Асăнмалăх, савăнмалăх

Трубина Марфа Дмитриевна

    

Тупмалли

АСĂНМАЛĂХ, САВĂНМАЛĂХ
ЧĂПАССИ
КАМПУР

 

 

АСĂНМАЛĂХ, САВĂНМАЛĂХ

I

Кĕрхи каç. Çап-çутă курăнакан шкултан ачасем шавласа тухрĕç. Ял тăрăх çинçе сасăпа калаçни, кулни илтĕнсе кайрĕ. Ушкăнĕ-ушкăнĕпе ача-пăча килелле саланать. Пĕрисем сăвăсене кам илемлĕрех калани çинчен калаçаççĕ, теприсем вăйăсем аван пулнине, юрланине, ташланине ырлаççĕ.

Акă икĕ ача урам вĕçнелле утса пырать. Вĕсенчен пĕри хăйсен килĕ умне чарăнчĕ, тепри малалла утать.

Ăсатса ярас мар-и сана, Борис?

Пĕччен те утма аван.

Ача килне кĕрсе кайрĕ. Борис малалла утрĕ.

Ял çинче ача-пăча сасси лăплана пуçларĕ. Борис килнелле васкать, кĕçĕр шкулта мĕн пулни çинчен шухăшласа пырать. Савăнăçлă самантсем асран каймаççĕ.

Акă сцена çинче пионер дружини. Ялавсем хушшинче Сталинăн пысăк сăнĕ. Пионера кĕрекен виçĕмĕш класс ачисем ун умĕнче тăраççĕ. Борис чи малта. Ачасем тупа сăмахĕсене пĕтĕм чĕререн хĕрӳллĕ каларĕç. Аслă пионервожатăй Зоя Борис мăйне галстук çыхрĕ. Борис салют парса ытти пионерсен ушкăнне кĕрсе тăнă чух, Сталин ăна куçран ăшшăн пăхса илнĕнех туйăнчĕ. Çĕнĕрен пионера кĕнĕ ачасене саламласа пионерсем, комсомолецсем, учителсем сăмах тухса каларĕç. Унтан пурте пĕрле юрларĕç, вылярĕç... Мĕн чухлĕ савăннă паян...

Çакă шухăшсемпе Борис хăйсен тĕлне çитрĕ. Пăхать – вĕсен пÿртĕнче икĕ пӳлĕмĕнче те çап-çутă.

Мĕншĕн анне малти пӳлĕме те çутнă вара? – тĕлĕнчĕ Борис. Вăл картишне кĕчĕ. Çенĕхре те çап-çутă. Борис амăшĕ колхоз электростанцинче ĕçлекен техник. Вăл электричество вăйне перекетлес тесе килĕнче пĕр лампочка çеç çутаканччĕ, халĕ—пĕтĕмпе çап-çутă.

Борис, алкум вĕçĕнче çĕнĕ пушмакне хырса тасатнă чух, лупас айĕнче лаша тăнине асăрхаре. Лаша кăмăртаттарса те утă, те сĕлĕ çиет.

Кам килнĕ-ши?—шухăшларĕ Борис. Вăл картлашка çине хăвăрт хăпарса çенĕхе кĕчĕ. Ура сассине илтсе пулĕ, ăна хирĕç амăшĕ тухрĕ. Вăл уяв чухне тăхăнакан шурă çухаллă илемлĕ кăвак кĕпепе, пуçне чечеклĕ пурçăн тутăр çыхнă.

Анне, кам килнĕ пирĕн пата?—ыйтрĕ Борис çĕмĕрт пек йăлтăркка куçĕсене вылятса.

Хăна килнĕ.

Борис тĕлĕннĕ пек пулчĕ:

Мĕнле хăна? Ка-ам?

Эсĕ пионера кĕнине уявлас терĕм. Çакă куна хисеплесе, хамăра чи çывăх çынсене хăнана чĕнтĕм. Кукаçу килнĕ. Кĕçĕр вăл кунтах çывăрать. Тата тепĕр çын килмелли пур-ха. Асту, ывăлăм, тирпейлĕ кĕр. Уру таса-и? Костюм вараланман-и?

