Ашак кĕперĕ

Кадкин Лев Кириллович

1

Земзивер шывне куçланă

Чĕр чунсем киле пуçланӑ.

Туса лартнă хулине −

Звериград текеннине.

 

Юхан шывӑн тепĕр енĕ

Хир-вӑрмансемпе тĕрленнĕ.

Юхнӑ çӑмӑл пĕлĕтсем,

Юр юрланӑ кайӑксем.

 

Çӳреме каçса шыв урлӑ

Пулнӑ чĕр чунсен кив сулӑ.

Шӑхӑрнӑ май çил хуллен

Кумнӑ сăвăр тус куллен.

 

Сӑвӑрӑн ун хӑй екки −

Кӑмӑл-туйӑм тӳлекки.

Ыйха путнӑ пĕринче...

Пĕтнĕ вӑл шыв тĕпĕнче!..

 

Çавӑнтан пурте хăраççĕ,

Земзивер урлӑ каçмаççĕ.

Юхан шыв пит сарлака,

Лекес марччĕ шарлака.

 

Çакӑ мӑн юхан шыва,

Çак таса, хитре шыва,

Килсе лекнĕ крокодил,

Курсанах хӑть вырт та вил!

 

Выçӑскер хаяр, каварлӑ,

Куçĕсем сивлек кӑварлӑ!

Хар! карать мӑн çӑварне:

Лекес марччĕ ун варне!

 

Çакӑ кӳршĕрен хӑраççĕ,

Пурте чĕтресе тӑраççĕ!

Бегемот та − самӑркка −

Аякка унран йӑрккать...

 

Хулара вӑл пысӑк пуçлӑх.

Унпала пуласшӑн туслӑ.

Ǎна Анӑçри манер

Пуç тайсах сумлаççĕ: «Мэр»!

 

Мэрӑн пит нумай ĕç-пуçĕ,

Çавӑнпа ун тимлĕ куçĕ

Хыт сыхлатъ пур йĕркене,

Каллĕ-маллĕ вĕркĕнет!

 

Вӑйланса влаçпа тӑруçӑн,

Вӑл крокодилран хӑрушӑ:

Тĕрлĕ шиклĕ чĕр чуна

Кӑтартмастъ ыр кун, чӑнах!

 

Пӑрӑнса унран çӳренĕ,

Шухӑша пĕрех сӳренĕ:

Крокодил юнашар чух

Шиксĕр пурӑнма май çук!

 

Пĕр ирпе ак илĕм-тилĕм

Упӑти те кашкӑр, тилĕ,

Мулкачи − мĕнпур чĕр чун

Пухӑннӑ пӑхса ун-кун...

 

Тытӑннӑ кӑшкӑрашма,

Мĕкĕрме-макӑрашма:

− Канӑç çук крокодилран

Пирĕн пур инкек − унран.

 

 

Ĕнер пурте шӑв-шав илтнĕ:

Крокодил кап! хыпса илнĕ

Жакпа Бил енотсене −

Тек кураймӑн вĕсене...

 

Кĕр-р те кĕр-р туса ырсассӑн

Пуçлӑха калаç пĕр саслӑн:

− Лартнӑ чух хуçа пулма

Шахвӑртрӑн кĕпер тума.

 

Мĕн пирки нушаланатпӑр,

Крокодилшӑн хур куратпӑр?

Шеп сӑмах тек кирлĕ мар

Хӑвӑртрах кĕпер тутар!

 

Унсӑрӑн ак кĕпĕр-кепĕр

Тухса кайӑпăр кĕç эпĕр,

Хамӑрӑн Звериграда

Текех таврӑнмӑпӑр та!..

 

Тӑвӑла чарасшӑн мэрĕ

Хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ.

Унӑн ӑслӑ шухӑш пур:

«Çиле хирĕç эс ан сур».

 

Кĕç пурне те тĕлĕнтерчĕ,

Татăклăн çапла пĕлтерчĕ:

«Ыйтӑвӑр пит ансат мар,

Çĕклĕпĕр кĕпер капмар!».

 

Ак ĕçне тума пуçларĕç −

Пуш-пушах вĕсен пуç ларĕ!

Проектне тӑвасчĕ чух −

Инженерĕсем те çук.

