Аля кăвакалěсем

Медведев Алексей Фомич

    

ТУПМАЛЛИ

Аля кăвакалěсем

Кăмпана кайсан

Йěлтěр туйи

 

Аля кăвакалěсем.

 

Пěчěк кил хуҫи.

 

Хӗллехи шартлама сивӗ кунсенче Альӑн ашшӗ, колхоз тракторисчӗ, час-часах килте пулать. Аля вара тӑтӑшах ун патӗнче. Ашшӗ те ӑна ӗҫе хӑнӑхтарасшӑн – хӑйӗнчен пӗрре те уйӑрмасть.

Анчах вӑхӑт ҫур енне сулӑнсан, тумла юха пуҫласан, ашшӗ эрне ытла киле таврӑнмасӑр пурӑнать. Аля куншӑн пӑшӑрханмасть – ашшӗ кашни ҫуркуннех трактор юсать-ҫке-ха.

Ҫуркунне май амӑшӗн те ӗҫсем нумайланаҫҫӗ. Аля вара амӑшне кил-ҫурт таврашӗнчи ӗҫсене тума пулӑшать.

Пӗр ирхине, амӑшӗпе ашшӗ калаҫнине илтсе, Аля тутлӑ ыйхӑран вӑранса кайрӗ.

Колхоз зоотехникӗ икӗ кун ӗнтӗ килчӗ, – терӗ амӑшӗ. – Мана вӑл чӗпсем пӑхтарасшӑн. Тем тумалла ӗнтӗ?

Ашшӗ пӗр вӑхӑт шухӑша кайса ларчӗ.

Йывӑр пулмасть-ши? – терӗ вӑл унтан. – Ҫак кунсенчех кӑвакал ҫӑмарта тума тытӑнмалла...

Аля шанчӑксӑртарах ӗнтӗ. Вӑл пысӑкрах пулнӑ пулсан, шанма пулатчӗ,–терӗ амӑшӗ.

Аля сывламасӑр итлерӗ. Ав мӗнле иккен, унӑн амӑшне колхоз зоотехникӗ чӗпсем пӑхма илсе каясшӑн. Анчах вӑл иккӗленет. Килте юлакан ҫук, тет. Аля халь пӗчӗк мар ӗнтӗ, амӑшне те тӑтӑшах пулӑшать. Вӑл фермӑри чӗпсене пӑхма кайсан, килте юлма пултарать, Ҫапла шухӑшласа выртрӗ Аля.

Кӗҫех вӑл тӑрса ларчӗ те ашшӗпе амӑшне ҫапла каларӗ:

Эпӗ пӗчӗк мар ӗнтӗ. Киле хам юлатӑп: кӑвакал ҫӑмартисем пурте тӗрӗс-тӗкелех пулӗҫ.

Ашшěпе амăшě пěр-пěрин ҫине пăхса илчěҫ.

Чăнах та пирěн Аля келлех пахе, – кашт иккеленерех каларе амӑшӗ.

Пӑхатӑп, пӑхатӑп! терӗ Аля, йӑпӑр- япӑр ура ҫине тӑрса. – Пӗр ҫӑмартине те ҫухатмастӑп.

Апла килӗшмелле пулать, – терӗ ашшӗ. Аля амӑшӗ патне пырса ларчӗ.

Паянтан эсӗ, Аля, кил хуҫи пулатӑн. Пӗчӗк кил хуҫи, – терӗ амӑшӗ.

Аля савӑннипе амӑшне ыталаса илчӗ.

...Тепӗр кунне, хӗвел пайӑркисем чӳречерен кӗрсенех, амӑшӗ Аля патне пычӗ.

Пӗчӗк кил хуҫи, тӑрас пулать, – терӗ вӑл.

Ирхи ыйхӑ тутлӑ. Альӑн тӑрас килмерӗ. Анчах вӑл пӗчӗк кил хуҫи пулнине аса илчӗ те йӑпӑр-япӑр сиксе тӑчӗ.

Ашшӗ пӳлӗмре курӑнмарӗ. Вӑл ир-ирех ӗҫе кайнӑ ӗнтӗ.

Апат сӗтел ҫинчех. Кӑвакал йӑвине кӗтесе кӗртсе лартрӑм, – терӗ амӑшӗ. – Ҫӑмарта тума вӑхӑт ҫитсен, кӑвакал ҫенӗк умне пырса кускалӗ. Вара эсӗ ӑна пӳртри йӑвана кӗртсе ларт.

Юрӗ, юрӗ, – терӗ Аля.

Часах амӑшӗ тухса кайрӗ.

Сарӑ ҫӳҫлӗ, кӑвак куҫлӑ хӗрача пӳрте пӗр-пӗччен тӑрса юлчӗ. Халь вӑл, амӑшӗ каларӑш, пӗчӗк кил хуҫи.

Хӗрача тимлӗн ӗҫлеме тытӑнчӗ: утияла, простыне картишне тухса силлерӗ, тěк тушекне тӗккеле-тӗккеле. кӑпӑшкалантарчӗ.

Аля ирхи апат ҫиме те ӗлкӗреймерӗ, ун патне кӳршӗ хӗрачи, хура ҫӳҫлӗ, ҫӗмěрт куҫлӑ Валя, пырса кӗчӗ.

Аля, пӑх-ха, атте мана мӗнешкел шыв арманӗ туса пачӗ! –ӗклесе кӑтартрӗ хӗрача шыв арманне.–Ун пекки Ваньӑн та ҫук. Мӗн тери илемлӗ вӑл!

Аля апат ҫимесӗрех сӗтел хушшинчен тухрӗ. Шыв арманӗ, чӑнах та, питӗ илемлӗ. Унӑн ҫунаттисене хӗрлӗпе'сӑрланӑ, валӗ – кӑвак тӗслӗ.

Аля, атя урама выляма!–терӗ кӳршӗ хӗрачи.

Аля Вальӑпа выляма юратать. Ҫавӑнпа вӑл нумай тытӑнса тӑмарӗ: хыпалана-хыпалана резинӑ атӑ, хура плюшне тӑхӑнчӗ те урама тухса чупрӗ.

Урамра шыв кӳлленчӗкӗсем тӗллӗн-тӗллӗн сарӑлса выртаҫҫӗ. Унта хурсем ҫунаттисене ҫапа-ҫапа шӑмпӑртатаҫҫӗ. Кӑвакалсем пуҫӗсене шывран кӑларма та пӗлмеҫҫӗ тимлесех темěн шыраҫҫӗ. Аля вěсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ.

Ваньӑсен тӗлӗнчен иртсен, хӗрачасем ачасен ушкӑнӗ патне пычӗҫ. Кунта вěсем пěве тунӑ. Шывӗ туп-тулли. Ӑна халь кӑшт уҫса янӑ та, вӑл шарласах юхать. Унта виҫ-тӑват арман лартнӑ. Пурте хӑлаҫланаҫҫӗ. Ачасем Вальӑн хитре арманне часах асӑрхарӗҫ. Ӑна вара чи мала, шарласа юхакан вырӑна, лартрӗҫ.

Ачасен савӑнӑҫӗн вӗҫӗ-хӗрри те ҫук.

Ай, мӗнле илемлě арман!

Кам ку арманта ӗҫлӗ?

Эпӗ, эпӗ! – кӑшкӑрчӗҫ арҫын ачасем пěр харӑс.

Ҫук, арманӗ манӑн, – парӑнасшӑн пулмарӗ Валя. – Арманта ӗҫлекенӗ те хамах пулатӑп.

Тӗрӗс мар, – хирӗҫлерӗҫ арҫын ачасем. – Хӗрачасене ҫӑкӑр пӗҫерме ҫӑнӑх ҫеҫ кирлӗ. Ҫавӑнпа та вěсем тырӑ авӑртма кӑна килмелле...

Акӑ ӗнтӗ хаваслансах выляма тытӑнчӗҫ. Вӑйӑра вӑхӑт иртни те сисӗнмерӗ. Тен, ҫапла тахҫанчченех вылятчӗҫ пулӗ, анчах ачасем патне пырса тӑнӑ хӗрарӑмсем – Вальӑпа Ваньӑн амӑшӗсем – кăвакал ҫинчен пăшăрханса калаҫни Альăна тем аса илтерчě.

Ах, ку кăвакалпа чун юлмарě. Икě кун хушши таҫта пытанса ҫăмарта тăвать, – терě Вальăн амăшě. – Ниепле те асӑрхаса ҫитерейместӗп.

Пирӗн тата кӗлет айне йӑва ҫавӑрнӑ,– кӳренсе пӗлтерчӗ Ваньӑн амӑшӗ. – Пӳрте лартса панӑ йӑваран темшӗн ютшӑнать.

