Ан сивĕн, савни

Волкова Мария Андреевна

    Эс кайрăн ирпе тĕттĕмлех,
Хыçран çĕмĕрт тĕмĕ чĕтренчĕ.
Хыçран эп хăймарăм чĕнме,
Куçсем куççульпе тĕтреленчĕç.
Куççулĕ – хам айăплăран,
Сана эп чарма пĕлеймерĕм.
Пăхмасăр çухалтăн куçран,
Каçар та пулин тееймерĕм,
Ман айăп, тен, айăп та мар.
Санран ытларах кĕтни çеçчĕ.
Мĕскершĕн эс пултăн хаяр!
Малтан сăлтавне пĕлмеллеччĕ.
Мĕн-ма хĕр чĕри çырла мар,
Çырла пулсан – татнă та сутнă.
Пĕлмест вăл вутпа выляма.
Эс, теççĕ, халь урăх хĕр тупнă.
Мансан – манса кай. Çураçман.
Ман туйăм ытла та пытанчăк.
Эппин, эс мана юратман,
Çавна ăнланма пултарман-тăк.
Анчах пахчана таврăнсан,
Кас-кас çĕмĕртсем хускалсассăн,
Кĕтетĕп эс таврăнасса.
Кĕтмесĕр епле пурăнас ман?