Атьăр тухăр, тантăшсем
Давыдов-Анатри Василий Иванович
Атьăр тухăр, тантăшсем
Пурте аслă урама!
Лартар халĕ йывăçсем:
Йăмра, хурăн хурама.
Эпир лартнă йывăçсем:
Ӳсчĕр хăвăрт кашласа.
Вĕсем çинче кайăксем
Ларччăр юрă юрласа.
Пирĕн аслă урамсем
Капăрланччăр çулсерен.
Уншăн пурте, ачасем,
Тăрăшăр-ха чĕререн.
Атьăр тухăр, тантăшсем
Пурте аслă урама.
Лартар халĕ йывăçсем:
Йăмра, хурăн хурама.
1949
Пурте аслă урама!
Лартар халĕ йывăçсем:
Йăмра, хурăн хурама.
Эпир лартнă йывăçсем:
Ӳсчĕр хăвăрт кашласа.
Вĕсем çинче кайăксем
Ларччăр юрă юрласа.
Пирĕн аслă урамсем
Капăрланччăр çулсерен.
Уншăн пурте, ачасем,
Тăрăшăр-ха чĕререн.
Атьăр тухăр, тантăшсем
Пурте аслă урама.
Лартар халĕ йывăçсем:
Йăмра, хурăн хурама.
1949