Çапла каласа, амăшĕ ывăлне пуçĕнчен пуçласа урине çитиех тĕрĕслерĕ. Паян пуçласа тăхăнна çĕнĕ костюмĕ те, кепки те, пушмакĕ те Борисăн таса пулнă; мăйĕнчи хĕрлĕ галстукĕ вара яка, илемлĕ курăннă.

Борис пӳрте кĕрсенех сĕтел умĕнче ларакан кукашшĕ патне чупса пычĕ. Кукашшĕ тĕрĕллĕ кĕпепе, хура пиншак тăхăннă. Вăл кĕрнеклĕ старик, кăвак сухалне якаткаласа сĕтел умĕнчен тăчĕ те ачана пуçĕнчен шăлса çурăмĕнчен лăпкарĕ.

Ну, ачам, пионера кĕмелĕх те ӳсрĕн... Лайăх вĕрен, чи аван пионер пул. Çак уяв кунĕ ман сана асăнмалăх япала памаллачче, анчах эпĕ нимĕн те илсе килеймерĕм. Аннӳ эсĕ пионера кĕрессине паян ирхине çеç телефонпа пĕлтерчĕ. Районти магазина кĕрсе пăхрăм. Нимĕн илме аптрарăм. Хăвна мĕн кирлĕ пек туйăнать, çавна илсе парас терĕм. Мĕн кирлĕ-ха сана, кала, тепре килнĕ чух илсе килĕп е пуштăпа ярăп.

Тавах сана, кукаçи...

Кала ĕнтĕ мĕн кирлине. Пĕлсе каям та, кайран ярса парăп, – терĕ старик.

Ху килейместĕн-и?

Çук пуль çав. Инçе пурăнатăп вĕт. Тата совхозра ĕç нумай. Паян санăн уявна çитес – тесе васкарăм. Мĕнле вĕренетĕн-ха, каласа пар. Мĕнле çыратăн, тетрадьсене кăтарт.

Старик пиншак кесйинчен куçлăх йĕнни кăларчĕ.

Мĕнле паллăсем илетĕн?

Тройкăпа çӳреместĕп, – шӳтлерĕ Борис.

Апла эппин, – кăмăллă кулчĕ старик. Борис сумкинчен тетрадьсем кăларса кукашшĕне тыттарчĕ. Кукашшĕ куçлăхне тăхăнса вĕсене пăхса, тухрĕ.

Таса çыратăн, аван. Йăнăшсем те çук, – мухтарĕ вăл.

Çак самантра Борис амăшĕ шурă çитти сарнă сĕтел çине хăна валли апатсем хатĕрлесе те хунă. Çутă сăмаварĕ сĕтел пуçĕнче пăс кăларса ларать. Бориспа кукашшĕ сĕтел хушшине вырнаçрĕç. Хапха сасси илтĕнчĕ. Кăшт тăрсан, пӳрте кăвак пальто тăхăннă, хура çĕлĕклĕ лутрарах старик куçлăхне йăлтăртаттарса кĕчĕ.

Борис ăна салют пачĕ.

Аван пурăнатăр-и, сывă-и? — терĕ старик, йăваш сасăпа.

Пурăнатпăр-ха, Иван Андреевич. Хăвăр мĕнле? Килĕрех, иртĕр тĕпелелле, – ăшшăн кĕтсе илчĕ ăна Борис амăшĕ. Вăл старикĕнне çĕлĕкне, тумтирне пăтана çакрĕ, хăйне кĕрекене ларма сĕнчĕ.

Ку ман атте-ха – Сергей Петрович, совхозри агроном, улма-çырла ӳстерес тĕлĕшпе ĕçлет, – паллаштарчĕ Борис амăшĕ.

Эпĕ – Борис учителĕ, – терĕ Иван Андреевич. Стариксем пĕр-пĕрне алă тытрĕç. Унтан Иван Андреевич Борис патне пычĕ, ăна кĕнеке пачĕ. Кĕнекин хуплашки çине Ленинăн ача чухнехи сăнне ӳкернĕ.

