АННЕНЕ

Партта (Степанов) Александр Иванович

Сар хӗвел ăш хӗлхемне

Сапаларӗ савăнса,

Ма тесессӗн аннене

Патăм юрă юрласа.

Пăхрăм та анне çине:

Сар хӗвел пек ун кулли,

Ма тесессӗн ман анне

Çӗр çинче чи илемли.