Амăшĕ патĕнче

Силэм Юлия Александровна

I

Сытинсем, арăмĕпе упăшки виçĕ ачипе, автостанцие ирех çитрĕç. Унта, тунтикун пулнине пăхмасăрах, вĕсенчен те иртерех килнисем туллиех. Билет касси умĕнче халăх çапса хĕстернĕ пек. Африкан Наумович, билет туянас тесе, черет хыçне пырса тăчĕ. Аçта унта! Черет малалла шума мар, пач урăхла, каялла чакать. Пырса хирĕнеççĕ те кĕреш пек вăйпитти арçынсем − тÿрех касса патне. Халăхĕ те ăçта каять-ши? Сытинсем отпускра тейĕпĕр, яла, Ульяна Ивановна, Ули амăшĕ патне кайма тухнă. Е яланах халăх çапла нумай çÿрет-ши? Капла алăк патĕнче тăрса билет туянасси, автобуспа ларса каясси пулмастех.

− Такси тытар мар-и? − терĕ Ульяна Ивановна.

− Ма тытас мар, тытас! Чаплă çынсем пек пырса кĕрер пĕрре ани патне! − те шÿтлесе, те чăнласах каларĕ Африкан Наумович.

Хаклăрах та, мĕн тăвăн? Автостанцире ачасемпе тĕрткелешсе хăшкăлни мар çавах та. Билет касси вăл ыран та, тепĕр кун та çынран татăлмĕ.

− Яла илсе каймăр-ши? − ыйтрĕç вĕсем çăмăл машина хуçинчен.

− Каяс! Каяс. Миçен-ха эсир? Япалăрсене ак кунта хурăр. Туххăмрах илсе çитерĕп, − ыйтма та, хуравлама та ĕлкĕрет хура мăйăхлă çап-çамрăк шофер.

Эх, меллĕ те-çке çăмăл машинăра ларса пыма, сăпкари пек сиктерет. Яла çитнине те сисмерĕç Сытинсем. «Ку шофер, тарават пек туйăнать те, тире виçĕ хут сÿмĕ-ши? − шухăшларĕ ăшĕнче Ульяна Ивановна. − Таксистсем вĕсем, укçа тесен...»

−Пит селĕм çитрĕмĕр. Акă çул укçи, илĕр, − такси шоферне хут укçа кăларса тыттарать Африкан Наумович.

Шофер васкамасăр вак укçа кăларать те ун еннелле тăсать.

− Эй, мĕн каялла памалли унта! Лайăх илсе çитернĕшĕн те тем пекех тав. Çук, çук, кирлĕ мар, − аванмар ланнă пек пулаççĕ Сытинсем.

− Эпĕ те «çук» çав, − шахвăртать çамрăк шофер. Счетчик кăтартнине çеç илетĕп, урăх пĕр пус та….

II

−Мĕнле пурăнатăр, ачамсем? − тĕпелте чашăк-тирĕк шăкăртаттарнă май ыйтать амăшĕ.

«Лайăх теес-и? Ку − суйни, амăшне улталани çеç пулĕччĕ».

− Начар, − тет Ули пĕр пытармасăр.

− Мĕнле вăл начар? Хваттерĕр аслă, кĕрÿ лайăх, ĕçмест, туртмасть. Хĕрÿпе ик ывăлу та, ав, епле çитĕнсе кайнă, кăшт çеç хăвна хăваласа çитмен. Эккей сирĕнпеле мунчăр-кăмакăра хутнă, хапхăра тунă, выльăхăр тутă... Тата мĕн кирлĕ? Хăвăра валли алат çеç пĕçерсе çи мелле вĕт сирĕн. Эс пур, начар тетĕн.

− Айккинчен пăхсан, çапла пулĕ те, − хуравлать Ули. − Чуна тăвăр, анне, темскер хампа хам тулашатăп тепĕр чухне. Канлĕх, хаваслăх çитмест − акă мĕн. Э-э, пĕр тесен, йăлтах картран вĕçерĕнсе кайрăм, сÿсленмех пуçларăм. Луччĕ калаçар мар ун çинчен, анне.