«Авӑ мӗнле иккен, кӑвакал тулта йӑва ҫавӑрма та, пытанса ҫӑмарта тума та пултарать. Ахальтен мар ӗнтӗ мана анне кӑвакала тимлӗ асӑрхама хушрӗ», – хӑвӑрт-хӑвӑрт шухӑшларӗ пӗчӗк кил хуҫи. Анчах ун ҫинчен вӑл пачах манса кайнӑ. Енчен те вěсен кӑвакалӗ ҫӑмартине никам пӗлмен вырӑна тусан... Амӑшне вăл киле хам юла- тӑп тесе шантарчӗ-ҫке.

Аля, ачасенчен сасартӑк уйрӑлса, килнелле чупрӗ.

Кӑвакал чӑнах та ҫук иккен! Хӗрача вара шыраман вырӑн та хӑвармарӗ. Улӑм купи таврашне те, кӗлет айне те, ӗне картине те кӗрсе пӑхрӗ – ҫук та ҫук! Йыхӑрни те пулӑшмарӗ.

«Ӑҫта кайса кӗме пултарнӑ вӑл? Ҫӑмартине таҫта тӑвать ӗнтӗ», – ӳпкелешрӗ Аля.

Анчах унӑн кӑвакалӗ ниҫта та ҫухалман. Вӑл урамри шыв кӳлленчӗкӗнче-мӗн. Ӑна, ула-чӑласкерне, Аля аякранах асӑрхарӗ.

Уть-уть, уть-уть! – йыхӑрчӗ вӑл савӑннипе.

Кӑвакал Альӑн сассине уйӑрса илчӗ пулмалла. Вӑл, шыв кӳлленчӗкӗнче шӑмпӑртатаканскер, ун еннелле пӑхрӗ те сарлака сӑмсине шыва чикрӗ.

Уть-уть, уть-уть!..

Хальхинче кӑвакал ун еннелле ҫаврӑнса та пӑхмарӗ.

Аля, мӗн эсӗ кӑвакална тимлесех йыхӑратӑн? – тӗпчерӗ Вальӑн амӑшӗ. – Ҫӑмарта тума вӑхӑт ҫитмен пулӗ-ҫке?

Пӗлместӗп ҫав, анне мана сӑнасах тӑма хушрӗ те, – пӗлтерчӗ Аля. – Ҫӑмартине таҫта тӑвасран хӑратӑп.

Вӑл ҫӑмарта тӑвассине халех пӗлӗпӗр, – терӗ Вальӑн амӑшӗ.

Хăй ҫавӑнтах Альӑсен кӑвакалне шыв кӳлленчӗкӗнчен хӳтерсе кӑларчӗ. Ӑна илӗрткелесе тытрӗ те унтан-кунтан хыпашлама тытӑнчӗ:

Сан кӑвакалу паян ҫӑмарта тумасть, – терӗ вӑл татӑклӑн. – Ыран тин тума пуҫлать, ун чух вара куҫран ан вӗҫерт.

Кӗҫех ашшӗ кӑнтӑрлахи апата килсе кайрӗ. Амӑшӗ каҫ пулсан тин таврӑнчӗ. Паян вӑл колхоз ферминче чӗпсене йышӑннӑ иккен, вӗсене валли апат илсе килнӗ, пěҫернӗ, ҫитернӗ. Каҫ пулас умěн пӗчӗк пӳлӗмсене вырнаҫтарса тухнӑ. Кун ҫинчен ӑна амӑшӗ йӑлтах каласа пачӗ.

Анне, манӑн чӗпсене питӗ курас килет. Илсе кай-ха пӗрре фермӑна? – ҫывӑрма выртас умěн ыйтрӗ Аля.

Илсе кайӑп, ҫывӑх кунсенчех илсе кайӑп, – кӑмӑллӑн каларӗ амӑшӗ. – Анчах санӑн унччен кӑвакала йӑвара ҫӑмарта тума вӗрентес пулать. Мӗнле, паян пирӗн кӑвакал ҫӑмарта турӗ-и?

Ыран тӑвать вӑл, – пӗлтерчӗ Аля.

Ӑҫтан пӗлетӗн?

Аля вара хӑйӗн «вӑрттӑнлӑхне» амӑшне каласа пачӗ.

 

Нарт-нарт кӑвакал

хваттере кӗрет.

 

Ирхи апата Аля ашшěпе пěрле ларчě. Ашшě стакана икӗ ҫӑмарта шӑтарса ячӗ, тӑвар сапрӗ, унтан хура ҫӑкӑр тӗпретрӗ.

Халь кашӑкпа пӑтрат, – терӗ вӑл, чей кашӑкне Альӑна тыттарса. – Ҫӑмарта чӗрӗлле те тутлӑ. Ну, ҫисе пӑх-ха.

Ашшӗ хатӗрленӗ апат хӗрачан кӑмӑлне кайрӗ.

Ӗҫе каяс умěн ашшӗ Альӑна ҫапла ас тутарчӗ:

Паян сан кӑвакалу ҫӑмарта тӑвать. Куҫран ан вěҫерт, – терě.

Эпě ăна кускалама пуҫласанах йăвине лартатăп.

Ашшӗ тухса кайсан, Аля, ҫӑкӑр чӗлли илсе тухса, кӑвакала ҫитерчӗ. Ҫав вӑхӑтра ун патне Валя чупса пычӗ. Паян та ун аллинче илемлӗ шыв арманӗ пур. Вӑл танӑшне выляма чӗнчӗ. Анчах пӗчӗк кил хуҫи Вальӑпа каяс темерӗ.

Эпӗ халь кил хуҫи, – терӗ вӑл мӑнаҫлӑн. – Манӑн кӑвакала сӑнаса тӑмалла, унсӑрӑн вӑл сирӗн кӑвакал пек ҫӑмартине таҫта тӑвӗ.

Валя та пӗччен выляма каймарӗ, тантӑшӗпе юлчӗ.

Вěсен теттесем нумай: магазинран туяннисем те, килте тунисем те. Хӗл вӑхӑтӗнче вӗсем, Вальӑпа иккӗшӗ, пуканесем валли кěпе, саппун, тутӑр ҫӗлерӗҫ. Халӗ вӗсем йӑлтах хуралса пӗтнӗ. Пуканесене тумлантара-тумлантара, тӗрлӗрен вӑйӑ вылярӗҫ. Анчах ҫутӑ пӳлӗмрех темшӗн Альӑна пуканесем тӗксӗммӗн курӑнчӗҫ.

Валя, – терӗ вӑл тантӑш хӗрачине, – пуканесен кӗписене ҫӑвар мар-и? Вӗсем, авӑ, хуралнӑ.

Чӑнах, чӑнах, – хӗпӗртерӗ Валя.

Кӗҫех вӗсем, пукане кӗписене илсе, урама тухрӗҫ. Чылайччен тӑрмашрӗҫ: кӗписене икӗ-виҫӗ хут ҫурӗҫ. Халь ӗнтӗ вӗсене типӗтмелле кӑна. Кӗпесене типӗтес тесе кил картине кӗрсен, Аля тӑп чарӑнса тӑчӗ. Вӑл унталла-кунталла пӑхрӗ – кӑвакал курӑнмарӗ.

Валя, кӑвакал ҫук, – сасартӑк хӑраса ӳкрӗ Аля.

Вӑл шыв кӳлленчӗкӗ патӗнчеччӗ-ҫке, – терӗ Валя, пӳрнипе кӑтартса.

Ӑна тупмаллах пирӗн. Унсӑрӑн...– пӑшӑрханса калаҫрӗ пӗчӗк кил хуҫи.

Альӑпа Валя, кӑвакала шыраса, улӑм купи патӗнче те пулчӗҫ, кӗлет айне те кӗрсе пӑхрӗҫ, йыхӑрчӗҫ, анчах кӑвакал курӑнмарӗ, хирӗҫ сасӑ та памарӗ.

Ҫӑмартине ҫухатсан... – пӑшӑрханчӗ Аля.

Акӑ вӗсем ӗне витине кӗчӗҫ. Кӑвакал кунта та курӑнмарӗ. Валя вара курите хыҫне пырса пӑхрӗ.

Авӑ, сан кӑвакалу! – савӑнса пӗлтерчӗ вӑл. – Йӑвине кěрсе ларма та ӗлкӗрнӗ...

Йӑви унта мар ҫав унӑн – пӳртре, – терӗ Аля пусӑрӑнчӑк сасӑпа. – Халех ӑна илсе кӗретпӗр.

Кӑвакалӗ вара ӑслӑскер. Никам курмалла мар ҫӗре ларнӑ. Мӗнле илсе тухмалла халь ӑна? Курите хыҫӗ питӗ хӗсӗк. Мӗнле кӗме пултарнӑ вӑл унта?

Аля аллине кӑвакал патнелле тӑсрӗ те ҫавӑнтах хыттӑн ҫухӑрса ячӗ.

Мӗн пулчӗ?!

Сӑхать... – макӑрса ярас пек каларě Аля.

