăр, çапăçура суранланнипе мар! – терĕ.

 

АГИТАТОР

 

Чапаев авиаотряд командирне чĕнсе илсе ĕç хушрĕ.

Васкавлă ĕç пур, Александр Михайлович, – терĕ вăл Степанова. – Кил-ха кунтарах.

Василий Иванович, çамки çине пĕрчĕн-пĕрчĕн лăп выртакан сайра çӳçлĕ пуçне пĕшкĕртсе, йĕп пек шĕвĕртнĕ кăранташĕпе карттă çине кăтартрĕ:

Шуррисем çак вырăнта каçă тунă. Аркатас пулать ăна! Пĕр-ик бомба çитет. – Чапаев сĕтел çине пĕтĕм кĕлеткипе тĕренсе тăнă çĕртен пуçне ялт! каçăртрĕ.

Ыйту пур-и?

Бомбăсем çук, Василь Иваныч!.. Шăхрантан та пулин хуть сирпĕтмелли хатĕрсем çаплах илсе килеймерĕç!

Эх, эсир!.. – кăранташне сĕтел çине печĕ начдив. – Бензин мурĕсем!..

Чапаев, кĕтмен хыпара илтнипе тарăхса кайнăскер, авиаотряд командирĕ çине шăтарас пек пăхрĕ. Пăсăрлантарма пуçларĕ.

Бомба çук пулсан, мĕн тума кирлĕ эсир мана?! Бомбăсем çук пулсан... разведкăна кайăр! Çавăнта хуть усси пултăр!

Сасартăк Демьян Бедный килсе кĕчĕ. Сăран пиншак тăхăннă. Пуçĕнче сăран карттус. Çумĕнче – сăран сумка. Мĕн каласси пур: чăн-чăн политкомиссар! Сăмси айĕнче, пӳрне пусмалăх хăварнă пĕчĕк лаптăк çинче, пролетари поэтне танлă сăн кĕртекен мăйăх хуралса тăрать. Пĕр шутласан, ăна хырса пăрахма юри манса кайнă пекех туйăнать.

Начдивпа паллă юптаруçă-сăвăç пĕрне-пĕри алă тытса саламларĕç. Пĕр-пĕрне вĕсем, юри ăмăртнă пек, хытă-хытă чăмăртарĕç.

Поэт алли мар. Тимĕрçĕ алли! – терĕ Чапаев, сывлăш çавăрса янă май çиллине аранах ирттерсе.

Алăран пăшал вĕçертмен пирки вăл! – кăкăр çумĕнчи кĕсйинчен кăранташ кăларса кăтартрĕ Бедный.

Ну, мĕнле хыпар? – ыйтрĕ Чапаев, тӳрех кирлĕ ĕççине куçса.

Хыпар?.. Ан васкат, ан васкат! Пирĕн ĕçре васкатни усă кӳмест. Тăхта! – хаклă минутсене юри çухатма тăрăшнă пек, сăран сумкине хырăмĕ çинерех шутарчĕ те чĕнне хывмасăрах сĕтел çине тĕрентерчĕ, аллине шала чиксе ярса, пăтрата пуçларĕ.

Мĕн унта сан? – поэт темскер шахвăртнине сисрĕ начдив.

Демьян Бедный чĕнмерĕ. Сумкинчи хучĕсене çаплах айăн-çийĕн çавăрттарчĕ, урлă-пирлĕ ухтарчĕ. Хитре мар сăмахсем каласа вăрçанçи турĕ.

«Хут мурĕ!.. Митяй хăраххи! Ку тата пĕртте салтак пек мар! Пулать те-çке çын» – шухăшларĕ Чапаев Демьян Бедный çинчен. Юлашкинчен тӳсеймерĕ, сасăпах: «Хăвăртрах!» – терĕ.

Тупăнчĕ! Акă! – поэт вăшт туртса кăларчĕ пĕр фотоӳкерчĕк. – Паçăрах команда памаллаччĕ. Эс те çав!..

Мĕн ку? – Чапаев сăн ӳкерчĕкне туртса илчĕ те тĕлĕнсех кайрĕ. Пăхать: унта икĕ начдив тăраççĕ. Пĕри, картузли, – Сергей Захаров, тепри, пуçĕ çине папаха лартни, – Чапаев хăй. Вĕсен хыçĕнче – вагон картлашкинчен анакан Демьян Бедный поэт.

Аçта ӳкернĕ?.. Кам? – кăсăкланчĕ начдив, тӳрех çемçелсе.

Ун пирки ан ыйт.

Апла-тăк куна мана пар!

Халь мар, кайран. Кӳр, кӳр!.. – Чапаев «тăна» кĕрсе çитиччен поэт ӳкерчĕке илчĕ те каялла сумка ăшне персе чикрĕ.

Халь ĕнтĕ ĕç пирки калаçма пултарăпăр. Эпĕ Тăваттамĕш Çар политотделĕнчен утмăл килограмм листовка илсе килтĕм. Пурĕ – çирĕм çыхă. Вĕсенче, вырăсла çырнисенче, кашнинчех ман сăвăсем пур. Листовкăсем – нумай, тĕрки-тĕркипе. Тутар-чăваш чĕлхипе те сахал мар.

Юрать. Пурте вулаччăр. Тăшман çарĕнче те тĕрлĕ халăх пур!.. Тав сана. Вăхăтра илсе килтĕн, – савăнчĕ Чапаев. Аякра мар тăракан Степанов çине вăл ăшшăн пăхса илчĕ. Вара икĕ пӳрне вĕçне сăтăрттарса, тетте-пăшалпа пенĕ евĕр, питĕ ăстан шаклаттарнă сасă кăларчĕ те авиаци командирне хăй патне пыма паллă пачĕ.

Ĕç пур тесе каларăм вĕт сана! – йăл кулса ячĕ вăл.– Бомбăсем çук пулсан, халех агитатор пул: тăшман çарне кайса листовкăсем салат! Ыранах!