Чапаев ачисем

Луч Григорий Васильевич


    

Содержание:


УМСĂМАХ
«САВАЛАНĂ ÇĂКĂР»
ПĔРЛЕ ПУЛСАН
ШЫВ ТУРАТСĂР
ПАРНЕ
АТАКА
ЧĂМКĂÇ
ХУТÇĔЛЕН
ЙЫВĂÇ ПĂШАЛ
МĔН ВĂЛ ГАРНИЗОНТ
ТАВĂРУ
КОМИССАР ВИЛĔМĔ
ЮЛАНУТÇĂ
ТАТА ИКĔ ХĔРАЧА
СУЙМА ЮРАМАСТЬ!
КУШАК
ТУЙ
ХĂРАВÇĂ
АПАТ АНМАЛĂХ
УЛТАВÇĂ САВĂНĂÇ
МĔН ВĂЛ АКАДЕМИ?
ТИСКЕРЛĔХ
ТЫТКĂН
ЧАПАЕВА ШЫРАНИ
ÇАМРĂК РАЗВЕДЧИКСЕМ
ХУЙХĂ
ТĂЛĂХСЕМ
АЧА ÇУРЧĔ
УРĂХ К.ИЛ
ПИЧЧĔШĔПЕ ШĂЛЛĔ
«ХĔÇПĂШАЛ ĂÇТА?!»
ФУРМАНОВ ПАТĔНЧЕ
ВОЖАТĂЙ
ВĂÇЕВÇĔ
ЧКАЛОВПА ПАЛЛАШНИ
ЮЛАШКИНЧЕН КАЛАНИ



«САВАЛАНĂ ÇĂКĂР»

Чăш, чăш, чăш! Çивĕч çава йывăç çийĕн вăшлатса çеç шăвать. Турпасĕ пĕтĕрĕнчĕк-пĕтĕрĕнчĕк пулать те саваран уйрăлса ÿкеймесĕр çакăнса тăрать. Ăна, татса илсе, çĕре пăрахма тивет. Капла чăрмавлăрах, анчах нимĕн тума та çук. Ёçре унашкалли пулать. Иван Степанович хăнăхнă ĕнтĕ. Вăл çыпăçуллă çын. Унăн алли пыман ĕç пур-ши? Çуках пулĕ. Хăй ĕмĕрĕнче çĕрне-кунне пĕлмесĕр хресчен ĕçĕпе асапланнăранах ал тупанĕсем кушăрхаса хытнă ун.

Иван Степанович ывăлне ĕçе хăнăхтарнă. Ахальтен-и-мĕн Вася, авă, юман туратне мĕнлерех тăрăшса чутлать. Ашшĕ ывăлне иртенпех куç айĕн сăнать. Ывăлĕ ĕçленине пăхса тăма та кăмăллă. Йывăçа ытлашши чутласа сая ямасть вăл, пĕлсе, перекетлесе тыткалать. Çĕр ĕçĕпе çитĕннĕ çын çăкăр çăмăл тупăнманнине пĕлет.

Хĕсĕк пурнăç пиркиех тăван Чăваш çĕрĕнчен Балаковăна куçса пынă Иван Степанович хăй çемйипе Будайкăра выçăллă-тутăллă пурăнса йăлăхтарнă çав.«Ăтăл çинче Балаково пристанĕ пур. Унта çăкăр нумай», – тенĕ хыпар хăлхана кĕрсен, Чапаевсен çемйи тÿрех çула тухнă. Çулĕ çывăх пулман, Балаково пристанне çитсен те, ĕçĕ хăвăрт тупăнман. Юрать-ха, платник ăсталăхне пĕлни хăтарнă. Апла пулин те, татăк çăкăршăн мĕн чухлĕ йывăç чутлама, савалама тивет!

Иван Степанович, иртнине аса илнĕ май, ывăлне ăмсанса пăхать, Будайкăран килнĕ чухне Вася тăхăр çулта çеçчĕ. Халĕ, ав, мĕн тери патвар та правур! Вăл ĕнтĕ хăй ача-пăчаллă.

Çăкăр, тумтир кирлĕ çемьене! Пĕчĕк мар вăл, пурте çиме ыйтаççĕ – ватти-вĕттипех. Уйрăмах ачасем чатăмсăр.

Кĕçех мастерскойне виççĕн тан шавласа кĕреççĕ. Саша – малта, ун хыçĕнче – Клавăпа Аркаша.