Ҫӑмарта тӑвасшӑн ӗнтӗ, ҫавӑнпа сӑхать вӑл, – терӗ Валя, амӑшӗ каланине аса илсе. – Кӑвакалне пур пӗрех тытса кӗртетпӗр.

Мӗнле? – ӑнланмарӗ Аля.

Эсӗ ӑна патакпа хӑрат, эпӗ, вӑл тухсанах, ӑна мӑйӗнчен ярса тытӑп. Сӑхма та ӗлкӗреймӗ, – вӗрентрӗ Валя.

Валя калани тӗрӗсех пулчӗ. Аля патакпа хӑратсанах, кӑвакал курите хыҫӗнчен тухрӗ, Валя ӑна ярса та илчӗ.

Ан яр, ан яр! Халех ӑна пӳрте илсе кӗретпӗр, – хыпаланса калаҫрӗ Аля.

Кӑвакал пӳртри йӑвара ларасшӑн пулмарӗ. Вӑл унтан сике-сике анчӗ, алӑк патнелле кайрӗ, каллӗ-маллӗ кускаларӗ. Анчах хӗрачасем ӑна ниҫта та кӑларса ямарӗҫ.

Кускаласа ҫӳресен-ҫӳресен, хӑех йӑвана кӗрсе ларать, – терӗ Валя.

Вӗсем кил картинчи пӗрене купи ҫине хурса хӑварнӑ пукане кӗписем патне тухрӗҫ.

Вылясан-вылясан хӗрачасем пӳрте кӗчӗҫ. Кӑвакал йӑвана кӗрсе ларнӑ-мӗн.

Куратӑн-и? – шӑппӑн сӑмах хушрӗ Валя. – Вӑл ҫӑмарта тума хатӗрленет.

Вальӑпа Аля кӑвакала куҫран вӗҫертмесӗр пӑхса ларчӗҫ. Лешӗ те хутран-ситрен ачасем еннелле пӑхкаларӗ.

Кӗҫех кӑвакал, ури ҫине тӑрса, сӑмсипе улӑм пӗрчисене иле-иле хӑй айне хучӗ, ҫаврӑна-ҫаврӑна тем кӑштӑртатрӗ. Вара йӑвинчен тухрӗ.

Пирӗн кӑвакал ҫӑмарта турӗ пулас, – терӗ Аля.

Вӑл йӑва патне пычӗ. Анчах унта улӑм купи кӑна курӑнчӗ.

Кунта нимӗн те ҫук-ҫке, – тӗлӗнчӗ Аля.

Вӑл кӑвакала каллех йӑвана лартасшӑнччӗ, анчах Валя ӑна чарчӗ.

Лайӑхрах шыра, кӑвакал ҫӑмартине пытарса хӑварать,–ӑнлантарчӗ ӑна тантӑшӗ. – Улӑмне сиркелесе пӑх-ха.

Аля улӑма сирчӗ те йӑвара ҫӑмарта выртнине курах кайрӗ.

Чӑнах та пур иккен! – савӑнчӗ пӗчӗк кил хуҫи.

Кун хыҫҫӑн кун иртрӗ. Кӑвакал та хӑйӗн йӑвине кӗрсе ларма хӑнӑхрӗ ӗнтӗ. Ҫӑмарта тӑвас вӑхӑт ҫитсен, вӑл тӳрех ҫенӗк умне пырать. Вара Аля ӑна пӳрте кӗртет. Чылай ҫӑмарта турӗ ӗнтӗ вӑл. Вěсен хисепӗ вуннӑран та ытла.

Ҫӗр типнӗ май ашшӗн те, амӑшӗн те ӗҫсем нумайланчӗҫ. Вӗсем кӑнтӑрла кӑна киле пырса каяҫҫӗ. Хӑш-пӗр чух сӗт-турӑх е чӗрӗлле ҫӑмарта ҫиеҫҫӗ те ӗҫе тухса утаҫҫӗ.

Пӗр кӑнтӑрла ашшӗ те, амӑшӗ те киле час ҫитеймерӗҫ. Альӑн вӑра хырӑмӗ питӗ выҫрӗ. Вӑл чӗрӗлле ҫӑмарта ҫиме шухӑшларӗ. Ҫӑмарти вара ҫенӗкри чӑланта, уҫма уҫҫи ҫук. Ҫав вӑхӑтра вӑл кӑвакал йӑваран тухнине асӑрхарӗ.

«Акӑ ӑҫта ҫӑмарта пур, кӑвакал ҫӑмарти те чӑх ҫӑмарти пекех-тӗр...» – сасартӑк тавҫӑрса илчӗ Аля.

Вӑл шухӑшланӑ пекех турӗ. Ҫӑмартине шӑтарса стакана ячӗ те тӑвар сапса ҫӑкӑр турарӗ. Вара чей кашӑкӗпе пӑтратса ҫиме тытӑнчӗ.

Эй, аван-ҫке! – хӗпӗртерӗ хӑй. – Пӗркунне атте ҫитернӗ чӑх ҫӑмарти тутлӑччӗ, ку вара унтан та тутлӑрах.

Ҫак самантра алӑк сасси илтӗнчӗ. Пӳрте ашшӗ кӗчӗ.

Пӗчӗк кил хуҫи хӑех апатланать мӗн, – шӳтлерӗ вӑл. Анчах сӗтел ҫинче выртакан ҫӑмарта хупписене курчӗ те хӗрачи ҫине тинкерсе пӑхрӗ. – Аля, эсӗ мӗн... кавакал ҫӑмарти ҫиместӗн пуль те?

Аха, ҫавӑ, – хуравларӗ Аля. – Атте, ҫисе пӑх-ха, ҫав тери тутлӑ!

Ашшӗ хӗрачи каланине итлерӗ: тутанса пӑхрӗ.

Чӑнах та тутлӑ ҫӑмарта тупнӑ иккен эсӗ, – терӗ вӑл лӑпкӑн. – Анчах ку ҫӑмартана ҫисе, эсӗ кӑвакалӑн икӗ тукмаккине ҫухатрӑн.

Мӗнле? – ӑнланмарӗ Аля.

Ҫаплах, –терӗ ашшӗ. – Кӑвакал ҫӑмартине ҫимеҫҫӗ. Кӑвакала чӗпсем кӑларма усраҫҫӗ. Эсӗ, ав, ҫӗмӗрнӗ... Пӗр кӑвакал ҫухатрӑмӑр темелле. Унӑн икӗ тукмак пулатчӗ. Унсӑр пуҫне, сана валли ҫемҫе минтерлӗх тěк, мамӑк тухатчӗ. Халь вара вӑл та пулмасть.

Аля пуҫне усрӗ.

Эпӗ ӑна пӗлмен, – терӗ вӑл пусӑрӑнчӑк сасӑпа. – Малашне нихӑҫан та эпӗ кӑвакал ҫӑмартине ҫиместӗп.

Кӗҫех ашшӗпе амӑшӗ кӑнтӑрлахи апатҫиме ларчӗҫ. Аля ирӗксӗрех хӑй хатӗрленӗ апата ҫирӗ. Пӗрре шӑтарнӑ ҫӑмартана сая ямалла мар ӗнтӗ.

 

Нарт-нарт кăвакал хаярланать.

 

Ҫурхи кунсем сисӗнмесӗрех иртрӗҫ. Улмуҫҫисем, чие йывӑҫҫисем чечеке ларчӗҫ. Вӗсем чӑлт шурӑ шупӑр тӑхӑннӑ пек курӑнаҫҫӗ. Уй-хир те ешерме тытӑнчӗ. Шӑнкӑрчсем те чӗпсем кӑларчӗҫ. Альӑн ашшӗ уйра тракторпа суха тӑвать, тырӑ акать. Вӑл, ӗҫре хуралса пӗтнӗскер, пӑч-тӗттӗм пулсан тин килне таврӑнать. Пӗчӗк кил хуҫин кӑвакалӗ вара ҫав-ҫавах кун сиктермесӗр ҫӑмарта тӑвать. Аля вӗсене пӗрре те тӗкӗнмерӗ – ҫӗмӗресрен шикленчӗ.

Пӗррехинче кӑвакал йӑвана кӗрсе ларчӗ те кунӗпех кӑштӑртатрӗ. Кӑнтӑрла та иртрӗ, вӑхӑт каҫ еннелле те сулӑнчӗ, вӑл йӑваран пур пӗрех тухмарӗ. Аля ун патне апат илсе пычӗ, йыхӑрса та пӑхрӗ – усси пулмарӗ. Амӑшӗ киле таврӑнсан, Аля ун патне чупса пычě.

Анне, пирӗн кӑвакал выҫса вилет, – терӗ вӑл хыпӑнса ӳкнӗ сасӑпа.

Мӗн пулчӗ вара? – тӑруках ӑнланса илеймерӗ амӑшӗ.

