Автан тус

Ыхра (Тимофеев) Анатолий Александрович


    

Тупмалли

 

«Аван-и, ачасем!..»

 

КУ-КУ-РУК!

«Пукан»

Автобус, Ева тата дыня

Ева садике каять

Çерçи çумăрĕ

 

ПАВĂЛ, АТНЕР ТАТА ЫТТИСЕМ

Тата мĕскер ÿкерем-ши?

Эпĕ çырма пăрахни

Садик ачисем

Эпир кран шырани

Шуркка

Туслашни

Хăшĕ тĕрĕс каларĕ?

 

САР ЛĔПĔШ

Хĕл Мучи

Витали

Тăвансем

Сасăсем

Çерçи

Кăсăя

Тăмана

Куян çури

Халĕ эпĕ улттăра

Хур аçи

Кушакпа «шăши»

Алфавит

Ĕç йĕрки

Карап

Çĕр çырли

Ĕçченсем

Тавтапуç – рехмет

«Кăмака»

 

Аван-и, ачасем?

 

Сывă-и, мĕнле пурнаççĕ шимп-шимпсемпе чип-чипсем, нăрх-нăрхсемпе какаксем? Эпĕ-ха ку – Автан тус. Ахаль Автан тус мар, асамлă Автан тус. Эпĕ, шкул ачисем пекех, вулама та, шутлама та, юрлама та, ташлама та пĕлетĕп. Эппин, сире хăвăр çинчен çырнă çак кĕнекене вуласа парам-и? Ав: «Вула!» – теççĕ тĕнчери автансем кашни хăйĕн чĕлхипелен.

Ку-ка-ре-кук!

Ку-ку-ру-кук!

Ки-ки-ри-кик! – ку чăвашсен.

Ку-ка-ре-ку! – ку вырăссен.

Кÿ-кÿ-кÿ-рÿк! – ку çармăссен.

Ки-кри-кÿк! – ку тутарсен.

Ки-ки-ри-кук! – ку пушкăртсен.

Ки-кă-рă-ку! – ку осетинсен.

Ку-ку-ри-Гу-у! – ку пăлхарсен.

У-ÿ-рÿ-ÿ! – ку турккăсен.

Ку-ко-ри-ку! – ку венгрсен.

Ко-ко-ро-ко! – ку французсен.

Кÿ-кĕ-лĕ-кÿ! – ку голландсен.

Ко-ко-ри-ко! – кубенинсен.

Ку-ку-ри-ка! – ку непалсен.

Ко-ка-ду-дăл-ду! – ку акăлчансен.

Апла пулсан вулам-ха! пурте итлĕр! Итлекенĕ икерчĕ çинĕ тет. Икерчĕ çисе илемлĕ ÿснĕ тет.

 

КУ-КУ-РУК!

 

«Пукан»

 

Амăшĕ – милĕкре, Ева çырлара çÿреççĕ.

Хĕрĕм çулçă хушшинче чĕрĕп çури пек мĕкĕлтетет. Курăнмасть те.

Анне! Пукан пекки тупрăм. Ларса канам-и?

Амăшĕн Ева патне пыма вăхăчĕ пур-и?

Канах ĕнтĕ, – тет вăл. Сасă еннелле çаврăнса та пăхмасть.

Канаканĕ тепĕртакран качака путекки пек çухăрать:

Ай, вĕтеле-ет!

Хĕрĕ вĕлтрен хушшине ÿкнĕ пуль тесе амăшĕн чунĕ юлмасть. Кăткă тĕмĕ çинче ларать иккен. Шари çухăрать. Кĕпи, çытми, алли, ури – хуп-хура кăткă.

Кăткă вĕтелемест вĕт, çыртать. Вĕлтрен кăна вĕтелеме пĕлет, – вĕтĕ-вĕтĕ чĕр чунсене ирте-ирте хĕрне вĕрентет амăшĕ.

Хĕрĕм калать: «Тепрехинче çыртать тетĕп», – тет. Амăшĕ кулать. Иккĕшĕ те кулаççĕ.

Хĕвел те кулса ярать.