А-а-а, çывăрса тăтăр пулать! Ну, сывлăхăр мĕнле? – Василий Иванович, тинех сывлăш çавăрса ярса, пурттине каска çине лач! лартать. – Так-так, аннÿ апат çитерсе хăварчĕ-и?

Эпир вăраннă чухне çукчĕ вăл, – кăмăлсăррăн пĕлтерет Клава.

Апла мĕн çирĕр-ха?

Çĕрулми.

Мд-а-а... – ассăн сывлать Чапаев, – камăн саваланă çăкăр тутанса пăхас килет?

Мĕн, мĕн?.. – ăнланмасть Клава. Саваланă çăкăр?.. Ха-ха-ха... – çăвар туллин кулса ярать Саша сасартăк. – Чее те иккен эсĕ, атте...

Ну, вăт, атьăр-ха, кам мĕне пултарать – çавна тăвăр. Ун хыççăн саваланă çăкăр тутанса пăхăпăр, – ытарлăн пăхать Чапаев. – Саша, эсĕ ак çак хăма татăкĕсене пĕр çĕре пухса купала, Клава, эсĕ – хĕрача, алла шăпăр тыт. Аркаш турпас пухĕ...

Ачасем аслисене пулăшма пикенеççĕ. Иван Степанович, савине алăран ямасăр, ывăлĕпе мăнукĕсене ăмсанса пăхать:

Авă, ĕçчен ăру еплерех çитĕнет! – мухтать вăл вĕсене. – Ай, маттур, ай, маттур пĕчĕккисем! Чапаевсен ятне ямаççĕ! Пăхсамăр: мĕнле правур пирĕн  Аркаша! Клава тата... Саша!..

Ачасем, аслашшĕ мухтанине кура, кăткă евĕр хĕвĕше пуçлаççĕ. Пĕр-пĕрне пырса çапăнаççĕ, шавлаççĕ. Мастерской самантра тирпейленет.

Атте, – тет Василий Иванович, Иван Степанович енне çаврăнса, – хамăрăн та кăшт канмалла мар-ши? Ирпе апатланманччĕ. Тен, саваланă çăкăра тутанса пăхмалла?

Ма тутанас мар, тутанас. Ачасемпе пĕрле апачĕ те лайăх анĕ, – кĕреçе сухалне икĕ аллипе шăлса якатать Иван Степанович.

Чапаевсем верстак патне вырнаçса лараççĕ. Клавапа Аркаша ашшĕнчен хăпма пĕлмеççĕ.

Саваланă çăкăр çиес килет, – минретет Аркаша

Саваланă çăкăр ăçта-ха? – пĕлесшĕн Клава.

Кунтах вăл, кунтах, ачамсем, – тет аслашшĕ, верстак айĕнче хутаç анине салтнă май.— Вася, шыв кирлĕ пулать.

Василий Иванович, картишне тухса шыв ăсса кĕрсен, аслашшĕ кашнине пĕрер чĕлĕ çăкăр касса парать.

Тăвар сапăр, унсăрăн тутлă пулмасть, – тет вăл, ачасене шултăра тăвар тултарнă суланча лартса парса.

Çăкăрне çăлкуç шывĕпе сыпса, пĕчĕккĕн çийер. Çăвар туллин чăмланă апатăн тути çук, – хăрах куçне мăч! хĕсет Василий Иванович.

Çăкăрне нихăш енчен те саваламан-çке-ха? – чĕлле çавăркаласа пăхать Клава.

Курмастăн-им, çĕçĕпе саваланă! – шÿтлет Саша.

Пурте ахăлтатса кулаççĕ. Сашăн çăварĕнчен шывĕ пĕрхĕнсе тухать, мĕншĕн тесен вăл унччен мастерскойра хăй епле майпа «саваланă çăкăр» çинине аса илет.

Атте вăлтса каларĕ вĕт! – тÿсеймест Саша.

Çук, çук, вăлтса мар, – сасартăк сăн-питрен улшăнать Чапаев. – Аслаçу çавипе саваламасăр пулман ку çăкăр. Эпир хуçасене йывăçран тĕрлĕ япала, çурт-йĕр туса паратпăр. Пуртăпа мĕн чухлĕ каскалама, пăчкăпа татма, çавапа савалама тивет! Уншăн пире укçа е тырă параççĕ. Анлантăр-и «саваланă çакăр» мĕнле пулнине?:

А-ă-ă, – пуçне сĕлтсе, тÿрленсе ларать Клава.