Примерлă пионер пул. Аван вĕренме, ĕçлеме тăрăш.

Борис хĕрелсе кайрĕ, учителе тав турĕ. Вăл кĕнекине пӳрне вĕçĕпе çеç уçса пăхма тытăнчĕ. Хуплашкине уçсанах, кĕнекен малтанхи таса страницинчех. «Юратнă вĕренекенĕме – Бориса» тесе Иван Андреевич алă пусса çырни куç умне тухрĕ. Борис питĕ хĕпĕртерĕ.

Хăпарать вĕт майĕпе, ӳсет, – терĕ кукашшĕ, Борис çине савăнăçлăн пăхса. – Халь çеç пĕчĕккĕччĕ.

Ашшĕ çара кайни тăватă çул иртрĕ ĕнтĕ. Хăçан ӳсĕ-ши ывăлăм, теттĕм. Ӳсрĕ, хама пулăшакан пулчĕ, – терĕ амăшĕ, аш куклине хăнасем умне лартса.

Ывăлĕ ӳснине ашшĕ кураймарĕ çав, – Иван Андреевич ассăн сывласа илчĕ. – Борис ашшĕ ман Леонидпа пĕр кун пуçне хунă. Вĕсем вилни ĕнтĕ çулталăк тулчĕ. Хĕрĕх пĕрремĕш çулта вунвиççĕмĕш ноябрьте, Мускава тăшмансенчен хӳтĕленĕ чух, паттăррăн пуçĕсене хунă вĕсем.

Борис амăшĕн куçĕнче куççуль йăлтăртатрĕ. Вăл айккинелле пăрăнса куçне шăлчĕ те хăнисене кĕрекере мĕн пуррине сĕнсе хăналама пуçларĕ. Пурте пылпа чей ĕçме, кукăль çиме тытăнчĕç.

Ах, манса та кайнă,—терĕ Сергей Петрович.

Пурте Сергей Петрович еннелле çаврăнса пăхрĕç.

Мĕне вара, атте?—ыйтрĕ Борис амăшĕ.

Панулми пĕр пештĕр илсе килнĕччĕ эпĕ, та-ак, астуман та илсе кĕме, тăрантас çинех юлнă. Тух-ха, Борис, илсе кил. Пештĕрне утă айне хунăччĕ.

Борис сĕтел хушшинчен тухса вăркăнчĕ. Амăше ачине кулса пăхса юлчĕ.

Панулми тесен пите хĕпĕртет вара.

Калаçу пĕлтĕрхи сивĕпе улмуççи пахчисем хăрса пĕтни çинчен пуçланса кайрĕ, Иван Андреевич шкул пахчинчи çамрăк та паха улмуççисем хăрнине хуйхăрса пĕлтерчĕ.

Пирĕн совхозра улмуççисене сивĕ питех сиенлемен,—терĕ Сергей Петрович.

Мĕнле çăлăнса юлнă-ши? – тĕлĕнчĕ Иван Андреевич.

Юр тытти тунă эпир. Пирĕн питомнике кашни хĕл юр шăлса каять. Улмуççисем вара аван хĕл каçаççĕ.

Вăл-темĕн Борис пысăк пештĕре йăтса та кĕчĕ, ăна кукашшĕ çывăхне пукан çине лартрĕ. Сергей Петрович улмасене пĕрерĕн-пĕрерĕн илсе сĕтел çине хума тытăнчĕ. Улмисем питĕ шултра. Хăшĕ сарă, йăлтăркка хупăллă, хăшĕ хĕрлĕ. Пӳрте улма шăрши сарăлчĕ.

Ку улма ранет текенни, ку – бельфлер китайка. Акă антоновка, пĕрехçи çуршар кило туртаканнисем те пулаççĕ. Пурте Мичурин сорчĕсем,—ăнлантарать кукашшĕ. Бориса вăл чи пысăк улмине тыттарчĕ. Ача кукашшĕне тав турĕ, шурă шăлĕпе улмана çыртрĕ, тутипе ĕмсе илчĕ. Кунашкал тутлă улма Борис нихçан та çисе курман. Тĕлĕнмелле тутлă! Акă стариксем Мичурин çинчен, унан пурнăçĕпе чаплă ĕçĕсем çинчен хĕрсе кайса калаçаççĕ. Борис улма çисе вĕсене итлесе ларать. Амăшĕ хăнисене ĕçме-çиме сĕнет.

