АНИССА

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Ҫулӗ тикӗс-ха, яка.
Ҫу илемӗ – урамра.
Пурпӗр вӑйсӑр карчӑка
Утма йывӑр ватлӑхра.
Утрӗ-утрӗ. Ывӑнсан,
Карчӑк ларчӗ çурт çумне.
Пӑртак сывлӑш çавӑрсан,
Каллех тухрӗ çул çине.
Карчӑк патне васкаса
Чупса çитрӗ Анисса.
Килне ячӗ ӑсатса,
Шӑкӑл-шӑкӑл калаçса.
Карчӑк чунтан тав тӑвать,
Аниссана ыталать.

1960