АННЕ

Давыдов-Анатри Василий Иванович

– Кам-ха пире юратса,
Ачашласа, йăпатса,
Чунне парса ӳстерет,
Çунат пиллет,
Вĕçтерет?
– Анне.

– Кам-ха эпир чирлесен,
Аран-аран вĕренсен,
Туслăх мĕнле пĕлмесен,
Пăшăрханать чĕререн?
– Анне.

1978