АННЕ ПАНӐ ПАРНИНЕ…

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Анне панӑ парнине,
Симӗс пурçӑн кӗпине,
Ҫав териех хитререн
Эп ямастӑп çийӗмрен.

Атте панӑ парнине
Ҫӳл кӗлеллӗ аттине,
Ытла кӑмӑл килнӗрен
Тӑхӑнатӑп кунсерен.

Аппа панӑ парнине,
Шур çӳçеллӗ тутрине,
Эп çыхатӑп каçсерен
Вӑйӑ юрри илтӗнсен.

Пичче панӑ парнине,
Кӗнекине, «Нарспине»,
Тытап куçӑм умӗнче,
Упрап чӗрем çумӗнче.

1976