АСАМЛĂ ВĂРМАНТА
Воробьева Раиса Васильевна
Çула тухнă ачасем,
Тытнă алран-ал вĕсем.
Тиевпе иккен хăйсем:
Пĕчĕкçĕ кутамккисем.
Йĕри-тавралла пăхса,
Савăнса, йăл-йăл кулса,
Юрласа та выляса
Кĕрсе кайрĕç вăрмана.
Мĕн кăна ӳсмест кунта:
Шурă хурăн, вĕрене...
Сар çăка епле тата
Сарнă ырă шăршине.
Ват юман пуçне сĕлтсе,
Çулçипе пăшăлтатса,
Туратне лăс силлесе
Кĕтет ырă кун сунса.
Пит асамлă эс, вăрман,
Шав туртатăн хăв патна.
Эс, вăрман, пур кăмăлтан
Мул сĕнен кашни çынна.
Тытнă алран-ал вĕсем.
Тиевпе иккен хăйсем:
Пĕчĕкçĕ кутамккисем.
Йĕри-тавралла пăхса,
Савăнса, йăл-йăл кулса,
Юрласа та выляса
Кĕрсе кайрĕç вăрмана.
Мĕн кăна ӳсмест кунта:
Шурă хурăн, вĕрене...
Сар çăка епле тата
Сарнă ырă шăршине.
Ват юман пуçне сĕлтсе,
Çулçипе пăшăлтатса,
Туратне лăс силлесе
Кĕтет ырă кун сунса.
Пит асамлă эс, вăрман,
Шав туртатăн хăв патна.
Эс, вăрман, пур кăмăлтан
Мул сĕнен кашни çынна.