Ули, чупса çÿресе, амăшне пулăшать, сĕтел çи тирпейлет.

− Лăпкăлăх шыраса килтĕмĕр эпир яла, анне, канма. Отпускне ăна пĕр-пĕр тинĕс хĕрринче те ирттерме пулатчĕ те, çуралса ÿснĕ вырăнах чун туртать. Ача чухнехилле, çемçе курăк çийĕн çаруран чупас килет. Кулăшла та пулĕ те-ха çакă саншăн. Атту пĕрехмай шикленсе пурăнатпăр. Ак-ак телеграмма килсе тыттарассăнтуйăнать. Эс чирлесе ÿксен, анне, эпир шăпах килте пулмасан...

− Ĕçсĕр аптраса, тем те шутласа кăларатăр пуль.

− Эх, анне, ватăлатăн-çке. Çакăн пысăкăш хуçалăха пĕччен тытса пурăн-ха?

Амăшĕ, пĕр сăмах шарламасăр, алкумне тухать.

−Пĕр Туляра кăна ĕнтĕ у шанчăк, − тет вăл, каялла кĕрсен. − Тепĕр çул кăна юлчĕ те-ха вĕренмелли. Халĕ практикăра, таçта аякка, Калинин облаçĕ терĕ-и, ĕçлеме янă,

Анфис аппа сĕтел çине хĕллеренех юлнă шăрттанне, ветчинине лартать. Чăкăт, тин çеç пĕçернĕ капăртма касать. Пĕр чашăк çăмарта пĕçерет. Ули мĕн пĕчĕкрен астăвакан сăмавар та чашкăрма пуçлать. Пиллĕк-улттăран ытла пулманах ун чухне, кĕпе аркине çаклатса, çак сăмавара ÿкерсе лапчăтнăччĕ вăл. Хăй халиччен маннă та пулĕччĕ-и, тен, çакна. Кăшт ÿсерехпе амăшĕ, шÿтлесе-юнаса тенĕ пек, асилтеретчĕ мар-и тепĕр чухне. Авă, путăк вырăн халĕ те аванах палăрать.

Апат хатĕр. Пĕчĕк Сытинсем: Аринкка, Эрикпе Алик тÿрех сĕтех хушпшне кĕрсе лараççĕ.

−Çийĕр, çийĕр, ах, епле ÿссе кайнă вĕсем, − сăйлать кукамăшĕ. − Кĕрÿ, шăрттанне ил, аре. Какай та шутсăр тутлă кăçал, тăварлани нÿхрепре аван тăрать. Хăвăра та кучченеç парса ярăп.

«Эх, ытла та тирпейлĕ-çке эс, анне», − кăмăлĕ тулса тăкăнас пек Улин. Çав хушăрах сисет вăл, амăшĕ сĕтел хушшине кĕрсе ларма хыпаланмасть-ха, тем кăштăрта-тать тĕпелте, чÿречерен пыра-пыра пăхкалать.

Унччен те пулмасть, алăк яриех уçăлать.

−Кĕме юрать-и?

Энтип тете, Ули ашшĕпе пĕртăван тетĕшĕ! Аринкка, Эрикпе Алик тÿрех ун ытамне ыткăнаççĕ.

−Хăшĕ пысăкрах-ха? Аринкка-и е Эрикпе Алик?

− Эрикпе Алик иккĕшĕ пĕрле Аринккăран пысăкрах, − кулаççĕ аслисем.

− Ирт, ирт, пăяхам, сĕтел хушшине лар. Хăнасем çитрĕç ман, − тет Анфис аппа.

− Сывлăх чиперех-и, хуласем!

− Аптрамасть, хăвăр мĕнле, аслă тете!

− Маххă паманччĕ-ха, паян ирпе те чиперех тăтăм, − кулкалатъ вăл. − Умăрта машин йĕрĕ пур та, кам килнĕ-ши тесе кĕрсе курас терĕм. − Унтан, Ули енне çаврăнса, çапла калать: − Эсир иккен. Нумайлăха-и?