Кӑвакал йӑваран тухмасть, апат ҫимест, – пӗлтерчӗ хӗрача.–Мана ҫывӑха та ямасть. Ҫав тери хаярланса кайрӗ: сӑхасшӑн.

Амӑшӗ хӗпӗртенӗ пек пулчӗ.

Апла пирӗн кӑвакал пусма ларасшӑн, – терӗ вӑл, пӳртелле кӗрсе. – Атя-ха, Аля; пӑхӑпӑр: мӗн хӑтланать вӑл унта?

Кӑвакал вӗсене хаяррӑн кӗтсе илчӗ. Пӳрте кӗрсен, амӑшӗ аллине кӑвакал патнелле тӑсрӗ ҫеҫ, лешӗ ура ҫине тӑчӗ те, сӑхма хӑтланса, малалла ыткӑнчӗ.

Чӑнах, пирӗн кӑвакал хаярланса кайнӑ вӗт? – амӑшне куҫӗнчен пӑхрӗ Аля.

Кӑвакала йӑваран кӑларса ячӗҫ. Анчах лешӗ каллех унта кӗрсе ларасшӑн пулчӗ.

Эсӗ, Аля, ӑна хӳтер, – хушрӗ амӑшӗ. – Ытти ҫӑмартисене йӑвана хурса парӑпӑр.

Анне, миҫе ҫӑмарта хурасшӑн эс ун айне? – пӗлесшӗн пулчӗ Аля.

Ҫирӗм пиллӗкӗшне хурӑпӑр.

Ытлашши юлнине мӗн тӑватӑн? – ҫаплах тӗпчерӗ пӗчӗк кил хуҫи.

Амӑшӗ хӗрачи ҫине куҫ айӗн пӑхса илчӗ.

Ытлашшине сана ҫитерӗп. Кӑвакал ҫӑмарти чӑх ҫӑмартинчен тутлӑрах.

Ку Альӑна юри каланӑ пекех пулчӗ. Вӑл пуҫне усрӗ.

Авӑ, куратӑн-и, мамӑк мӗн чухлӗ унта, – терӗ малалла амӑшӗ, йӑвана кӑтартса.

Пусма ларасшӑн ҫав вӑл. Ҫӑмартисене ӑшӑтма, ав, мамӑкне кӑларнӑ.

Ай, ҫемҫе-ҫке! – терӗ Аля, йӑва тӗпне хыпаласа. – Апла ӑна халӗ сыхласа тӑмалла мар пулӗ?

Вӑхӑтлӑха ҫӳре ӗнтӗ ирӗклӗн...

Анне, мана фермӑри чӗпсене курма илсе каятӑн-и?

Паянах илсе каятӑп. Эсӗ кӑвакал ҫӑмартисене ҫухатмарӑн. Ҫавӑн пек лайӑх ӗҫленӗшӗн мӗнле илсе каяс мар? Унччен тыт-ха ҫак ҫӑмартасене, вӗсем ытлашши.

Амӑшӗ Альӑна ҫӑмартасем тыттарчӗ. Унтан, кӑвакала йӑвана лартнӑ хыҫҫӑн, Аля мӗн юратнине пӗлнӗ пекех, ҫӑмартасене шӑтарса стакана ячӗ, тӑвар сапса, ҫӑкӑр турарӗ. Аля тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ. Кӗҫех вӗсем апатланма тытӑнчӗҫ.

 

Кунта курманни те, пěлменни те нумай.

 

Чӗпсен ферми Чулкаҫ ҫырми хӗрринче. Аякран пӑхсан, фермӑ вӗтлӗх вӑрмана вырнаҫнӑ тейӗн. Хӑмаран тытнӑ карта йӗри-тавра акаци, чие йывӑҫҫисем лартса тухнӑ. Вӗсем, чечеке ларнӑскерсем, картаран та ҫӳллӗ. Сывлӑшӗ кунта уҫӑ, таса.

Анне, мӗн чухлӗ кунта чие? – ыйтрӗ Аля тӗлӗннипе.

Кунта пурте пур: хӑмла ҫырлийӗ те, хӗрлӗ хурлӑханӗ те, хура хурлӑханӗ те, крыжовникӗ те, – пӗлтерчӗ амӑшӗ. – Акӑ, ферма картишне кӗрсен, хӑвах курӑн.

Ферма кил картийӗнче, чанах та, ҫырла йывӑҫҫисем ну май иккен. Вěсене ретěн-ретěн лартса тухнӑ. Йывӑҫсем айӗнче чӗпсем талккӑшпех ҫӳреҫҫӗ.

Ҫак самантрах ҫенӗк айӗнчен хӑмӑр йытӑ сиксе тухрӗ. Вӑл, хӳрине выляткаласа, Альӑпа амӑшӗ патне чупса пычӗ. Пӗчӗк хӗрача хӑранипе амӑшӗ ҫумне пырса ҫыпҫӑнчӗ. Амӑшӗ ҫакна сисрӗ те:

Ан хӑра, хӗрӗм. Вӑл сана тивмест, – терӗ. Ҫавӑнтах вара йыттине хӑтӑрса илчӗ: – Кампур, кайса вырт хӑвӑн йӑвуна. Эпӗ Альӑпа килнине курмастӑн-им?

Йытӑ, ӑнланнӑ пек хӳрине вылятса, Альӑпа амӑшӗ тавра пӗр-икӗ хут ачашланса ҫаврӑнчӗ те пӑрӑнчӗ.

Анне, Кампура ма кунта усратӑр? Вӑл чӗпсене тытсан?..

Ӑслӑ йытӑ вӑл, – ӑнлантарчӗ амӑшӗ. – Вӑл чӗпсене тивмест, вӗсене тӑшмансенчен сыхлать. Шанчӑклӑ хуралҫӑ.

Ҫавӑнтах фермӑ ҫийӗпе ула курак вӗҫсе иртрӗ. Кампур ун хыҫҫӑн хамлата-хамлата чупрӗ.

Авӑ, куратӑн-и, мӗнле хураллать вӑл, – терӗ амӑшӗ.

Аля пурне те ӑнланаймарӗ-ха. Килти пахчара ҫырласем пиҫсе ҫитсен, вӗсем чӑх-чӗпсене садран хӳтере-хӳтере кӑлараҫҫӗ. Ҫырласене ҫисе ярасран ҫапла тӑваҫҫӗ ӗнтӗ. Анчах кунти чӗпсем ҫырла йывӑҫҫисем хушшинчех ҫӳреҫҫӗ. Пиҫнӗ ҫырласене чӗпсем йӑлтах ҫисе яраҫҫӗ-ҫке вӗсем капла? Ҫакӑн ҫинчен вӑл амӑшӗнчен ыйтрӗ.

Ав, куратӑн-и, чӗпсем тӗмӗсем айӗнче ҫунаттисене сарса выртаҫҫӗ, – терӗ амӑшӗ, аллипе малалла тӗллесе кӑтартса. – Сулхӑнта выртасшӑн. Чӗпсем тата тулӑпа кӑна тутӑ пулмаҫҫӗ. Вӗсене витамин нумай кирлӗ. Витаминсем вара ҫырласенче чылай. Ҫырласем пиҫсе ҫитсен, чӗпсем вӗсене сике-сике татса ҫиеҫҫӗ. Ҫавна май, кунӗпех ӗҫлесе, хӑвӑрт ҫитӗнеҫҫӗ, тӗреклӗ пулаҫҫӗ.

Апла иккен, – тӗлӗнчӗ Аля.

Амӑшӗ кукленсе ларчӗ. Ҫавӑнтах ун тавра чӗпсем пухӑнчӗҫ. Хӑш-пӗрисем хул пуҫҫийӗ ҫине те хӑпарчӗҫ. Хӑрама та пӗлмеҫҫӗ. Амӑшӗ пӗр чӗппине алла илсе ҫурӑмӗнчен ачашлама пикенчӗ. Кӗҫех ӑна вӑл Альӑна тыттарчӗ.

Лешӗ Аля аллинче те ютшӑнмарӗ. Чылайччен ҫӗклесе ҫӳрерӗ ӑна хӗрача.

Анне, эпӗ те, кӑвакал чӗпписем тухсан, вӗсене алла вӗрентетӗп, – терě Аля, тем аса илнěн.

Темле пулě ěнтě, – иккӗленсе пуҫне пӑркаларӗ амӑшӗ. – Кӑвакал хӑйӗн чӗпписене тыттараканах марччӗ...

Малалла кӑшт утсан, Аля пӗчӗкрех ҫатмасем ҫине консервӑ банки ӳпӗнтерсе лартнине курчӗ. Шывӗ унта ҫатма тулли. «Мӗншӗн банкӑ ӳпӗнтернӗ-ха?» – ӑнланмарӗ Аля. Вӑл вара амӑшне тӗпчеме тытӑнчӗ.

