АНИССА

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Пасар çулӗ яп-яка,
Ҫурхи тӗнче урамра.
Ҫапах вӑйсӑр карчӑка
Утма йывӑр ватлӑхра.
Утсан-утсан ывӑнсан,
Карчӑк ларчӗ çурт çумне.
Пӑртак сывлӑш çавӑрсан,
Каллех тухрӗ çул çине.
Карчӑк патне васкаса
Чупса çитрӗ Анисса.
Килне ячӗ ӑсатса
Шӑкӑл-шӑкӑл калаçса.
Карчӑк чунтан тав тӑвать,
Аниссана ыталать.