ÇАМРĂК ЮЛАН УТÇĂ

Ара Мишши (Краснов Михаил Николаевич)

Çуллахи каникул вăхăтĕнче Макçăм тантăшĕсемпе кун сиктермесĕр ял хуçалăх ĕçĕсене хутшăнатчĕ. Арçын ачасем лашапа çӳреме юрататчĕç. Анчах ку чыс пурне те тивĕçместчĕ çав. Чи маттуррисене çеç ут шанса паратчĕç. Выльăх-чĕрлĕхпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле-çке-ха. Йĕвен-тилхепене алăра çирĕп тытмалла.

Макçăмсен тăван колхозĕ лаша кĕтĕвĕ тытатчĕ Вĕсем валли ятарласа вите тунăччĕ. Ун пек пысăкки районта урăх пулман-тăр. Тĕрлĕ ăратлă çĕр ытла лаша усратчĕç кунта.

Кӳлмелли лашасем пулăшнипе кулленхи тата тĕрлĕ тапхăрти хирти ĕçсене пурнăçлатчĕç. Лаша авалтанпах хресченĕн шанчăклă пулăшуçи-çке-ха. Кирек мĕнле çанталăкра та − хĕллехи çил-тăман-и, кĕрхи-çурхи йĕпе-сапа-и − эсĕ кăтартнă çулпа пĕр пăркаланмасăр шав малаллах утать вăл.

Виçĕ çулччен ăйăр − тиха шутĕнче. Ăна алла хăнăхтарма питĕ йывăр. Чарусăрскер кӳлтересшĕн мар хăйне, тапать, çыртать. Хăй çине утланнă юлан утçа сирпĕтсе антарас тесе кутăн-пуçăн сиккелет. Пур арçын та итлеттереймест çав вĕсене. Чылай чухне конюхсем е хăюллă яшсем (аслă классенче ăс пухакан арçын ачасем) çеç кӳлме хăнăхтараççĕ утсене.

Утланса çӳремелли лашасем те пурччĕ. Конюхсем каланă тăрăх, вĕсем − урхамахсем. Кусем уйрăмах илемлĕ, çӳллĕ; хăвăрт чупаççĕ. Пысăк куçĕсем кăвар пек çунса тăраççĕ. Сиккипе е юртса пынă чухне вăрăм çилхисем сывлăш хумĕпе юмахри пек илемлĕн вĕлкĕшсе пыраççĕ. Пĕр вырăнта тăма юратмаççĕ урхамахсем, малти урисемпе тек-текех çĕре кукалеççĕ, халь-халь тапса сикме хатĕр тăраççĕ. Йывăр ĕçе кӳлсе тухмаççĕ вĕсене, Акатуя хутшăнма упрасçĕ. Çулталăкĕпех хатĕрлеççĕ çав ăмăртăва, тренировкăсем ирттереççĕ. Маттурскерсене ятарлă шампуньпе çуса, çан-çурăмне щеткăпа хырса, тасатса тăраççĕ, çилхи-хӳрине якатаççĕ, тураса илемлетеççĕ. Мĕн авалтан вĕсене чĕрĕ çăмарта çитерсе вăй кĕртнĕ.

Макçăм урхамахсене питĕ юратать, айккинчен те пулин чылайччен сăнаса тăрать. «Эх! Пĕрре те пулин утланасчĕ çавсене!» − вăрттăн ĕмĕтленет вăл. Анчах хальлĕхе пĕчĕкрех-ха арçын ача, вĕсем патне çывхарма хăрать. Тĕлĕкре пурпĕр вĕсемпех аташать. Урхамахĕсем çунатлă пек. Макçăм улма-чăпар тĕсли çине ларса çӳле-çӳле, тӳпене çитиех, вĕçсе хăпарать пек... Сасартăк хăй те вĕсенчен пĕри пулса тăрать!..

Пĕррехинче Макçăм тĕлĕкĕсене амăшне каласа пачĕ.

− Ӳсетĕн, ывăлăм, çавăнпа ярăнатăн, вĕçетĕн тĕлĕкре, − терĕ ăна пуçран шăлса амăшĕ.

Колхозра çăк (йывăр туртакан) лашасем те пурччĕ. Вĕсене ытларах лаша кĕтĕвне çĕнетме тытса усраççĕ, тепĕр чухне йывăр лав туртмалли ĕçсене конюхсем çеç кӳлеççĕ. Çутă хăйăр тĕслĕскерсем питĕ пысăк. Урисемпе таплаттарса пынă чухне çĕр кисреннĕн туйăнать. Вăтам çулти ачасем вĕсем патне çывхарма та хăраççĕ. Илья Муромец лаши çакăн евĕрлĕрех пулнă-тăр.

Малаллахи ĕç-пуç çуллахи каникул вăхăтĕнче пулса иртрĕ. Хăмла плантацийĕнче пĕчĕк бригада ĕçлетчĕ. Арçынсем суха пуç тытнă, арçын ачасем вара лашасене йĕвенрен çавăтса утаççĕ. Улттăмĕш класс пĕтернĕ Макçăм та − вĕсен хушшинче. Хăйне лаша тытма ирĕк панăшăн вăл шутсăр савăннă. Хĕпĕртемесĕр, кашнинех шанмаççĕ ку ĕçе. Выльăха хăрамасăр кӳлме те, тăварма та пĕлмелле. Хăçан тата мĕн çитернине пăхса тăмалла, шыв ĕçтерме ертсе каймалла.