Чӗпсем йӗпенсен... – ӑнлантарчӗ амӑшӗ ӑна, – шӑнса пӑсӑлаҫҫӗ. Капла вара ҫатма ҫине хӑпарса тӑраймаҫҫӗ, хӗрринчен кӑна ӗҫеҫҫӗ. Ҫатмари шыв сахаллансан, консервӑ банкине ҫӗклетӗн те, – амӑшӗ шыв тултарнӑ банкӑна ҫӗклерӗ, – шывӗ хӑех ҫатмана тулать. Лайӑх вет? Хӗвел каҫала енне сулӑнсан, амӑшӗ валашкасене тулӑ сапса тухрӗ. Чӗпсене килти пек чип-чип, чип-чип тесе те йыхӑрмарӗ. Пӗчӗк шӑнкӑрава силлерӗ те ҫак вӑхӑтра чӗпсем, ҫунаттисене сарса, валашкасем патне чупса та пычӗҫ. Ав, епле йыхӑраҫҫӗ иккен чӗпсене! Часах ретӗн-ретӗн лартса тухнӑ пӗчӗк валашкасем курӑнми те пулчӗҫ. Вӗсене сарӑ чӗпсем сырса илчӗҫ.

Ну, Аля, мӗнлерех? – ыйтрӗ амӑшӗ.

Тӗлӗнмелле, – хěпӗртесе кайрӗ Аля.

Каҫ пулсан тин Аля килнелле утрě. Уншӑн фермăра интересли темӗн чухлех пулчě.

 

Валя Альӑран тавҫӑруллӑрах.

 

Аля кӑвакалӗ йӑваран тухмасӑр ларчӗ. Кунне пӗрре апат панипех лӑпланчӗ вӑл. Ҫатмасем ҫине тӗпретсе панӑ ҫӑкӑр тата шыв ун умӗнчен татӑлмарӗ. Альӑн пушӑ вӑхӑт ытларах пулчӗ. Вӑл е Вальӑпа урамра вылярӗ, е амӑшӗ патне кайса килчӗ.

Пӗррехинче Аля, чӗпсем тухман-ши тесе, йӑва ҫывӑхне пычӗ, анчах кӑвакал ӑна яхӑнне те ярасшӑн пулмарӗ. Юрӑть Аля хӑвӑртрах каялла чакрӗ, унсӑрӑн сӑхатчӗ.

«Чӗпсем тухаҫҫӗ, чӗпсем тухаҫҫӗ! – терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. – Тинех кӗтни ҫитрӗ».

Анчах вӑл кунхине пěр чӗп те курӑнмарӗ. Амӑшӗ ӗҫрен таврӑнсан, кӑвакала йӑваран кӑларса ярса, ҫӑмартисене пӗрерӗн тытса тӗрӗслерě.

Эсӗ, Аля, кӑвакала питӗ лайӑх пӑхнӑ.

Пӗр путланнӑ ҫӑмарта та ҫук, пурте чӗпӗллӗ, – тӗрӗ амӑшӗ.

Ҫӑмартасем пӑт шӑтнӑ. Ҫав тӗлтен чӗпсен сарӑ сӑмсисем курӑнаҫҫӗ.

Ырантан. санӑн, Аля, чӗпсене пӑхмалла пулать, – терӗ вӑл ҫӑмартисене сӑнанӑ хыҫҫӑн. – Кӗҫӗр вӗсем пурте тухаҫҫӗ.

Амӑшӗ калани тӗрӗсех пулчӗ. Кӑвакал чӗпписем ҫӗр каҫа пурте тухса ҫитрӗҫ. Ирхине вӗсем, сарӑскерсем, мамӑк пек ҫемҫескерсем, амӑшӗн ҫунаттисем айӗнче ӑшӑнса ларчӗҫ; сарӑ сӑмсаллӑ пуҫӗсене кӑларса, хӑравҫӑллӑн ун-кун пӑхкаларӗҫ.

Амӑшӗ ӗҫтермелли-ҫитермеллине хатӗрлерӗ ӗнтӗ. Пӗчӗк ҫатми ҫине, фермӑри пек, консервӑ банки ӳпӗнтерчӗ. Халӗ кӑвакал чӗпписем, ун йӗри-тавра тӑрса, шыв ӗҫме пултараҫҫӗ. Амӑшӗ фанерӑ татӑкӗ ҫине тӑпӑрч тӗпретрӗ. Альӑна пӗчӗк шӑнкӑрав тыттарчӗ.

Фермӑри пек пултӑр, шӑнкӑртаттар.

Аля шӑнкӑртаттарчӗ, анчах нимӗн те ӑнланман кӑвакал чӗпписем амӑшӗ айӗнчен тухмарӗҫ.

Хӑнӑхиччен ялан ҫапла тӑвӑпӑр,–вӗрентрӗ амӑшӗ. – Фермӑри чӗпсем те малтанах ҫав сасса ӑнланаймарӗҫ. Кайран вӗренсе ҫитрӗҫ. Халь, хӑвах куратӑн, шӑнкӑрав сассине илтсенех апат ҫиме чупаҫҫӗ.

Аля кашни кунах шӑнкӑравӗпе чӗпсене йыхӑрчӗ. Юлашкинчен кӑвакал Альӑна ӑнланчӗ пулас: вӑл, мӑйне тӑса-тӑса, апат патне ҫывхарчӗ. Хӑравҫӑ чӗпсем вара амӑшӗ хыҫӗнчен чарӑна-чарӑна кӗпӗрленсе пычӗҫ те тӑпӑрчӑ тӗпренчӗкӗсене хыпа пуҫларӗҫ, сарӑ сӑмсисене ҫатмана чике-чике кӑларчӗҫ: сӗт ӗҫеҫҫӗ ӗнтӗ вӗсем. Хӑш-пӗрисем ҫатма ҫине те кӗрсе каясшӑн, анчах кӗленче банкӑ чӑрмантарать.

Аля ҫакӑншӑн хӗпӗртерӗ. Унӑн чӗпсене тытса пӑхас килчӗ. Вӑл пӗрне ярса илес тесе аллине тӑснӑччӗ ҫеҫ, кӑвакал ун патне ҫав терн хаярланса пычӗ, аллинчен кӑшт кӑна сӑхаймйрӗ.

Анне, кӑвакал мана сӑхасшӑн, – терӗ вӑл хӑранӑ сасӑпа.

Ан васка, хӗрӗм, – терӗ амӑшӗ. – Унӑн халлӗхе чӗпписем пӗчӗк, ҫавӑнпа хаярланать. Чӗпписем ҫитӗнсе ҫитсен, йӑвашланать.

Тепӗр тӑватӑ кунран амӑшӗ кӑвакал чӗпписене тула кӑларчӗ. Вӑл кил картине ҫатма вырнаҫтарса лартрӗ те унта хӗррипе тан шыв ячӗ. Альӑна ҫӑкӑр тата шӳтернӗ пӑрҫа чӑмласа пама хушрӗ.

Пӗррехинче Аля чӗпӗсене шутлама пуҫларӗ. Вӑл кӑштах шутлама пӗлет-ха. Акӑ вуннӑ таран шутларӗ, икӗ вуннӑ. Унтан малалла... Икӗ хут шутласан та, пӗр чӗп ҫук. Вӑл, йӑнӑшрӑм-ши тесе, тата тепӗр хут шутласа пӑхрӗ. Ҫук, йӑнӑшман-мӗн. Сасартӑк Аля хӑраса ӳкрӗ. Вӑл унталла-кунталла пӑхрӗ – чӗп ниҫта та курӑнмарӗ.

«Ай, ӑҫта кайрӗ ку чӗп? – хыпӑнса ӳкрӗ Аля. – Курак тытса каймарӗ-ши?»

Вӑл пысӑк тирӗкри шыв ҫине пӑхрě. Унта выртать иккен чӗп! Аля ӑна алла илчӗ кӑна – кӑвакал ун патне хаярланса пычӗ те, сӑхма хӑтланса, мӑйне тӑсрӗ. Хӗрача, чӗппе хӑй ҫумне тытса, урама чупса тухрӗ.

Ҫав вӑхӑтра ун патне Валя пычӗ.

Аля, мӗн ку сан? – ыйтрӗ вӑл, ун патне пырса.

Чӗп вилет... – терӗ Аля. – Эп пынӑ чух тирӗкри шывра выртать...

Э-э, эсě тирӗке сив шыв ярса панӑ пулӗ-ха, ҫавӑнпа сан чӗппӳ анраса ӳкнӗ. Вӗсене ӑшӑрах шыв кирлӗ.

Эпӗ ҫӑлран ӑсса килсенех ярса патам, – кулянса хуравларӗ Аля.

Вӗсем чӗппе чӳрече умне, хӗвел ӑшшине, хучӗҫ. Вара хӗрсех сиплеме тытӑнчӗҫ: тӑпӑрчӑ ҫитерчӗҫ, сӗт ӗҫтерчӗҫ. Сиплени харама каймарӗ. Чӗп утма хӑтланчӗ. Сывалса ҫитсенех ачасем ӑна амӑшӗ патне ячӗҫ.