Ачасем, çийĕрех, çийĕр, – тет те Чапаев ÿкнĕ тĕпренчĕке, пÿрни вĕçĕпе пусса илсе, çиет.

 

ПĔРЛЕ ПУЛСАН

Сĕтел хушшинче апат çисе ларакан Аркаша кашăкне хучĕ те ашшĕне куçран шăтарасла пăхрĕ.

Сыснасем чăнахах кашкăртан вăйлă-шим? – кĕтмен çĕртен ыйтрĕ арçын ача.

Мĕнле сыснасем? – ачи енне пуçне пăрчĕ Чапаев.

Ара пĕркун: «Будайка сыснисем кашкăра çĕнтерчĕç», – тесе ху каларăн-çке...

Çапла, çĕнтерчĕç, – усси вĕçне пÿрнисемпе пĕтĕрчĕ Василий Иванович, – эсĕ мĕншĕн иккĕленетĕн?

Сысна манран та хăрать те.

Санран хăрать, анчах кашкăртан хăрамасть.

Мĕншĕн?

Мĕншĕн тесен выльăх хăй хуçине пĕлет. Кашкăр вара ун хуçи мар.

Ха-ха-ха, – тÿсеймерĕ Саша, – Аркаша, эсĕ луччă хăвна сысна аçи епле сирпĕтсе хăварни çинчен каласа пар-ха. Çакна илтсен, Аркаша, пиччĕшне кăмăлсăррăн пăхса, шăп пулчĕ.

Ну-ка, ну-ка, мĕнле сысна аçи тупнă тата эсир? – сăнран çиçрĕ Чапаев, кĕçĕн ывăлне çурăмĕнчен лăпкаса.

Суять вăл, – хирĕçлерĕ Аркаша.

Суймастăп, – вĕриленчĕ Саша. – Хам куртăм. Эх, çакскер кÿршĕри Михала мучин сысни аçине утланса ларчĕ те...

Чим, чим, тăхта, – пÿрнипе юнарĕ Чапаев, – мĕнле калаççĕ-ха, çыншăн кулач çиме хушман теççĕ-и? Аркаша, хăв тÿснине хăвах каласа парсам.

Атте, – сăмах хушрĕ çав самантра Клава, – Будайка сыснисем пирки каласа пар-ха, эпĕ илтмесĕр юлнă. Кашкăртан юмахри тискер кайăксем те шикленеççĕ пулсан, сыснасем...

Эпĕ те çапла шутлатăп! – сасартăк сăнран улшăнчĕ кĕçĕн ывăлĕ. – Атте, эсĕ ун чухне кăштах юптартăн пулас?

Юптартă-ă-ăн?! – куçне чарчĕ Чапаев. – Вăт, кур-ха эсĕ ăна, юптартăм тет. Эпĕ мĕн пулни-иртнине виçĕ çултаранпах лайăх астăватăп. Ун чухне эпĕ саккăртаччĕ.

Каласа пар-ха, каласа пар, – ашшĕне хулĕнчен ярса тытрĕ Клава. – Питĕ пĕлес килет.

Каласамччĕ, атте, – хавасланчĕ Аркаша, – кайран – эпĕ, пĕр суймасăр тĕпĕ-йĕрĕпе...

Чее те иккен эсир, – куçне хĕсрĕ Чапаев. – Юрĕ, пурте итлĕр – кайран тек ан ыйтăр. Анчах эсир çисе тăрантăр-и?

Тăраннă, тăраннă, кала-ха, кала , – хыпăнса ÿкрĕ Клава, ашшĕ пĕр сăмаха темиçе хутчен калама юратманинне туйса.

Чапаев малтан сĕтел çинчи чашăк-тирĕке пуçтарма хушрĕ, унтан пурне те тулти пÿлĕме тухма сĕнчĕ.

Эпĕ Будайкăра çуралнине пĕлетĕр-и хăть? – йăл çиçрĕ Чапаев.

Пĕлетпĕр, пĕлетпĕр!..

Юрĕ, пĕлетĕр пулсан, питĕ лайăх. Будайка ачисем ĕне-сурăх е сысна пăхма ял çывăхĕнчи вăрмана çÿретчĕç. Унта юманлăх кашлатчĕ. Пирĕн килте сысна усратчĕç. Амине ĕнтĕ. Вăл, хĕç пек çÿхе тата ырханкка пулин те, çулсерен çич-сакăр çăвăр туса паратчĕ. Хресченшĕн сысна мĕншĕн хаклине хăвăр чухлама тивĕç.