 

Пĕчĕк ĕç çеç мар пуçарнӑ −

Кун пирки сӑмах та сарнӑ!

Кирлĕ бут, металл, цемент,

Тĕрлĕ-тĕрлĕ инструмент.

 

Хулара та çук пулсассӑн

Ǎçтан тупӑн? Сывлӑн ассӑн...

Итлесем апла хама,

Тин пуçлап юмахӑма.

 

2

 

Звериградшӑн тӑрӑшмашкӑн,

Хӑвӑртрах кĕпер тумашкӑн

Чĕр чунсем пĕр кун вӑш-ваш

Хучĕç суйласа канаш.

 

Ĕнтĕ хӑвӑр ӑнланатӑр,

Пуçлӑх тивĕçне чухлатӑр:

Мэр вӑл хушусем парать,

Явапне канаш тытать.

 

Мэр тени çапла шутларĕ:

Упана хутпа вӑл ярĕ.

Келетки ун пит капмар,

Чунĕпе хӑравçӑ мар.

 

Хулана яма çав кирлĕ,

Мĕкĕрме пултарĕ вирлĕ.

Хăвăрт пурнăçлĕ ĕçе,

Вăл чухлать ман тивĕçе.

 

Пилĕк кун та иртрĕ пулĕ −

Çăмӑл мар çав хула çулĕ!

Пуç таяççĕ упана...

«Ну, кӑтартӑр хуçана!..»

 

Кантура кĕçех вӑл тупрĕ,

Хĕпĕртÿллĕн алă çупрĕ.

Йăлтăр-ялтăр таврара,

Юмах мар-и ку, ара?!

 

Коридорпала вăл куçрĕ,

Алăк хыççăн алăк уçрĕ.

Кашни алак хыçĕнче

Пăхăн пуçлăх куçĕнчен.

 

Кашни пӳлĕмрех тĕпчеççĕ:

«Сана мĕн-ха кирлĕ?» − теççĕ.

«Кирлĕ çĕн кĕпер!» − тесен

Пĕр хурав: «Плана кĕмен!»

 

Питĕ тăрăшуллă пулчĕ −

Упа пурпĕр нимсĕр юлчĕ.

Ǎнланмарĕç, тен, ӑна,

Тен, пĕлмест ăна-кăна...

 

Чунсăрла унпа хăтланчĕç:

− Кансĕрлен! − тесе шăртланчĕç.

Пĕр усал чĕр чун вара

Калаçмарĕ те вӑрах,

 

Лаплаттарчĕ: « Звериградшăн

Кирлĕ мар кĕпер картмашкăн.

Тупăр ӑшӑх вырӑна,

Каçӑр хирĕç çырана!»

 

Тепĕр кун упа ир кӳлĕм

(Тăп-тулли шӑв-шавлӑ пӳлĕм!)

Канаша хурав парать,

Чĕтресе кăна ларать.

 

 

Бегемот çилленчĕ кайрĕ:

− Мĕн чул вӑхӑт сая кайрĕ!

Эс пӑтратнӑ алӑка!

Тупман кирлĕ пуçлăха!

 

Уссӑр сулланса çÿрерĕн,

Утаман мучи, йӳтерĕн!

Халь яратпӑр кашкӑра,

Унӑн кӑмӑлĕ кӑра.

 

Кирлине вӑл тупса килĕ,

Килсенех награда илĕ.

Парăп хам тивĕçлине

Çĕклĕп эпĕ ун чинне.

 

3

 

Кашкăр хӑвӑрт чӑм пуçтарчĕ,

Хулана тухса чуптарчĕ.

Хуйхăрма ун çук сӑлтав,

Таврӑнсассӑн пулĕ тав!

 

Хулана вăл çитрĕ хӑвӑрт,

Кантура кĕç кĕчĕ йӑпӑрт.

Хут таврашĕ кӑтартса

Пачĕ ĕç пирки картса.

 

− Земзивер юхан шыв урлӑ

Кĕпер кирлĕ − унсӑр хурлӑх!

Пуçлӑхӑн сӑмах сахал:

− Тупма çук материал!

 

− Епле çук?! −

хӑрлатрĕ кашкӑр.

Туйрĕ: кĕç çиет муклашкӑ.

