CАPӐ ХУРТ

Давыдов-Анатри Василий Иванович

(Халах юмахӗсем)

Пыл хурчӗсем сӗрленӗ,
Яра куна ӗçлене.
Ҫунаттисем хӗвелпе
Йӑлтӑртатнӑ кӗмӗл пек.
Ҫитмӗл çичӗ чечекрен
Пыл пуçтарнӑ кунсерен.
Ваттисем каланине
Вӗсем илнӗ чун патне:
«Хӗл çӑварӗ питӗ пысӑк,
Ӑшӑ чух ялан эс тӑрӑш.
Апат-çимӗç хатӗрле –
Лайӑх пурӑнӑн хӗлле».
Ҫавӑнпала кунӗпеле
Вӗсем тӑрӑшнӑ пӗрле.
Пурте питӗ туслӑ пулнӑ,
Пур ӗçе те тӗплӗн тунӑ.
Мӗн-ха тӑван? Ҫемьере
Пур çынни те пӗр пек мар.
Пулнӑ иккен вӗллере
Пӗр тӳр пилӗк, пӗр ханттар.
Урлӑ выртана нихçан
Тӑрӑх çавӑрса хуман.
Тытансассан вӑл çиме –
Ӑна нимӗн те çитмен.
Маттур вӗлле хурчӗсем –
Ырма пӗлмен ӗçченсем –
Сӑрӑ хурта сисеççӗ.
Харам пыра питлеççӗ.
Сарӑ хурт ӑна пӑхмасть.
Ӗç çинчен вӑл шутламасть.
Ӗçчен ушкӑн тарӑхать:
Вара тепӗр эрнерен
Кӑларать те пӑрахать
Сарӑ хурта вӗллерен.
Сарӑ хурт хыт антӑхса,
Выçӑпала аптраса
Виç кунтан вилсе каять,
Ӗмӗрлехех çухалать.
Харам пыр вӑл – çавнашкал:
Ӗç çинчен шутлать сахал,
Ямӑт пурӑнать темччен,
Ав, пӗтет юлашкинчен.

1961