Атте, эсĕ ăна утланса çÿремен-и? – пĕлесшĕн пулчĕ Аркаша. Утланма терĕн тата ырхавскерне. Астăватăп: пурччĕ унашкал ачасем... Ну, вăт, пĕррехинче кĕркунне, йĕкел тăкăннă вăхăтра ĕнтĕ, пирĕн сыснасем хăйсемех вăрмана тапса сикнĕ. Кÿршĕ ачисемпе вĕсем хыççăн кайрăмăр. Юманлăха çитсен, хамăр сыснасене палласа илтĕмĕр те уçланкăна тухса выляма тытăнтăмăр. Чăваш ачи Макçăм çĕр касмалла ăста вылят-
чĕ. Йывăç авăрлă пĕккипе вăл чăн-чăн мыскараçă пек туйăнатчĕ. Çĕçĕ вĕçĕпе тĕллесе пенĕ çĕре, çерем çине,тĕп-тĕрĕс лектеретчĕ. Унччен-и, кунччен пулать-и – сасартăк тахăшĕ кăшкăрса ячĕ:

Ка-аш-кă-ăр! Эпир сиксе тăтăмăр.

Аçта?!.

Çырма леш енче! Сыснасене тапăннă!..

Пĕр самант, хăранипе, сăмах чĕнмесĕр тăтăмăр. Кашкăрĕ кĕç-вĕç хамăр ума сиксе тухассăн туйăнчĕ. Ачасем пĕр-пĕрне кĕпи çаннисенчен çатăрласа тытрĕç, хăшĕ чĕтрет, хăшĕн куçĕ шиклĕн ялкăшать.

Атьăр, – терĕм эпĕ.

Аçта-а? – чĕтренсе тухать Макçăм сасси.

Сыснасене хăтарма.

Кашкăрĕ хамăра тапăнсан?

Эпир пурте пĕрле пулсан тапăнмасть! – хăюлланма тăрăшрăм эпĕ.

Ачасем ман хыççăн утрĕç. Тĕрĕссипе каласан, çан-çурăм сăрланине паянхи пек астăватăп. Çĕтсе юласран хăранă евĕр пĕр-пĕрне перĕнсе-вăрăнса пыратпăр. Нихăшĕ мала иртесшĕн мар.

Охо-хо-о! – кăшкăртăм эпĕ, хăюланса.

Ман хыççăн ыттисем те кăшкăрчĕç. Çапла эпир тарăн çырма урлă каçрăмăр. Инçех мар уçланкă.

Авă, – пÿрнепе тĕллесе кăтартрăм тантăшăмсене.

Чăн та, йытăран кăшт пысăкрах кашкăр сыснасем тавра чупкалать. Сыснасем хăртлатаççĕ. Вĕсем ушкăна пуçĕсемпе пĕрлешсе тăнă та тапăртатаççĕ, тĕрткелешеççĕ. Акă, кашкăр самăр аçана тапăнчĕ. Лешĕ, ун енне çаврăнса, çăткăн чĕрчуна сăмсипе хирсе ывăтма хăтланчĕ. Кашкăр, айккинелле сиксе ÿксе, ăна ушкăнран уйăрас шутпа-ши, пĕр самант вырăнтан хускалмасăр шăлне йĕрсе тăчĕ. Сысна аçи хăй патне талпăнса чупма пуçласан, кашкăр пĕррех унăн ĕнси çине сиксе ÿкрĕ. Сысна аçи хăрушла çихĕрсе ярсан, ушкăнри сыснасем самантра хускалчĕç. Пурте кашкăр хыççăн ăнтăлса чупрĕç. Пĕри, тепри сăмсипе хирме, тискер чĕрчуна асав шăлĕпе тыллама тытăнчĕç.

Эпир туратсем хуçрăмăр та, хурахлатса кăшкăрса, сыснасене инкекрен хăтарма васкарăмăр. Çывăхах пынă чух сысна аçи, чунĕпе тăвăлса çитрĕ пулас та, кашкăра çĕре персе ÿкерчĕ. Лешĕ, темле майпа вĕçерĕнсе, чăтлăха чăмрĕ.