Ҫуллахи уяр кун. Хĕвел тӳпене хăпарса çитсен самаях хĕртме пуçларĕ. Шăрăх. Антун сăмах хушрĕ: «Ну, арсем, апат вăхăчĕ те çитрĕ. Хырăм хыр тăррине кайрĕ. Апатлансан вара начар улпут та выртса каннă тет. Эпир те сулхăнра хăяккăн тӳнĕпĕр. Эсир, çамрăксем, лашасене кӳлĕ хĕррине шăварма илсе кайăр».

Ача-пăча çавна çеç кĕтнĕ тейĕн. Вĕсем йăпăр-япăр çикелерĕç, лашасене хăвăрт кăна тăварчĕç те сиккипе вĕçтерчĕç хушнă çĕре. Хăмла плантацийĕнчен иртсен Макçăм сасартăках хăйсене хирĕç килекен амăшне курчĕ. Вăл хăйĕн участокĕ патнелле утатчĕ.

Колхоз хăмла нумай туса илетчĕ. Ку тĕлĕшпе районта çеç мар, республикăра та малтисен ретĕнчеччĕ. Кашни колхозницăна çичшер рет уйăрса паратчĕç. Пĕр ретре вара − ик çĕре яхăн хăмла авăрĕ. Çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннеченех вăй хурать унта Макçăм амăшĕ. Ачисем пулăшаççĕ, пĕрле ĕçлеççĕ. Малтанах тĕм çинче ик-виçĕ парка калча уйăрса хăвараççĕ. Тимĕр çекĕллĕ вăрăм шăчăсемпе çӳлти карта çине шпагат е пралук çакаççĕ. Ун тăрăх явăнса сакăр-вунă метр çӳллĕш çитĕнет те хăмла. Кĕркунне вĕсем çинче симĕс сапакасем çакăнса тăраççĕ. Аякран плантаци вăрман евĕрех курăнать. Хăйĕн йӳçенкĕрех уçă шăршипе сăмсана кăтăклать, куçа илĕртет. Ун айккипе иртме те, кунта ĕçлеме те ырă.

Авăн уйăхĕн малтанхи кунĕсенче хăмла пуçтарма тухаççĕ. Сапакисем симĕс те тулли чухне хăвăрт пуçтарса ĕлкĕрмелле, çавăнпа ку ĕçе час-часах шкул ачисене те явăçтараççĕ. Пĕр кунта кашни вĕренекен вунă-вун пилĕк, опытлă колхозницăсем çирĕм-çирĕм пилĕк килограмм таран пухаççĕ. Кунта ĕçлекенсене аван тӳлеççĕ. Хайхи алла çыхмалли сехет тата велосипед туянмалăх ĕçлесе илме пулатех.

Макçăм − лаша çинче, сиккипех пырать. Вăркăш çил ун питне уçăлтарать, çӳçне вĕл-вĕл вĕçтерет. Сасартăк амăшĕ умĕнче арçын ачан хăйне маттур юлан утçă пек кăтартас килсе кайрĕ. Вăл икĕ урипе те лашана айккинчен тапса илчĕ çеç − лешĕ уттине хăвăртлатрĕ. Амăшĕпе тĕлме-тĕл пулсан ача пĕтĕм вăйранах кăшкăрса ячĕ: «Анне, кур-ха, эпĕ епле сиккипе пыратăп!» Амăшĕн сăнĕ вĕлтлетсе хыçра юлчĕ. Макçăм хăлхине: «Ывăлăм, асту, асăрхан!» − тени çеç кĕчĕ. Ача лашине шав хăваларĕ. Вăтăр-хĕрĕх метртан лешĕ сасартăк тăп! чарăнчĕ. Çакна кĕтмен шăпăрлан ирĕксĕрех малалла сулăнса кайрĕ. Аллипе ăйăра мăйĕнчен хыттăн ыталаса тытрĕ те ун пуçĕ умнех шуса анчĕ. «Мĕншĕн лаша çапла турĕ-ха?» − аптăрарĕ арçын ача. Умнелле тинкерчĕ, машина кустăрми выртать иккен, ун айĕнче вара çилпе целлофан хутаç вĕлкĕшет. Ахăртнех, çак япаларан хăранă шанчăклă тусĕ.

Макçăм лашине лăплантарса ăшă сăмахсем каларĕ, ачашларĕ. Тепĕр хут утланса меллĕрех вырнаçса ларчĕ те малалла сиккипе чуптарса мар, уттарса кайрĕ. «Юрать-ха, анне курмарĕ, вăл курнă тăк епле намăс пулатчĕ», − тесе шухăшларĕ вăл ăшĕнче.

Макçăм мĕн пĕчĕкрен амăшĕн сăмахне итлеме хăнăхнă. Вăл ăна начар вĕренсе е хăйне йĕркесĕр тытса хурлантарасран пит хăрать, çавăнпа яланах тантăшĕсен хушшинче чи лайăххи пулма, çывăх çыннине савăнтарма тăрăшать. Ырă та йăваш кăмăллă амăшĕн çепĕç пуплевĕ уншăн чи хакли-çке-ха.