Каҫхине амӑшӗ Аля каласа панине тӗлӗнсе итлерӗ.

Пултаратӑн эсӗ, хӗрӗмҫӗм, – мухтарě вара ӑна амӑшӗ. – Эсӗ пулман пулсан, пěр чěп ҫухататтӑмӑр. Валя та тавҫӑруллӑ хӗрача. Чӗпсем ҫитӗнсе ҫитсен, ӑна кӑвакал тукмакки ҫиме чӗнӗпӗр.

 

Амӑшӗ чěпписене чӑмма вӗрентет.

 

Чӗпсем эрне хушшинче самаях ҫитӗнчӗҫ. Ҫумӑр хыҫҫӑн вара уйрӑмах шухӑ вӗсем. Шыв кӳлленчӗкӗнчен сӑмсисене кӑларма та пӗлмеҫҫӗ – татти-сыпписӗр шӑмпӑртатаҫҫě, тем шыраҫҫӗ. Ӑман тупсан, уншӑн каҫсах каяҫҫӗ, пӗр-пӗрне хӑвалама тытӑнаҫҫӗ.

Юлашки вӑхӑтра кӑвакал питӗ канӑҫсӑрланма пуҫларӗ. Апатне умран юличчен ҫитерсен те, вал, кил хапхи умне пырса, каллӗ-маллӗ кускалать. Тухса кайма шӑтӑк шырать. Чӗпписем те амӑшӗнчен юлмаҫҫӗ. Вӗсене вара пӗчӗк шӑтӑк та ҫитет. Кӑвакал ҫакна курсан тата ытларах кускалама тытӑнать. Хапха умӗнче пӗр вӗҫӗмсӗр чупса нартлатать, чӗпписене йыхӑрать. Лешсем вара амӑшӗн сассине хӑлхана та чикмеҫҫӗ. Питӗ хӑрушӑ! Амӑшӗсӗр ҫӳрекен чӗпсене хурчка-кураксем ҫӗклесе кайма та пултараҫҫӗ.

Пӗррехинче Аля ҫакӑн ҫинчен амӑшне каласа пачӗ.

Вӗсем, шыв кайӑкӗсем, шыв хӗррине каясшӑн, – терӗ амӑшӗ, – кӑнтӑр апатне килсен. – Паян эпир вӗсене пӗве хӗррине илсе кайӑпӑр.

Кӗҫех Альӑпа амӑшӗ кӑвакалпа унӑн чӗпписене кил картинчен кӑларчӗҫ. Кӑвакалӗ ӑҫта каймаллине лайӑх пӗлет иккен. Тӳрех уй еннелле ҫул тытрӗ. Унран чӗпписем те юлмарӗҫ. Ялтан тухсан, инҫех те маар – Чулкаҫ ҫырми. Унта пӗве пур. Ҫу каҫипе хур-кӑвакал татӑлма пӗлмест ҫак пӗверен.

Ҫырма хӗррине ҫитсен, кӑвакал ниҫта та пӑрӑнмарӗ, чӗпписене тӳрех айлӑмалла ертсе анчӗ. Хӑй, васкать пулин те, чӗпписене ытлашши аякка пӑрахса хӑвармасть: асӑрхасах пырать. Ҫырма тӗпӗнче, лачакаллӑ вырӑнта, талккӑшӗпех тылла пуҫҫи. Кунта чӗпсене амӑшӗ хыҫҫӑн ӗлкӗрсе пыма йывӑртарах. Утнӑ ҫӗртех вěсем, месерле йӑванса кайса, тӑраймасӑр чылайччен тапаҫланаҫҫӗ. Ҫавӑн пек чух кӑвакал е чарӑнса тӑрать, е вӗсем патне пырса чӗппи ура ҫине тӑричченех кӗтет.

Альӑшӑн ку питӗ кулӑшла пек туйӑнать. Вӑл чӗпсене ура ҫине тӑратма та хирӗҫ мар, анчах кавакал чӗп ҫывӑхне ямасть.

Кӑвакал, пӗве патне ҫитсен, чӗпписене кӗтсе те тӑмарӗ, васкасах шыва кӗрсе кайрӗ. Пӗр вӑхӑт, ерипен ярӑнса, шыв ӗҫрӗ, унтан, шикленерех таракан чӗпписем патне пырса, каллě-маллě ишрӗ. Чӗпсем пӗве хӗрринче тӑчӗҫ-тӑчӗҫ те, пӗрин хыҫҫӑн тепри шыва кӗрсе, амӑшӗ тавра ерипен ярӑнма тытӑнчӗҫ. Кӗҫех кӑвакал, хӑвӑрт ҫӗкленсе илсе, шыва чӑмрӗ. Лешсем те, амӑшӗнчен юласшӑн мар пулса, пӗрин хыҫҫӑн тепри чӑмрӗҫ.

Аля, ҫакна пӑхса тӑраканскер, сасартӑк амӑшӗн кӗпе аркинчен ярса тытрӗ.

Анне, пирӗн чӗпсем шыва путаҫҫӗ, – терӗ вӑл, шикленсе.

Ан хӑра, хӗрӗм, шыв кайӑкӗсем шывра путмаҫҫӗ. Куратӑн-и, амӑшӗ чӗпписене кутӑн чӑмма вӗрентет.

Кӗҫех кӑвакал чӑмма чарӑнчӗ. Вӑл чӗпписене хӑй тавра пухрӗ те пӗве хӗрринелле ертсе кайрӗ. Ҫыран хӗрринче кӑвакал сӑмсипе темӗн шыра пуҫларӗ. Чӗпписем те амӑшӗнчен юлмарӗҫ: пуҫ хӗрлӗ тӑрса, тӑрӑшсах чаваланчӗҫ.

Аля, халь кӑвакал кунтан ниҫта та каймасть, – терӗ амӑшӗ, ӗҫе кайма хатӗрленсе. – Ачасемпе выляма пултаратӑн...

Амӑшӗ кайрӗ. Аля пӗве хӗрринче хур-кӑвакал пӑхакан ачасем патне ыткӑнчӗ. Унта Валя та, Ваня та пур. Кӗҫех вӗсем вӑййа иленчӗҫ.

 

Инкек куҫа курӑнса килмест.

 

Бригадӑра хӗрӳ ӗҫ тапхӑрӗ пуҫланчӗ. Колхозниксем утӑ ҫулса типӗтрӗҫ, капансене хыврӗҫ. Кӗҫех ыраш та пиҫсе ҫитрӗ. Ку вӑхӑталла Альӑн кӑвакал чӗпписем пысӑкланчӗҫ.

Уй-хирте кукурузӑ та пӳрен ҫӳллӗ. Ҫиллӗ ҫанталӑкра вӑл вӑрман пекех кашласа ларать. Аля вара ун хушшипе ҫӳреме те шиклене пуҫларӗ. Кукурузӑ хӗррипе пӑрҫа акнӑ. Аля ачасемпе пěрле унта сахал мар пӑрҫа ҫинӗ: симӗссине те, хытма пуҫланине те, хыттине те. Анчах комбайнсемпе ыраш вырма пуҫланӑ хыҫҫӑн виҫӗ-тӑватӑ кунранах ӑна колхозниксем ҫавапа ҫулчӗҫ. Ачасем те вара мӑннисене пулӑшрӗҫ. Аля та вӗсенчен юлмарӗ – пӑрҫа паккусӗсене пухрӗ, тӑккаланса юлнӑ пӑрҫа хӑмӑлӗсене пуҫтарчӗ...

Пӗр-икӗ кунран уйри пӑрҫана пухса кӗртрӗҫ. Вара унта хур-кӑвакал талккӑшӗпех ҫӳреме тытӑнчӗ.

Ҫапла пӗр ирхине ачасем кӑвакалсене пӑрҫа пуссине хӑпартрӗҫ те хӑйсем пӑрҫа пуҫтарма кукурузӑ хӗррине кайрӗҫ. Кунта ҫулӑнмасӑр юлнӑ пӑрҫа хӑмӑлӗсем тем чухлех. Ку ачасемшӗн пысӑк савӑнӑҫ пулчӗ.

Ваня кукурузӑ хӗррипе малтан мала чупса пычӗ.

Аля, Валя, кунта килӗр! – чӗнчӗ вӑл хӗрачасене. – Кунта пӑрҫа ытларах тупӑнать!

Валя куншӑн хӗпӗртерӗ.

Аля, атя, кайӑпӑр, – чӗнчӗ вӑл Альӑна. – Пӑрҫи чӑнах та нумай пулсан, кӑвакалсене те ҫитерӗпӗр.

Альӑн кӑвакалсенчен уйрӑлса каяс килмерӗ. Анчах Ваня хытах чӗнчӗ:

Килӗр, килӗр кунта!