− Нумайлăхĕ-мĕнĕ, пурăнасшăн-ха пăртак.

− Çăкала кайса, пăрăва шыв ĕçтерсе килтĕм, − пĕлтерет Энтип тете аллине çунă май. − Эс, кин, пăрăвна леçмерĕнем паян? Картишĕнчех макăрса тăрать.

− Паян каяймарĕ пуль ĕнтĕ. Чĕкĕнтĕр çулçипе те тăркалĕ.

− Аре, сан Эрикпе Алик пур-çке халь. Шăп та лăп пăру ачисем. Пĕлтĕр çÿресе курнă вĕт! Пĕлмесен − вĕренччĕр.

− Пĕлетпĕр, пĕлетпĕр, − сĕтел хушшинчен хыпаланса тухаççĕ йĕкĕрешсем.

− Эпĕ те каяп, − юлмасть Аринкка та. −Атьăр апла, кăларса ярам.

Кукамăшĕ пăру çитерме каякансене ăсатма тухать.

Каллех алăк уçăлать. Анфис аппапа пĕрле хальхинче Ули йăмăкĕ Явраç виçĕ ачипе (пĕрне çавăтса, тепĕрне йăтса) кĕрсе тăрать. Аслă ывăлĕ, Аринккăпа тантăш, амăш хыçĕнче, алăк урати çинче, малалла иртме вăтанса, хăнасем çине пăхкалать.

− Таçтан сисрĕ чун. Кучченеç çиессе иккен. Килтĕмĕр эпир те, анне, − калаçма пит ухата Явраç. − Аван-и? − алă парать вăл пурне те.

− Аслă аппу Рита та çитмĕ-и-ха? Пуштăра Улисем килнине илтрех пуль, − сăмахлать Анфис аппа. − Ачасем пуçтарăнаççĕ те çапла, çуртăм тулсах каять. Çийĕр, ачамсем, пылне илерех парăр.

Эх, амăшĕ, кĕркуннех туянса хурать те çапла пĕр пысăк чÿлмекпе пыл, хăй хĕл каçа та тутанса пăхмасть. Пуçтарăнчĕç те чĕпписем, кăларса та лартрĕ савăчĕпех. Хаклă хăнасене сăйланă пек сăйлать ачисене. Халĕ те пулин, тĕпелтен сĕтел патне кумнă май, тутанса курчĕ-ши-ха? Пухăннисеке пăхать...

Юрать, Улин аслă аппăшĕпе йăмăкĕ ялта пурăнаççĕ. Унсăрăн йывăр килĕччĕ ватă çынна. Ритăпа Явраç иккĕшĕ те ялах качча тухнă та, пăрахмаççĕ амăшне. Ули пек çулталăкне ик-виç хутчен çеç килсе кайсан, мĕн курса ларас пур ватă çыннăн? Çиччĕн тан ÿсрĕç вĕсем пĕр кил-йышра. Аслисем, икĕ тетĕшĕпе тепĕр аппăшĕ, аякри хуласенче йăва çавăрнă, çемйисемпе пурăнаççĕ. Кĕçĕнни, Туля − студент, Анфис аппан шанчăкĕ. Туля диплом илнĕ хыççăн ялта тĕпленсе пурăнасса шанаççĕ ĕнтĕ пурте. Атту пулсан-и? Ĕнине усрать, ав, амăшĕ, чĕчĕ пăрушне те, иçмасса, çу каçарать, сыснине те çулсеренех самăр-тать. Йăлтах упăшки пурăннă чухнехи аса илтерсе тăтăр тет-ши? Мĕн çамрăкран ĕçе хăнăхни те усраттарать пулĕ ĕнтĕ выльăх-чĕрлĕхне. Çапах кунĕн-çĕрĕн пĕччен мар − картишĕнче чĕрĕ чун пур. (…)