Алӑкра хуралти пек

Йытӑсем кĕтĕвĕпех!

 

Пур бульдог, сунар йытти,

Дог ятли тата ытти...

Харлатать ав бультерьер,

Тапăнасшан фокстерьер.

 

Урмăшса тăрать йыт йышĕ,

Кирек кам чĕри те йăшĕ.

«Фас!» тессе кĕт ӳкĕтет,

Самантрах тире сĕвет!

 

Айван мар-ха сăрă кашкăр,

Хÿри пурпĕр выртрĕ лаштăр!

Килĕшрĕ вăл хуравпа,

Сăпайланчĕ куравпа.

 

 

«Ятăм ман пулсан та кашкăр,

Кăмăлăм, эс халь ан чашкăр!

Туртса çурччĕр-и лăр-лар?!

Нимле чин та кирлĕ мар!..»

 

4

 

Кашкăра хыт айăпларĕç,

Канашра вăрах ятларĕç.

Бегемот ир еннелле

Чĕнчĕ хăй патне тилле.

 

Ун чеелĕхне пĕл ӳçĕн,

Хăйĕн ĕмĕтне тĕлл ӳçĕн

Шахвăртса та илĕртсе

Бегемот пуплет хĕртсе:

 

− Эсĕ питĕ паллă теççĕ,

Арăсланшăн та тус теççĕ.

Ǎнкаруллă та вăр-вар,

Пит хăюллă та хастар.

 

Савăнма та юрататăн,

Юрлама та пултаратăн.

Çĕклеме чун хăватне

Эс çӳрен автан патне.

 

Тепĕртак хавхаланмашкăн

Сĕнĕп хулана каймашкăн.

Стройка ĕçĕнче самай

Пулăшăн эс çула май.

 

Эп сана аван пĕлетĕп,

Ырă çул чунтан пиллетĕп.

Эсĕ чи пултарулли,

Пурнăçлăн ĕçе туллин.

 

Хĕпĕртерĕ чее тилĕ:

Бегемотăн тутлă пилĕ.

Йышăнчĕ вăл сĕнĕве −

Тек кĕтмерĕ чĕнĕве.

 

Капăр кĕрĕкне вăл уртрĕ

Хулана кĕç тухса юртрĕ.

Хӳрине вĕл-вĕл суллать,

Ĕмĕтне пыллать-çулать.

 

Хулара хÿреллĕ тилĕ

Лавĕпех-иç! Выртăн вилĕн!

Ют тилле хумаç шута,

Кăлăхах йăрккать-утать.

 

Куллине чĕлтĕртеттерчĕ,

Хӳрине вĕлтĕртеттерчĕ,

Йăпăл-йăпăл çеç сасси −

Пурпĕр туйăнмасть усси.

 

Хирĕлсе унпа пуплерĕç,

Куçранах кулса йĕплерĕç:

«Кĕпер ыйтавне татма

Кирлĕ мар куç вылятма».

 

Шанăçа вăл кĕреймерĕ,

Пуçлăха пыл сĕреймерĕ.

Сикрĕ ахалех йăлт-ялт −

Алăк хупăнчĕ шăлт-шалт!

 

Тилĕ килелле васкарĕ.

Пухăнсассăн канаш çарĕ

Тытрĕ вăл хăйне сăпай,

Сăмахларĕ пит самай:

 

− Кантурта эп пултăм, − терĕ, −

Питĕ тăрăшрăм-çке, − терĕ. −

Анчах чурăс хулара

Ĕç тухмарĕ-çке, ара...

 

Кун пек чух пулаймăн лăпкă,

Бабуинĕ-бандерлогĕ

Пăхкалать ав тунăн суд,

Мĕн-ши калĕ бегемот?

 

Кам çине вăл халь кăтартĕ?

Камăн шăпине вăл картĕ?

Кĕпер ĕçĕ ансат мар,

Чăрт сурса хумалăх мар.

 

Хывăнмасть кĕпер шыв урлă.

Бегемотшăн пысăк хурлăх:

Тытмасассăн сăмаха

Туртса çурĕç пуçлăха.

 

Чăрсăр та чее макака, −

Тем ăспа палкать-ха çакă, −

Хăлхинчен бегемота

Тăрăшсах пăшăлтатать:

 

«Инкеке сан лекес марччĕ,

Ашака хутпа ярсамччĕ!

