Азбуки – ăс пуххи

Ыдарай (Васильев) Николай Васильевич

    

ТУПМАЛЛИ

 

Автортан

Азбукине ăнкарасси тата ăна вуласси

 

Саспаллисем

 

А

Ă

Б

В

Г

Д

Е

Ё

Ĕ

Ж

3

И

Й

К

Л

М

Н

О

П

Р

С

Ç

Т

У

Ÿ

Ф

Х

Ц

Ч

Ш

Щ

Ъ

Ы

Ь

Э

Ю

Я

 

Кĕнеке авторĕ çинчен

 

О о

 

Овал.

 

Овал çине куçлатăп –

О саспалли вулатăп,

О саспалли вулатăп –

Овал умра куратăп.

 

Овал – латин чĕлхинчен кĕнĕ сăмах, вăл чăвашла куçарсан çăмарта тени пулать. Калаçу чĕлхинче те, сăвă-юрăсенче те çавра çăмарта е çăмарта пек çаврака тенине илтме пулать. Анчах та çăмарта çине пăхăр-ха, вăл пачах та çаврака мар, вăл тăрхала иккен. Тăрхали те унăн тĕрĕс мар: пĕр вĕçĕ – пуклак, тепĕр вĕçĕ – шĕвĕр.

Овал – тăрхалан тĕрĕс тĕслĕхĕ, вăл икĕ еннелле те пĕр пек тăсăмлă. О саспалли те тĕрĕс овал.

О саспаллипе пуçланакан чăваш сăмахĕ пачах та çук.

 

Олег.

 

Олег питĕ юратать

О-па сăмах пуçлама,

Олег тата юратать

«Ой, Чутикас» юрлама.

 

Ăславсем.

* * *

Океан – пысăк шыв анлăшĕ.

 

* * *

Океан курсан мĕн тен?

О-о-о! тесе шав тĕлĕнен.

 

Орден.

 

Орден сумлă ĕмĕрне,

Орден чыс, илем кÿрет.

Орден çакнă çынсене

Оля питĕ хисеплет.

 

* * *

Ольăна кăшт çитĕнсен

Ольга тейĕç мăннисем.

 

У у

 

Улăм.

 

Урайне сарсассăн улăм,

Улăмне хурсассăн хулăн

Улпутла хăвна туятăн,

Упалла выртса канатăн.

 

Улăм – кĕлтелесе çыхман тырпул хунавĕ. Комбайнпа вырса çапнă тырпул хăмăлне тÿрех вăрăм та пысăк купа туса хураççĕ, ăна улăм ури теççĕ. Урари улăма хĕл каçиччен выльăхсене çитереççĕ, çаплах ытти çĕрте те усă кураççĕ. Ĕлĕкрех улăмпа кĕлет-лупас тата çурт тăррисене витнĕ çĕрте те усă курнă.

 

Уначă.

 

Умри шурă хут çине

Уначăсем хуратăп –

Уначăсен тăсăмне

У паллă пек куратăп.

 

Уначă – алăпа унаса вăрăмлатнă чуста татăкĕ. Уначă çинçе те, хулăн та пулать. Çинçе уначă тăсăмне пайăн-пайăн çĕçĕпе ваклас пулсан – салма, хулăн уначă тăсăмне ваклас пулсан – йăвача пулать. Салма – яшкара, йăвача çатма çинче пиçет.

Унаса хунă уначă чăннипех те У саспалли пек курăнать.

У саспаллипе пуçланакан сăмахсем чăваш чĕлхинче питĕ нумай.

 

Улатка.

 

Улатка – улатакка

Улмуççи çинче ларать,

Улмуççи такка-такка

Унăн сывлăхне упрать.

 

* * *

Ут утланса курман чух

Ут йăлине пĕлме çук.

 

Улатти.

 

Ултă çулхи Улаттин

Утланмашкăн мĕскер пур?

Улма чăпар лаши пур,

Урхамах пек учĕ пур.

 

Ăславсем.

 

* * *

Ултав хыççăн утакан урине хуçнă.

* * *

Улăпа та çĕнетĕн

Ун ăслайне пĕлсессĕн.

 

Улитке.

Улитке –

Ула сăнлă кĕлетке,

Упаленет пит аран

Утма ури çуккăран.

 

Ункă.

Ункă манăн алăра,

Ун çинчен çак калаçу:

Ункă вĕçне ан шыра –

Унăн вĕçĕ пулас çук.

 

* * *

Уйран кĕрсен уйран ĕç,

Уйран вăйна кĕртĕ кĕç.

 

Упашка.

 

Упа çури – Упашка

Утса пырать уйпала.

Уй варринче лупашка –

Урлă мĕнле каçмалла?

 

Тупсăмĕ: асапланса лупашка урлă каçмалла мар, лупашкаран пăрăнса иртмелле.

 

Ăславсем.

 

* * *

Усал çумне ан çулăх тенĕ.

 

* * *

Усал чĕрчун упа пур,

Унтан усал тата пур.

 

Я я

Ярапа.

 

Яра пар, яра пар,

Ярапине хама пар.

Ятлă хĕрне юта пар та

Ятсăррине хама пар!

 

Ярапа – хĕрарăм эрешлĕхĕн тата ытти юсавсен хăйне уйрăм пайĕ. Сăмахран, ярапаллă пиçиххи, ярапаллă тутăр, ярапаллă шÿлкеме тата ытти те. Акатуй вăхăтĕнче е катаччи чупнă чухне лаша тавра та ярапасем çакнă. Хальхи вăхăтра ярапасемпе сахал усă кураççĕ.

 

Явăнча.

 

Явкаласан мĕн пулать?

Явăнча пулса тăрать.

Явăм çине куçлатпăр –

Я саспалли куратпăр.

 

Явăнча – явкаланса тăракан япала (вĕрен, канат, çип тата ытти те). Укерчĕк çинче авăр е туна тăсăмне Я саспалли пек явкаласа хунă, çавăнпа вăл – явăнча.

Явăнча тесе явăнса ÿсекен ÿсенлĕхе те калаççĕ. Сăмахран, вьюн – вырăс сăмахĕ, çавах явăнча –чăваш сăмахĕ. Лиана – явăнса ÿсекен курăк. Ăна чăвашла лиана тесе мар, явăнча тесе куçармалла. Йытпырши (вьюнок) ятлă çумкурăкĕ те явăнса ÿсет, ăна та явăнча теме юрать. Пĕр япаланах пĕр ят та, икĕ ят та, нумай ят та тивĕçме пултарать.

 

Ялав.

 

Якур пирĕн, акă кур,

Ялав тытнă паян ир.

Ялав çинче çырни пур –

Ялан пултăр çирĕп МИР!

 

Ăславсем.

 

* * *

Яка пулмасан та ятуллă пул.

 

* * *

Ялăм, ялăм, ял пултăр,

Ял хушшинче ят пултăр.

 

Ярăнни.

 

Яланах кунта ян-ян,

Яланах кунта пасар.

Ярăнмашкăн май пулсан

Ярăнмасăр юлас мар!

 

Ăславсем.

 

* * *

Ярăнни – явапсăр савăнни.

 

Ярăнса курас тесен

Ярăнкăç та сĕтĕрен.