Атăл çилĕ

Малгай Иван Григорьевич

    

ТУПМАЛЛИ

Умсăмах

Тěрěслěх хăвачĕ

Манăн республикă

Тăван тавралăх

Аттеçěмěр

Ленин

Атăл çилě

Харсăр комсомолăм

Пирěн Çар

Тинěс салтакне

Чун ярăмě

Авăтать куккук

Илемлě сăнсем

Савăнать Анна аппа

Çуркунне

Çурхи кěвěсем

Юрă

Эх, савăнăç, савăнăç

Чехов çурчě

Крым каçĕ

Тăрнасем

Чуллă ту

Кам ырламĕ ыррине

Николаев – ман янташ

Мухтавлă Май

Эпě çамрăк строитель

Çулçăсем çаплах вěçеççě

Ас тăватăп: Атăл

 

УМСĂМАХ

 

Сывă-и, хисеплĕ вулаканăм,

Вулаканăм – кăмăллă тăванăм?

Пар ална.

Эп килтĕм çĕнĕрен,

Калаçатпăр иккĕн чĕререн.

 

Калаçатпăр иккĕн васкамасăр,

Нимĕн пытармасăр, вăтанмасăр.

Пар ална.

Ак манăн кĕнекем –

Чунпа çырнă сăвăсем.

 

ТĚРĚСЛĚХ ХĂВАЧĚ

 

Эп пĕлетĕп: тĕрĕслĕх хăвачĕ

Ман ăшă, манна çутă пачĕ.

Ачаран вĕрентрĕ чăн пулма,

Çĕршер çухрăм малалла пăхма.

 

Эп пĕлетĕп: тĕрĕслĕх хăвачĕ

Мана сывлăх, мана ырлăх пачĕ.

Вăл куллен телей кӳрсе тăрать,

Çынсемпе пĕр ретĕн уттарать.

 

Эп пĕлетĕп: тĕрĕслĕх хăвачĕ

Мана сывлăх, мана ырлăх пачĕ.

Вăл куллен телей кӳрсе тăрать,

Çынсемпе пĕр ретĕн уттарать.

 

Эп пĕлетĕп: тĕрĕслĕх хăвачĕ

Мана пурнăç, мана юрă пачĕ.

Вăл тыттарчĕ парти билетне,

Вăл кăларчĕ аслă çул çине.

 

Эп пĕлетĕп: тĕрĕслĕх хăвачĕ

Мана чăрсăр, харсăр кăмăл пачĕ.

Хăратмасăр шăрăх-сивĕрен

Тӳрĕ чунлă турĕ пĕчĕкрен.

 

Эп пĕлетĕп: тĕрĕслĕх хăвачĕ

Çĕршыва та пусмăртан хăтарчĕ.

Унăн пĕтĕм ирсĕр эшкерне

Аркатса тĕп турĕ тĕпренех.

 

Эп пĕлетĕп: тĕрĕслĕх хăвачĕ

Халăха хаваслăх туянтарчĕ.

Хăпарса тăп-тăрă тӳпене

Хĕвел сапрĕ ылтăн шевлине.

 

Эп пĕлетĕп: тĕрĕслĕх хăвачĕ

Космоса та ĕнтĕ çитсе анчĕ.

Ăçта чăнлăх-тĕрĕслĕх хĕрӳ, –

Çавăнпа чи чаплă çĕнтерӳ.

 

ТĂВАН ТАВРАЛĂХ

 

Эх, çĕршыв! Тăван тавралăх,

Куçăмран кайми сăнсем.

Шурă хурăнлăх, йăмралăх,

Юмахри пек вырăнсем…

 

Тĕлĕкре те тек куратпăр

Çак тăван вырăнсене, –

Ма тесессĕн юрататпăр

Çĕршыври илемсене.