Арăслан

Галкин Александр Алексеевич

Пысăк-пысăк читлĕхре

Арăслан иккен çÿрет...

Хăй питех те харкашать, –

Урăм-сурăм тулашать.

Ним тума аптранипе

Читлĕхе вăл чĕрнипе

Кăчăр-качăр тутарать,

Çĕмĕресшĕн талпăнать.

 

Анчах читлĕх парăнмасть,

Тимĕртен çав,

Аптрамасть!