Анне пилӗ

Давыдов-Анатри Василий Иванович

«Ачам, çынна сума сусан
Эс пархатар, хисеп куран».
Анне мана çапла ялан
Хуллен лӑпкатчӗ çурӑмран.

Аннен çак аслӑ сӑмахне
Асран ямастӑп ӗмерне, –
Хам асӑма, чун хӗвелне
Йӑлтах пиллетӗп çынсене.
1962