Паçăрах шухăшлаттăм: уяв ячĕпе Бориса мĕн парса парнелес-ха, тетĕп, — хушса хучĕ çав калаçу хыççăн Борис кукашшĕ. – Иван Андреевич, акă мĕнле шухăш пур манăн... Эсир шкул пахчине чĕртсе яма шутлатăр вĕт? Шутлатăр. Эпĕ те пулăшам сире. Пирĕн совхозра Мичурин сорчĕ улмуççисем сутаççĕ. Килес çуркунне вĕсене кăларса лартма пулать. Çав улмуççи тĕмисене ярса парам сирĕн пата.

Тавах ыр кăмăлăршăн, Сергей Петрович!

Ара, сирĕн шкулта Борис вĕренет-çке. Ăна хам парас парне çав пултăр. Улмуççисем хăйпе пĕрле, ун юлташĕсемпе пĕрле çитĕнччĕр. Асăнмалăх, ĕçлесе савăнмалăх пулччăр вĕсем валли... Çапла юрать-и, Борис?—Тупа тунă пекех ача еннелле çаврăнса ларчĕ кукашшĕ.

Мĕн тери тав тăвас килчĕ ăна Борисăн! Кăмăлĕ çĕкленнипе хирĕç ним калама пĕлмерĕ вăл, пит-куçĕ кăна çиçсе илчĕ. Вăхăт чылай иртрĕ. Иван Андреевич хăйне хăна тунăшăн, Сергей Петровича – шкулшăн пит ырă ĕç тума пулнăшăн тав туса тухса кайрĕ. Бориспа кукашшĕ çывăрма шутларĕç. Амăшĕ те, сĕтел çинчи тирĕк-чашăксене пуçтарсан, çăвăнчĕ, вара çутă сӳнтерсе выртрĕ.

Пӳртре шăп. Стена çумĕнчи сехет шаккани çеç илтĕнет. Борисăн ыйхи çаплах килмест. Эх, часрах ӳсесчĕ Борисăн. «Аннем! Эсĕ атте вилнĕ пирки час-часах йĕретĕн. Пирĕн хуйхă пысăк. Манăн сана нихçан та начар вĕренсе кӳрентерес марччĕ. Хам ӳссессĕн сана аван пурăнмалла тăвасчĕ», – тесе шутласа выртать Борис. Акă тата кукашшĕпе хăйĕн учителĕ калаçнисем ăна шухăшлаттараççĕ. Пионера кĕни чăн-чăн уяв пулчĕ вĕт-ха. Учитель парнелесе кĕнеке пачĕ. Кукашшĕ тата, кукашшĕ!.. Шкул пахчине чĕртсе яма пулăшăп, терĕ... Çапла Борис шухăшĕсем е кукашшĕ çинчен, е хăйĕн учителĕ çинчен астутарса тăраççĕ. Ача класра вĕренсе ларнине аса илчĕ. Учитель пырса кĕрсен, класс çуталса, илемленсе кайнăн туйăнать. Ачасене урок ăнлантарса пана чух класра шăп. Борисăн учитель çинчен куç илес килмест. Парса янă урока тăвас килет. Вĕренме пуçланăранпа Борис уроксене хатĕрлемесĕр шкула кайса курман. Пĕрре Иван Андреевич чирлесе виçĕ кун шкула пыраймарĕ. Борис ăна курас килнипе тунсăхласа çитрĕ. Иван Андреевич пек юратакан учитель Борисăн урăх пулас та çук пек туйăнать. Кукашшĕ мăшлатса сывланине илтсе, Борис шухăшĕ ун çине куçрĕ.

