Амăшĕ

Азамат Светлана Васильевна

Ачасем каникулта,

Çывăрасчě чăланта.

Амăш кĕрсе тăчĕ те,

Шутламалла вылянă пек,

Тĕке-тĕке вăратрě:


«Ăш утиял айĕнчен

Сик тух, Марине,

Эс паян урай çăван,

Тавраллипех тасатан.

Сик тух, Алюшша,


Эс картиш шăлса каян,

Чăх-чĕпе кĕрпе паран.

Вĕçселиспа Кĕркурие

Вăратмастăп, çывăрччăр,

Ыран ирпе тăратăп,

Ыран сире кантарап.

Чей вĕретнě, яшка пиçнĕ,

Апат çиме манас мар,

Хушнă ĕçрен тарас мар»,

Лăпкăн хытарса хăварчĕ,

Хăй – ĕçне тухса чуптарчĕ.