Валя васкаса чупрӗ. Аля та тантӑшӗ хыҫҫӑн кайрӗ. Ачасем тавлашмалла пӑрҫа пуҫтарма тытӑнчӗҫ.

Ҫав вӑхӑтра кукурузӑ ӑшӗнчен тилӗ сиксе тухрӗ те тӳрех кӑвакалсем патнелле чупрӗ. Хур-кӑвакалсем, хыттӑн какаласа-нартлатса, пӗр ҫӗрелле пухӑна пуҫларӗҫ. Аля ҫакна ҫийӗнчех асӑрхарӗ. Анчах вӑл тилле тӑруках паллаймарӗ, фермӑри Кампур пулӗ терӗ.

Тилӗ! – кӑшкӑрса ячӗ сасартӑк Ваня. – Вӑл пирӗн кӑвакалсене тытасшӑн!..

Ваня, аллинчи туйине ҫӗклесе, тилӗ хыҫҫӑн чупрӗ. Альӑпа Валя та унран юлмарӗҫ. Кӑшкӑрса та пӑхрӗҫ. Анчах чупни те, кӑшкӑрни те кӑлӑхах пулчӗ. Тилӗ кӑвакала мӑйӗнчен кап! хыпрӗ те Чулкаҫ ҫырми тӑрӑх ыткӑнчӗ.

Аля амӑшӗсӗр юлнӑ кӑвакалсене пӗвене хӳтерсе антарчӗ. Вӗсем, тӑлӑхскерсем, мӗн каҫ пуличченех ярӑнса ҫӳрерӗҫ. Пысӑкланнӑ кӑвакал чӗпписене киле хӳтерсе пырсан, Аля амӑшӗпе ашшӗне инкек пулса иртни ҫинчен хурланса пӗлтерчӗ.

Амӑшӗ Альӑна лӑплантарас шутпа ҫапла каларӗ:

Инкек куҫа курӑнса килмест. Юрӗ ӗнтӗ, кӑвакал чěпписем ҫитӗнсе ҫитрӗҫ, амӑшӗсӗрех пурӑнма пултараҫҫӗ. Ҫапах та вӗсене тилӗсенчен асӑрхас пулать.

Эпӗ вӑл тилле тытатӑпах, – терӗ ашшӗ ҫилӗллӗн.

 

Кӑвакалсем мӗн ҫисен мӑнтӑрланаҫҫӗ?

 

Кӗркунне ҫитрӗ, ҫанталӑк сивӗтрӗ, Ачасем, ӑшӑ ҫи-пуҫ тӑхӑнса, пӗвери кӑвакалсем патне кая-кая килчӗҫ. Пӗррехинче ҫанталӑк тӑруках сивӗтрӗ, ирхине вара шап- шурӑ тӑм ӳкрӗ.

Анчах тавҫӑруллӑ, пурне те ытларах пӗлекен Ваня куншӑн пӗрре те ӳкӗнмерӗ, савӑнчӗ ҫеҫ.

Кӑвакалсемшӗн тутлӑ апат пулать, – терӗ вӑл хӑлаҫланса.

Мӗнле апат? – ӑнланмарӗ Аля. – Халӗ пӑрҫа та, кукурузӑ та ҫук-ҫке. Вěсен уйӗсене йӑлтах сухаласа тӑкнӑ. Ваня, мӗнле апат ҫинчен калаҫатӑн эсӗ?

Ваня ахӑлтатса кулса ячӗ.

Эх, Аля, вӗсем мӗн ҫитерсен мӑнтӑр пулнине те пӗлместӗн! – йӗплемеллипех йӗплесе илчӗ вӑл Альӑна. Ҫавӑнтах хӑй Валя енне ҫаврӑнчӗ. – Валя, кала-ха, тен, эсӗ пӗлетӗн?

Пӗлместӗп, – терӗ вӑл, пуҫне пăркаласа.

Эпӗ пӗлетӗп, йӗкел, – мӑнаҫлӑн хирӗҫ тавӑрчӗ Ваня.

Йӗкел йӳҫӗ. Эпӗ ӑна ҫӑвара та чикместӗп, – парӑнасшӑн пулмарӗ Аля. – Кӑвакалсем ӑна пачах та ҫимӗҫ. Йӗкеле сыснасене кӑна параҫҫӗ.

Кӑвакалсене шыва кӗртсе ярсан, ачасем пӗве пуҫӗпе каҫса, юман вӑрманне хӑпарчӗҫ. Ваня, пěр лутра юман умӗнче чарӑнса, аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ.

Куратӑр-и, мӗн чухлӗ кунта йӗкел! – хавхаланса калаҫрӗ вӑл.–Питӗ нумай. Эпӗ халех силлесе паратӑп, пуҫтарса кӑна тӑрӑр.

Ваня юман ҫине улӑхса кайрӗ. Альӑпа Валя вырӑнтан хускалмасӑр пӑхса тӑчӗҫ. Часах вӑл пӗр пысӑк турат ҫине хӑпарса ларчӗ. Унтан, алли-урипе туратран ыталаса илсе, каллех малалла шурӗ. Юман тӑррине хӑпарсан, Ваня хӗрачасем еннелле ҫаврӑнчӗ.

Аля, Валя, йӗкел пуҫтарӑр! – кӑшкӑрчӗ вӑл. Ҫавӑнтах хӑй турата силлерӗ. Йӗкел шӑпӑртатса тӑкӑнчӗ.

Ай, мӗн чухлӗ йӗкел! – хӗпӗртерӗ Аля та. – Ку йӗкеле кӑвакалсем ҫиеҫҫӗ пулсан, мӗн тери лайӑх пулмалла-мӗн.

Тен, Ваня чӑнах калать пулӗ? – килӗшнӗ пек пулчӗ Валя. – Ҫитерсе пӑхӑпӑр. Ҫимесен вара ӳлӗмрен ӑна пӗрре те ӗненмӗпӗр.

Хӗрачасем йӗкел пуҫтарма тытӑнчӗҫ. Пуҫтарсан-пуҫтарсан, вӗсем пӗве хӗррине анчӗҫ. Кӑвакалсене йӗкел тӑкса пачӗҫ. Анчах Альӑн кӑвакалӗсем темле йыхӑрсан та, астарсан та йӗкел енне ҫаврӑнса та пӑхмарӗҫ. Вальӑпа Ваньӑн ватӑ кӑвакалӗсем те йӗкеле каялла кӑлара-кӑлара пӑрахрӗҫ.

Аля кӑмӑлсӑрланчӗ. Унтан сасартӑк Ваня еннелле ҫаврӑнчӗ те:

Ваня, макӑн сана валли сутмалли юмах пур, – терӗ.

Мӗнле юмах?

Ҫеҫен хирте туман урапа кусать. Мӗн пулать вӑл?

Эпӗ ун пеккине илтмен, – терӗ Ваня.

Эх, Ваня, ҫавна та пӗлместӗн, – йӗплесе илчě Аля. – Суя сӑмах пулать вӑл.

Ваня чěнмерě.

«Мěнле-ха капла? – шухӑшларӗ хӑй. – Анне мана кӑвакалсем йӗкеле юратса ҫиеҫҫӗ терӗ-ҫке. Хам та иртнӗ кӗркунне кӑвакалсене йӗкел нумай ҫитернӗ. Кусем вара ҫимеҫҫӗ».

Ваня хӗрачасем тӑрӑхланине чӑтма пултараймасть. Йӗкел йӳҫӗ пулнине пěлсенех, вӑл темиҫе йӗкел ҫӑварне хыпрӗ те чӑмларӗ. Юлашкинчен вӗтетнӗ йӗкеле кӑвакалсене ывӑтса пачӗ. Лешсем Ваня ывӑтса панине васкасах ҫие пуҫларӗҫ.

Ну куратӑр-и? Ҫеҫен хирте туман урапа чупать-и халь? – мӑнаҫлӑн ыйтрӗ Ваня. – Кусем ҫамрӑк-ха, ҫавӑнпа вӗсем йӗкел тутине пӗлмеҫҫӗ. Вӗсене малтанах вӗтетсе ҫитермелле. Кайран вара парса кӑна тӑр.

Эпир те, Аля, йӗкеле вӗтетсе парӑпӑр. Тен, юратсах ҫиме пуҫлӗҫ. Авӑ, Ваньӑн кӑвакалӗсем ҫиеҫҫӗ, –т ерӗ Валя.

Малтанах Аля кӑвакалӗсем вӗтетсе панӑ йӗкелсене те ҫиесшӗн пулмарӗҫ. Чылай астарма тиврӗ. Йӳҫӗ йӗкеле сахал мар вакласа пачӗ Аля. Пӗри тутанчӗ, тепри тутанчӗ. Килӗшрӗ пулмалла. Вӗтетсе панӑ йӗкеле кӑвакалсем хыпнӑҫем хыпрӗҫ.