Ĕç тухмарĕ тĕк шаках

Айăплатпăр ашака.

 

Хулана, ан тив, вăл чуптăр,

Нимĕн те унта ан туптăр.

Ма тесессĕн вăл − ашак,

Киле килĕ пуш-пушах.

 

Канаша пĕлтерĕн эсĕ:

− Пулчĕ-çке ашак хевтесĕр.

Çакăн пек кала тесе

Янăччĕ эп вĕрентсе.

 

Ашака эп кăлăх шаннă,

Унăн ĕçĕсем путланнă.

Стройкăна валли ăнман

Хăйăрпа цемент тупман.

 

Хушнине пурнăçлаймасăр

Инкек кÿчĕ вăл пит майсăр.

Айăпли кунта ашак −

Шаккăр пуçĕнчен шак-шак!

 

Чухламасть ашак нимскер те,

Ǎна лектĕр пур синкерĕ!

Усă кур ху влаçупа,

Кукăль çи пуçса çупа!».

 

5

 

Ашака кайса вăратрĕç,

Хулана ăна ăсатрĕç.

Пуçлăхшăн ку пит аван:

Айăплантăрах айван.

 

Хулана ашак ак килчĕ,

Пысăк шухăш пуçа илчĕ:

Ǎçталла ун каймалла,

Кампала калаçмалла?

 

Шыраса халтан вăл супрĕ,

Пурпĕр кирлĕ алăк тупрĕ.

Кантурта кумать чĕр чун,

Чупкалать кăна ун-кун.

 

Алăксем патне вăл пычĕ,

Пуçĕнче ун шухăш пулчĕ:

«Чим-ха, хăшĕнчен кĕрер,

Кам тăвать кунта кĕпер?»

 

Пуç ватма ыйту нумай ун,

Çаврăнса çÿренĕ майăн

Çапăнатчĕ вăл чутах

Ашакпа çамкаранах!

 

Пĕр-пĕрин çине пăхсассăн

Уйрăласшăнччĕ пĕр сассăр.

Иккĕш те пĕр самантрах

Пулчĕç шăп пĕр шухăшпах:

 

«Тен, тахçан тĕл пулнă мар-и?

Пĕр-пĕрне паллатпăр мар-и?

Пысăк мăкăль çамкара!

Тăвансем-çке-ха, ара!»

 

Ыталанчĕç пит хаваллăн,

Пиччĕшпеле шăллĕ калăн.

− Эсĕ-çке ку, Ашака?

− Тĕрĕсех çав, Машака!

 

Кăмăллăн тĕл пулнă хыççăн

Сăмахларĕç вĕсем уççăн.

Ыйтрĕ ашакран ашак:

− Хулара мĕн-ма эс çак?

 

− Туссене курас-ха терĕм,

Хамăн ĕç çинчен пĕлтерĕп,

Кам чухлать ашак ĕçне

Ашак тусĕсĕр пуçне?

 

Алăкне ашак кĕç уçрĕ,

Хăнипе пĕрле вăл куçрĕ

Хайĕн чаплă пÿлĕмне,

Вутлантарчĕ чун хĕмне.

 

Пÿлĕмре ашак пăлханчĕ:

Ал-ури ун йăлт чăлханчĕ.

Сĕтелсем − ретрен рете,

Ашак йышĕ черетпе.

 

Шут шутлаççĕ − тĕв тăваççĕ,

Цифрăсем танлаштараççĕ.

Сас тăрать: иа-иа!

Ĕçлĕ çав тери, ийя.

 

Вăй-хăват пухса хастаррăн

«Иа!» кăшкăрчĕ вăл аррăн.

Акă пӳлĕм шăпланать:

Асăрхарĕç хăнана.

 

Савăнсах эп пĕлтеретĕп:

Сиксе тăчĕç ретĕн-ретĕн

Ашаксем хĕпĕртесе,

Хамăрăн тăван тесе.

 

Сырса илчĕç, хупăрларĕç,

Ыталарĕç, çупăрларĕç.

Хăналарĕç сĕлĕпе,

Сăй сăйларĕç кĕлĕпе.

