ЧӖКЕҪ ЙӐВА ҪАВӐРАТЬ
Давыдов-Анатри Василий Иванович
Чӗвӗл чӗкӗç тем шырать,
Калле-малле ярӑнать,
Улӑм, хӗлӗх, тӑм йӑтать,
Ҫӗнӗ йӑва çавӑрать.
Ҫӳлте, лупас тӑрринче,
Шӑпах аслӑк çумӗнче,
Пӗчӗк йӑва курӑнать,
Унта чӗкеç пурӑнать.
Ҫакӑ ӑшӑ йӑвара
Чӗкеç чӗпӗ кӑларать.
Вара пӗтӗм таврара
Хӳхӗм юрӑ янӑрать.
1980
Калле-малле ярӑнать,
Улӑм, хӗлӗх, тӑм йӑтать,
Ҫӗнӗ йӑва çавӑрать.
Ҫӳлте, лупас тӑрринче,
Шӑпах аслӑк çумӗнче,
Пӗчӗк йӑва курӑнать,
Унта чӗкеç пурӑнать.
Ҫакӑ ӑшӑ йӑвара
Чӗкеç чӗпӗ кӑларать.
Вара пӗтӗм таврара
Хӳхӗм юрӑ янӑрать.
1980

