Аптраман кăвакал

Карягина (Степанова) Марина Фёдоровна

Пĕр мучипе кинемин

Пулнă тăват кăвакал:

Виççĕшĕ - кăвак,

Пĕри - кăвак мар,

Пач та ыттисем пек мар

Тăваткал!

 

Виçĕ кăвакалăн

Пулнă тăват алă,

Тăваткаллин

Пулман алли.

 

Кăваккисем кăваклатнă,

Çунаттисене тăратнă.

Тăваттăмĕш, Тăваткал,

Тăратман.

Пĕрехмай вăл тӳснĕ,

ӳснĕ, ӳснĕ, ӳснĕ...

Мĕн кăтартĕ ӳлĕм

Çап-çаврака кӳлĕ?..

 

Пĕр уяр каç кӳлĕм

Кĕтесленнĕ кӳлĕ!