Пире асăрхасан, сыснасем кăшт лăпланчĕç. Аçине кашкăр ĕнсерен амантнă иккен. Ку Макçăмсен сысниччĕ. Макçăм ăна, килне хÿтерсе каясшăнччĕ, анчах лешĕ ушкăнран уйрăлмарĕ. Эпир вара вĕсене пурне те Будайкăна илсе кайма шутларăмăр.

Сиплерĕр-и, пурăнчĕ-и? – хыпăнса ÿкрĕ Аркаша.

Эпир мар, Макçăм ашшĕ темĕнле курăк шывĕ песĕрчĕ те, часах ĕнсе çинчи юнĕ кĕвĕлсе хытса ларчĕ,—ассăн сывларĕ Чапаев. – Вăт çапла вăл, пĕрле пулсан, тăшман та хăрушă мар. Ну-ка, халĕ эсĕ кала.

Эпĕ мĕн... Эпĕ кÿршĕсен самăр сыснине утланнăччĕ те ăна лаша пек хăваласшăнччĕ. Килĕшмерĕ пулас та, вăл хăртлатрĕ, тапкалашрĕ. Унтан, хам сиссе юлаймарăм, айккинелле сирпĕнсе юлтăм. Хăй тарчĕ. Çавă çеç.

Çапла вăл, ут утланакан – паттăр, сысна утланакан... – шухăшне вĕçлемесĕрех, куçне хĕссе, ытарлăн кулчĕ Чапаев.

 

ЮЛАШКИНЧЕН КАЛАНИ

Тăван çĕршыв пулăшнипе Василий Иванович Чапаев ачисем лайăх ÿссе çитĕнеççĕ, кашни хăй кăмăлланă ĕçе суйласа илет. Саша (халĕ ĕнтĕ ăна Александр Васильевнч тесе чĕнеççĕ), вăтам пĕлÿ туяннă хыççăн ялхуçалăх институтне вĕренме кĕрет. Унтан вĕренсе тухсан, агрономра ĕçлет. Каярахпа ăна комсомолăн Самар райкомĕн секретарьне суйлаççĕ. Хастар çамрăк хăй пултарулăхĕпе уйрăмах палăрать. Комсомол ĕçĕнче пулнă вăхăтра ăна ашшĕ пек çар çынни пулас шухăш пĕр самантлăха та канăç памасть. Çавна май вăл кĕçех Çар академине вĕренме кĕрет. Анăçлă вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, командир пулса тăрать. Иртнĕ вăрçă çулĕсенче Александр Васильевич, хăюлăхпа хастарлăх кăтартса, правительство наградисем нумай илме тивĕçлĕ пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл генерала çити ÿсет. Вăрçă чарăнсан та вăл чылай вăхăт хушши Совет Çарĕн ретĕнче тăрать. Халĕ ĕнтĕ вăл, утмăл çултан иртнĕскер, пенсионер. Мускавра пурăнать.

Аркадий Васильевич пирки кĕнеке вĕçĕнче кăшт ытларах каласаттăмăр, çавăнпа кунта кĕскен çеç аса илме тивет. Аркадий, Ленинградри авиаци училищинчен ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн, çар самолечĕсен эскадрильин командирĕ ятне илет. Службăра пулнă вăхăтра вăл сарăмсăр вилет.

Клавдия Васильевна, вăтам шкул хыççăн, апат-çимĕç промышленность институтне кĕрет. Унтан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнине кура, ăна Саратоври çăкăрпа кондитер фабрикине ĕçлеме яраççĕ. Малтанхи кунран пуçласа хăйне партин Саратов обкомне куçаричченех, Клавдия Васильевна фабрикăра главнăй инженерта ĕçлет. Пĕр тапхăр парти органĕнче ĕçленĕ хыççăн, ăна КПСС Центральнăй Комитечĕ çумĕнчи партин аслă шкулне вĕренме илеççĕ. Ун хыççăн Клавдия Васильевна Мускав хулинчи партин Баумански райкомĕнче ĕçлет. Халĕ ĕнтĕ Клавдия Васильевна та çамрăк мар, пенсие тухнă, Мускавра пурăнать.

Александр Васильевичпа Клавдия Васильевна Чапаевсем ашшĕ çуралса ÿснĕ Чăваш çĕршывĕпе тачă çыхăну тытаççĕ. Шупашкара килсе çÿреççĕ.