Ман кукаçи пек аван кукаçи никаман та çук, – терĕ вăл хăй ăшĕнче. – Чаплă çын ман кукаçи. Вăл Мускава съезда кайсан Сталина курнă. Ялхуçалăх выставкинче преми илнĕ. Ах, кукаçи улмисем мĕнле... Çавăн пек улма пахчи пирĕн шкулăн та пулать...

Бориса, çапла чылай шухăшласа выртнă май, ыйхă пуса пуçларĕ. Акă ун умне пысăк панулми куçса пырать. Пĕрре пычĕ, иккĕ... Питĕ нумай улма... Телĕкре вăл çĕрĕпех улма курчĕ. Шкул пахчинче вĕсем темĕн чухлĕ панулми ӳстернĕ пек.

Тепĕр кун ирхине Борис кукашшĕ киле кайма хатĕрленчĕ.

Сывă пулăр ĕнтĕ, часах килеймĕп.

Кĕрнеклĕскер, Борис патне пĕшкĕнчĕ, ăна пуçĕнчен ачашларĕ. Борис кукашшĕне сасартăк мăйран ыталаса илчĕ:

Кукаçи, Мичурин улмуççийĕсем пирки, мĕнле вара?.. Чăнах пулать-и?

Чăн сăмахăн суйи çук, – терĕ кукашшĕ, кăвак сухалне кăмăллă якаткаласа. – Çуркунне илсе килĕп, халĕ улмуççи лартма каярах юлтăмăр. Шкул пахчи валли те, кил пахчи валли те илсе килĕп.

 

II

Шкул лартнă йывăçсем вăрман пек курăнаççĕ. Карта хĕррипе чăрăшсем, çăкасем, хурăнсем ӳсеççе. Пахча варринче тĕрлĕрен çырла тĕмĕсем: хурлăхан, чие, йăранĕ-йăранепе виктори. Çуркунне, юр кайса çĕр типсен, шкул пахчинче ĕç пуçланса каять. Уроксем пĕтнĕ хыççăн ачасем киле кайса килеççĕ те шкул пахчине пухăнса ĕçлеме тытăнаççĕ: кĕреплепе тураса, шăпăрпа шăлса тасатаççĕ, пĕтĕм хăрăк-харăка, çӳп-çапа пухса çырмана кăларса пăрахаççĕ, унта вут чĕртсе, çунтарса яраççĕ.

Çанталăк ытарма çук: хĕвел пăхать, ăшă. Кăвак тӳперен тăри сасси юхса анать, вăл уçă сывлăшра чĕтренсе илемлĕн илтĕнет. Ача-пăча калаçни пахчара йăн-ян каять.

Иван Андреевич, чие айне мĕн тарăнăш хусăкламалла?

Çапла туни юрать-и, аван-и?

Пăхăр-ха, Иван Андреевич, мĕнле хурт ку?

Шурă кĕпе, улăм шлепке тăхăннă старик, куçлăхне хĕвел çинче йăлтăртаттарса, ачасем хушшинче çӳрет. Вăл е кĕреçе тытса йывăç тавра хусăкласа кăтартать, е кукăр çĕççипе йывăç туратне касать, мĕншĕн касмаллине, мĕнле касса илмеллине каласа парать. Тата тупăннă хурт мĕнрен сиенлине, ана мĕнле пĕтермеллине каласа ăнлантарать. Ĕç ăнса пырать. Ачасем учитель хушнă пек тăрăшса тăваççĕ, шакăлтатса калаçаççĕ, хăш чух юрлаççĕ те. Акă ачасем учитель тавра канма ларчĕç.

Çырла тĕмĕсене мĕнле лартмаллаччĕ-ха, ачасем? – ыйтрĕ учитель. – Кам каласа парас тет?

Ачасем пурте: эпĕ калатăп, эпĕ калатăп, тес алă çĕклерĕç.

Борис, каласа пар-ха.

Борис, хĕвел çинче ĕçленипе хĕрелсе ăшăрхаса кайнăскер, чие тĕмĕсене лартмалли çинче каласа пачĕ.

Улмуççине çуркунне лартас пулсан, шăтăкĕсене хăçан чавса хумалла? – ыйтрĕ учитель.

Шăтăкĕсене вара кĕркуннех чавса хатĕрлемелле, – терĕ Борис.