 

Шанчăка кĕрсен пĕлтерчĕ:

«Чĕр чунсен пит пысăк терчĕ −

Земзивер çыранĕнче

Çук кĕпер паян кунччен.

 

Крокодил шывра хаяррăн

Çăварне хапха пек карнă.

Хыпса çăтнă халь анчах

Икĕ енота тăнчах!

 

Пысăк хурлăхра хуламăр −

Ним тума пĕлместпĕр хамăр.

Элчĕ турĕç те мана

Ячĕç çакă хулана

 

Сирĕнпе канашламашкăн,

Кĕпер ыйтăвне татмашкăн...»

Хыт тимлерĕç ашаксем,

Пулчĕç пулăшма вĕсем:

 

«Ку ыйту вăл пирĕн мар-ха...

Пурпĕрех кĕпер тăвар-ха».

Ыйтрĕ ашакран ашак:

«Качака кĕрсен хушша?..»

 

«Унăн кантурне кĕместпĕр, −

Тет тепри, −

ăна хĕртместпĕр.

Пирĕн совесть тап-таса.

Парăпăр кĕпер туса.

 

Йăлт шутлатпăр, тĕрĕслетпĕр,

Земзивер çулне виçетпĕр.

Вĕçлĕпĕр ĕç вăхăтра,

Пурăнар вара хăтра.

 

Ĕç-пуçа часрах тумашкăн

Хăв та тăрăш пулăшмашкăн.

Кĕпере епле тăвар?

Тăрăх? Урлă? Сĕнÿ пар!».

 

Хай ашак хушса каларĕ:

− Çырма тăрăх чаплăн ларĕ!

Шĕвĕр шăллă крокодил

Ун çинче тăваймĕ кил.

 

− Хак пирки халь пуплеместпĕр!

Пурнăç хаклĕ − кам пĕлмест-тĕр?

Мĕн шутлатăн, Ашака?

− Питĕ тĕрĕс, Машака!

 

Калаçса йăлт татăлсассăн,

Килĕш ӳсене тусассăн

Тытăнчĕç проект ĕçне:

− Хăвăртрах курас вĕçне!

 

Яра кунăн, каçлăн-ирлĕн

Çырчĕç те ӳкерчĕç вирлĕн:

Хут çинче − мăнаç кĕпер

Шыва тăрăх чип-чипер!

 

Кĕпер тăршшĕ − вăтăр çухрăм!

Проектне вулаççĕ туххăм.

Чупрĕçĕ жираф патне,

Ларттар терĕç пичетне.

 

6

 

Поездсем васкаççĕ ĕнтĕ,

Турттармашкăн кантур сĕнчĕ

Кирпĕч, хăйăр та цемент,

Тĕрлĕ-тĕрлĕ инструмент.

 

Хутнă кăмакари евĕр

Çыранра − ĕçлев кĕрлевĕ.

Крокодил кĕтмен куна −

Тарнă вăшт Африкăна.

 

Пурпĕр савăнса пулмарĕ,

Мэрăн кăмăлĕ тулмарĕ.

Шыва май çĕклемĕ мэр

Вăтăр çухрăмлă кĕпер.

 

Урчĕ, çухăрчĕ хаяррăн,

Пухрĕ канаша вăр-варрăн.

Ашака унта чĕнет,

Сăмахпа ăна хĕнет:

 

− Ытлашши тимлерĕн эсĕ,

Юсрĕ Звериград кĕтесĕ!

Вараларăн çырана.

Мĕн калам тус-тăвана?..

 

Васкаса приказ вăл çырчĕ

Ашака ĕçрен кĕç пăрчĕ.

Кайрĕ леш çынсем патне,

Манчĕ Звериград ятне.

 

Пурăнать халь хурланусăр,

Çынсене кĕрет вăл усă.

Çĕклесе çÿрет тавар

Тăрăшуллă янавар.

 

Кĕрессе ята мэр туйрĕ,

Пухура пурне те суйрĕ,

Айăпларĕ ашака −

Çăлăнчĕ хăй вăш-вашах.

 

Халĕ те-ха астăваççĕ

Чĕр чунсем − халап калаççĕ

Земзивер тăрăх ашак

Хывнине кĕпер-каçак.

 

Халĕ те çав кĕпере

Тăваймаççĕ тет пĕрех...