АННЕ КИЛЧӖ КӐНТӐРТАН

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Пирӗн анне кӑнтӑртан,
Каннӑ çӗртен, Кавказран,
Илсе килчӗ мандарин,
Иçӗм çырли, апельсин.
Тутлӑ шӑршӑ халь кӗрет.
Пирӗн çутӑ пӳлӗмре –
Ӑшӑ кӑнтӑр пӗтӗмпе
Килнӗ тейӗн аннепе.

1978