Анне уявĕ

Гордеева Светлана Денисовна

Паян анне уявĕ –

Хаваслă, паллă кун.

Килти ĕç-пуçăн лавĕ

Чупма памасть ун-кун.

 

Эп кашăк-чашăк çурăм

Теттесене пухсан,

Илемлĕ çивĕт турăм

Йăмăк çума ларсан.

 

Анне хĕвел пек çиçрĕ,

Унччен ларса канман.

Туятăп,

         чунăм сисрĕ –

Аннем

         телейлĕ ман.