Асамлă ала

Зотова Галина Вячеславовна

Пěр хěрарăмăн тăватă ача пулнă тет: икě хěрпе икě ывăл: Хěл - паттăр, Çурпи, Çуллапи тата Кěр - паттăр.

Хěл-паттăр питě хаяр пулнă тет. Пěр сăлтавсăрах кÿллешме юратнă, çилленсе кайсан ниепле те чарма çук тет, çавăрттарать кăна пÿртри япаласене айăн-çийěн. Чěр чунсене курайман тет. Вěсем ăна курсан хăранипе хăйсен шăтăкěсене тарса пытаннă тет. Кайăксене чулпа пенě, кайăксем те ăна курсан аяккалла вěçсе тараççě тет.

Çурпи ăшă кăмăллă, питě хитре пулнă тет, симěс çÿçлě, кăвак куçлă, чечексемпе выляма, улăх-çаран тăрăх çарран чупма юратнă тет.

Çуллапи тутлă çиме юратнă. Çырла-панулми кăмăлланă, хăяр-помидорне те тиркемен тет. Питě ěçчен пулнă тет, кăвайт чěртсе апат-яшка пěçернě, хăш-пěр чухне кăвайтне сÿнтерме те манать тет.

Кěр-паттăр та апат таврашне тиркемен, уйрăмах çěр улми çинě, слива компотне ěçме юратнă. Каччă питě хитре тумланнă, костюмě сарă, кěпи хěрлě, туфлийě хăмăр... Кěр-паттăрăн кăмăлě тěрлěрен - лайăх чухне чиперех, анчах та пěр йěме пуçласан ниепле те чарма май çук, - йěрет те йěрет пěр вěçěмсěр.

Вилес умěн амăшě ачисене хăй тавра пуçтарчě тет. Вěсене пěр пы-ы-сăк ала парнелесе хăварать, кашнинех çак алапа виçшер уйăх хушши усă курма хушса хăварать тет.

Чи малтанах алапа аслă пиччěшě Хěл-паттăр усă курать. Вăл аланăçемěн çěр çине шурă тăкăнать, çěр самантрах шурă çивиттипе витěнет. Хěл-паттăр ала тытнине курсанах чěр чунсемпе кайăксем тарса çухалаççě тет. Хěл-паттăртан хăранипе. Хăш-пěр чухне Хěл-паттăр алапа чиперех аллать, анчах та çилленсен алари çăнăх та çавăрăнать кăна.

Çурпин алапа усă курмалли вăхăт çитет, анчах та Хěр-паттăр алана ниепле те хăй аллинчен вěçертесшěн мар, аллать те аллать пěр вěçěмсěр, аран-аран ÿкěте кěртет Çурпи хăйěн пиччěшне алана хăйне пама.

Çурпин кÿреннипе куçěнчен куççуль тухать, çěр çине те ала витěр тăкăнаççě куççуль тумламěсем.

Çурпи алапа аллама тытăнсан çěр çине чечек-курăк тăкăнать, чěр-чун кайăксем тинех хăйсен килне таврăнаççě тет.

Нумаях усă курма пÿрмен-мěн Çурпине алапа. Черет Çуллапине çитнě иккен. Ачасем! Юмаха пěрле вěçлер-и?