Малалла Витя каласа парать.

Витя, хĕрлĕ çӳçлĕ, çерçи çăмарти пек хуратутлă; ача, нӳрлĕ сăмсине тутăрпа шăлса илсе калама тытăнчĕ:

Улмуççи лартас умĕн шăтăка тислĕкпе хутăштарнă тăпра ямалла...

Витьăн çинçе сасси илтĕнчĕ те чарăнса та ларчĕ.

Вара мĕн тумалла? – ыйтрĕ учитель.

Вара шăтăка шыв ярса тислĕклĕ тăпрана хутăштармалла та улмуççине лартмалла.

Апла мар, – хăвăрт каларĕ Борис, – Витя сиктерсе хăварчĕ.

Мĕн каламасăр хăварчĕ? – ыйтрĕ учитель.

Борис улмуççи тĕпне лартсан, ăна çыхмалли юпана кăнтăр енне лартса хăвармаллине, улмуççи тымарне лартас умĕн тислĕк шĕвекĕ çине чиксе кăлармаллине каласа пачĕ.

Борис тĕрĕс каларĕ, – кăвак куçлă куçлă, сарă çӳçлĕ Варуç.

Çапла, – терĕ учитель. – Витя, малалла кала!

Витя калама тытăниччен Борис çине сиввĕн пăхса илчĕ, вара кăштах улшăннă сасăпа улмуççие мĕнле лартмалли, ăна лартсан юпа çумне мĕнле çыхса хумалли çинчен каласа пачĕ.

Çакăн хыççăн учитель ларнă çĕртен тăчĕ. Ачасене ыран, урок пĕтсен, татах ĕçлеме килмеллине астутарчĕ, халĕ киле кайма хушрĕ.

Ыран мĕн тăватпăр? – ыйтрĕ пĕр хĕрача.

Колхоз утарне каятпăр. Унта шăлса тасатмалла тата виктори лартмалла.

Ĕçлесе ывăннă Иван Андреевич шкул пахчинче ларакан çутă кантăклă пӳрт енне, хăй хваттернелле утрĕ.

Шкул пахчинчен тухнă чух Витя Бориса хулĕнчен чĕпĕтсе илчĕ.

Эсĕ мĕн мана пӳлсе калатăн? – шăртланчĕ вăл. – Эпĕ хам та пĕлеттĕм, кăшт çеç астуса илеймерĕм. Парăп та акă пĕрре, тĕшĕрĕлсе те анăн.

Кăна илтсен, Борис та чышкине чăмăртарĕ, анчах, çапăçма юратманскер, чышма май пур çĕртенех чышмарĕ. Унтан пĕр-икĕ утăм хăпса каларĕ:

Эсĕ каламасăр хăварнине хушса калама та юрамасть-им?

Тупăннă пахчаçă. Пĕлекенни! Кукаçи Мичурин сорчĕсем илсе килет тесе мухтанатăн... Шкул пахчи валли мар, хăвăр валли те илсе килмест акă.

Сан ĕç çук унта, – терĕ Борис, Витя çине сиввĕн пăхса илсе. Вăл Витя çине тарăхсах кайрĕ. Унтан хăвăртрах хăпас тесе, калинккерен хăвăрт тухрĕ те килнелле чупрĕ.

Борис шкултан килсе апат çинĕ хыççăн урок хатĕрлеме ларнăччĕ çеç, урамра грузовик сасси илтĕнчĕ. Ача кантăкран пăхрĕ. Машина хапха умне чарăнчĕ. Борис урама чупса тухрĕ. Шофёр кабинăран пăхса:

Сергей Петрович улмуççи парса ячĕ. Пушатиччен малтан çыру вуласа тух-ха эппин, – шофёр Бориса комбинезон кĕсйинчен конверт кăларса пачĕ.

Борис кукашшĕ çырăвне вулама тытăнчĕ.

«Савнă ывăлăм! Сирĕн пата хам пыраймастăп: совхозра ĕç питĕ нумай. Кăçал совхоз Мичурин сорт улмуççисем нумай сутрĕ, юлашки çĕр тĕпне ярса паратăп. Практикăна пынă çамрăк пахчаçăсем улмуççисене питĕ аван кăларчĕç. Эпĕ кĕркунне илсе килнĕ улмасене астăватăн-и? Çавăн пек улмасем пулаççĕ çак улмуççисем çинче те. Пурте вĕсем Мичурин сорчĕсем, виçĕ çулхисем, аван тымар илсе чĕрĕлсен, тăват-пилĕк çултан улмасем пулаççĕ. Тата кĕркунне эпĕ Иван Андреевичпа мĕн калаçнине астăватăн пулĕ. Ку улмуççисем манран сана парне пултăр. Эсĕ вара пĕр вунă тĕпне килти пахча валли хăвар та ыттисене пурне те шкул пахчи валли пар. Сывă пул. Улмуççисене аван пăхса ӳстерĕр.

Сана юратакан кукаçу».

Апрелĕн 18-мĕшĕ,

1943 çул.

Ача вуласа тухрĕ те шофёр çине пăхса илчĕ. Шофёрĕ çырури шухăша пĕлнĕ пекех:

Ну, мĕнле? Малтан шкул патне çитерер-и е сирĕн картишнех пушатар-и? – терĕ.

Ăçтан пĕлетĕр? Кукаçу каласа пачĕ.

Шкул пахчине илсе каяр, – терĕ Борис. Шофёр ăна кабинăна хăйпе юнашар лартрĕ. Часах грузовик шкул тĕлне çитсе чарăнчĕ. Борис кабинăран тухрĕ те Иван Андреевич пурăнакан çурт еннелле чупрĕ.

Кĕме юрать-и? – шаккарĕ Борис алăка.

Кĕрĕр, – илтĕнчĕ Иван Андреевич сасси. Вĕренекенĕ килнине курсан, хаçат вуласа ларакан учитель сĕтел умĕнчен тăрса ача патне пычĕ.

Мĕн, Борис? – ыйтрĕ вăл.

Кукаçи улмуççи парса янă. Мичурин сорчĕсем, çĕр тĕп. Иван Андреевич кантăкран пăхса илчĕ:

Грузовике тăп-туллиех тиенĕ. Куратăп. Сан шухăшу мĕнле-ха?

Сире кукаçи каланăччĕ. Улмуççисене шкул пахчине пушатма килтĕмĕр. Кил валли пĕр вунă тĕп хăварсан çитет... Асанмалăх, савăнмалăх текен япалана кукаçи ярса панă хайхи.

Учитель ача çине савăнса пăхать.

Пит аван, Борис. Кукаçупа иксĕр эсир шкулшăн питĕ кирлĕ ĕç тăватăр.Тепĕр кун, уроксем пĕтсен, ачасем ĕçлеме колхоз утарне каймарĕç, шкул пахчинче улмуççи лартрĕç. Иван Андреевич улмуççисене пăхса савăнать. Вĕсен тымарĕсем питĕ ырă пулнă: лăска, кăларнă чух вĕсене ватман. Кунашкал тымарсемпе улмуççисем хăвăрт ÿсмелле.Ачасем улмуççисене часах лартса пĕтерчĕç. Ĕç кал-кал пычĕ. Шăтăксене малтанах чавса хатĕрленĕ. Тислĕкне те йăтса хунă. Шывĕ шкул хыçĕнчи çырмарах.Киле саланас умĕн ачасем улмуççисене пăхса ӳстересси пирки калаçса илчĕç. Вĕсем улмуççисене эрнере пĕрре шăвармалла, виçшер звено ĕçлемелле, тесе йышăнчĕç. Ĕçе йĕркелесе пыма Бориса суйларĕç. Шкулта ĕç пĕтсен, Борис киле кайма васкарĕ. Вăл паян хăйĕн улмуççисене лартса пăрахасшăн. Ăна пулăшма хăйпе пĕрле вĕренекен Варуçпа Валя та пычĕç. Виççĕшĕ те – Борис, Варуç, Валя пĕр звенора тăраççĕ. Борис – вĕсен звеновожатăйĕ.