Каҫалапа киле таврӑнсан, Аля ашшӗпе амӑшне кӑвакалсене йӗкел ҫитерме вӗрентни ҫинчен каласа пачӗ.

Йӗкел кӑвакалсемшӗн – чи тутлӑ апат, – терӗ амӑшӗ. Ӑна хӗлле валли пуҫтармалла пулать. Кӑҫал вӑрманта йӗкел нумай.

Нумай, питӗ нумай, – пӗлтерчӗ Аля.

Апла ҫывӑх вӑхӑтрах йӗкел пуҫтарма кайӑпӑр, – терӗ амӑшӗ. – Аҫу та ҫак кунсенче кӗрхи ҫӗртме туса пӗтерет. Эпир те ҫамрӑк чӑхсене урӑх фермӑна куҫаратпӑр. Кунта ӗҫлекенсем урӑххисем пулаҫҫӗ.

Эпӗ ыранах ачасемпе йӗкел пуҫтарма каятӑп, – хӑйӗн шухӑшне каларӗ Аля. – Анчах мана хутаҫ е пӗрне кирлӗ пулать.

Ашшӗ ҫавӑнтах Альӑна пӗчӗк пӗрне кӗртсе пачӗ.

Кӑвакалсене пӗвене ярсанах, виҫӗ тантӑш юман вӑрманне каяҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра ирсерен тӑтӑшах тӑм ӳкрӗ, ҫил те вӑйланчӗ. Ҫавна пула йӗкел нумай тӑкӑнчӗ. Ачасем вӑрманта нумай та ҫӳремеҫҫӗ – пӗрне тулли йӗкел йӑтса таврӑнаҫҫӗ.

Халӗ ӗнтӗ кӑвакалсем йӗкеле юратсах ҫиеҫҫӗ. Вӗсене вӗтетсе пама та кирлӗ мар. Чӗрҫипе ҫӗклесе тухатӑн та пӑрахса паратӑн – курса та юлаймастӑн, йӗкеле ҫаплипех хыпса яраҫҫӗ.

 

Ĕҫлекен яланах тутă

 

Ҫиллӗ-ҫумӑрлӑ кунсем иртрӗҫ. Ҫанталӑк сасартӑк сивӗтрӗ. Чулкаҫ ҫырминчи пӗве шӑнса ларчӗ. Кӑвакалсем халь кунӗ-кунӗпе кил картинче лараҫҫӗ. Пӗр Альӑн кӑна ӗҫ пӗтмерӗ. Вӑл кӑвакалсене тӑтӑшах йӗкел ҫитерчӗ. Хӗл ларсан вара кӑвакалсене пурне те усрамарӗҫ...

Пӗр ирхине Альӑн амӑшӗ кӑвакал ашӗнчен яшка пӗҫерчӗ, хуплу турӗ. Ун ӑшне кӑвакал тукмаккисем хучӗ. Аля та, умне саппун ҫакса, амӑшне пулӑшрӗ.

Каҫ пуласпа Аля Вальӑна чӗнсе пычӗ. Сӗтел хушшине тӑваттӑн ларчӗҫ. Амӑшӗ хуплу касрӗ. Кашнине пӗрер кӑвакал тукмакки тыттарчӗ. Аля ун пек тутлӑ хуплу пӗрремӗш хут ҫисе курать.

Ай, тутлӑ-ҫке кӑвакал тукмакки! – хӗпӗртерӗ Аля. Унтан ашшӗнчен ҫапла ыйтрӗ: – Атте, мӗншӗн пирӗн колхозра кӑвакал ферми ҫук?

Кӑвакал пӑхакан ӑстасем кирлӗ, – те шӳтлесе, те кулса каларӗ ашшӗ, – Эсир ҫитӗнсе ҫитсен, кӑвакал ферми тумаллах пулӗ. Мӗн, кӑвакалсем пӑхма каяс шухӑш пур-им?

Эпӗ каятӑп, – терӗ Аля. – Эсӗ, Валя, пыратӑн-и?

Пыратӑп, – килӗшрӗ Валя. – Эпӗ санран ниҫта та юлмастӑп.

Апла, ашшӗ, шута ил, – терӗ амӑшӗ, ырӑ ӗмӗтлӗ хӗрачишӗн хӗпӗртесе. – Тен, ҫывӑх ҫулсенче правлени кӑвакал ферми те туса парӗ. Калаҫса пӑхас пулать. Кӑвакал пӑхакан ӑстасем пур пирӗн.

Эй, Валя, ун чух мӗн чухлӗ кӑвакал пулать пирӗн! –хӗпӗртерӗ Аля.

Юман вӑрманӗ те юнашарах, – хушса хучӗ Валя. – Йӗкел ытлӑ-ҫитлӗ, пуҫтарма кӑна ан ӳркен.

Тилӗсем пулмасан лайӑхчӗ те ҫав... – терӗ Аля кӑмӑлсӑррӑн.

Пулмаҫҫӗ, – шантарса каларӗ ашшӗ. – Тилӗ ҫинчен аса илтернӗ чух пӗр япала, Аля валли хатӗрленӗ парне, кăтартам-ха сире.

Мěнле парне? – анланмарě Аля.

Халех куратӑр.

Ашшӗ ҫенӗкри чӑланран тилě тирě илсе кӗчӗ. Ачасем ытараймасӑр ӑна тыта-тыта пӑхрӗҫ.

Куна эпир Альӑн вырӑнӗ патне хурӑпӑр.

Вӑл тилě тирне Альӑн вырӑнӗ умне сарса хучӗ. Амӑшӗ кӑвакал мамӑкӗнчен тунӑ ҫемҫе минтер пырса пачӗ.

Альӑпа Валя сӗтел хушшинче йӑл-йӑл кӑна кулса ларчӗҫ.

 

Кӑмпана кайсан... |

 

Пӗррехинче Ваньӑпа Паша вӑрмана кӑмпана кайма хатӗрленчӗҫ. Ҫакна Виктор пӗлчӗ те амӑшне йӑлӑнма тытӑнчӗ:

Анне, яр ӗнтӗ мана та кӑмпана. Эпě кӑмпа нумай пуҫтарса килӗп.

Эсӗ вӑрманта ҫухалса юлатӑн.

Йӑлӑнсан-йӑлӑнсан Виктора амӑшӗ вӑрмана кайма ирӗк пачӗ-пачех.

Кӗҫех Виктор пӗрне илсе юлташӗсемпе кӑмпана тухса кайрӗ.

Ачасем вӗҫӗ-хӗррисӗр сарӑлса выртакан хыр вӑрманне пырса кӗчӗҫ. Пысӑк та ҫӳллӗ чӑрӑшсен ешӗл лӑссисем пӗтӗм кӑвак тӳпене хупласа тӑраҫҫӗ, хутран-ситрен кӑна вěсен витӗр хӗвел курӑнкалать.

Вӑрманпа пынӑ чух вӗсем ҫул хӗрринчех кӑмпа тупрӗҫ.

Ку кӑмпана ҫиме юрамасть, сиенлӗ, – вӗрентрӗ Ваня, пуринчен те аслӑраххи. – Шӑна кӑмпи теҫҫӗ ӑна.

Ҫавӑнпа та вӗсем шӑна кӑмписене курсанах урисемпе тапа-тапа сирпӗтеҫҫӗ. Хӑйсем вара, ҫиме юрӑхлӑ кӑмпасем шыраса вӑрмана шалтан шала кӗчӗҫ.

Часах Ваня пӗр пӗчӗк хӑмӑр кӑмпа тупрӗ те юлташӗсене чӗнсе илчӗ.

Ку шурӑ кӑмпа, чи тутли. Ӑшаласан вӑл какайран та тутлӑрах. Ҫак кӑмпана пуҫтарӑпӑр. Асӑрхӑр – вӑл ҫӗрӗк ҫулҫӑ тӗслӗ. Вӗсем ытларах ҫулҫӑ айӗнче пулаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫулҫӑ мӑкӑрӑларах тӑракан вырӑна ытларах шырӑр, – каллех ӑнлантарчӗ ачасене Ваня.

Унтан вӑл Пашӑпа Виктора ҫак кӑмпана шӑршлаттарса пӑхтарчӗ. Чӑнах, кӑмпинчен тутлӑ шӑршӑ кӗрет.

Виктор кӑмпана ҫупа ӑшаласа ҫиесшӗн пулчӗ. Ҫавӑнпа та унӑн, ҫак кӑмпана ытларах пухса, амӑшӗ умӗнче мухтанас килчӗ.

Вара вӗсем пӗр-пӗринчен уйрӑлса, Ваня кӑтартнӑ кӑмпана шыраса утрӗҫ. Чӑнах та, ку кӑмпасем тӗл пулкаларӗҫ, анчах сахалтарах. Ҫапла вӗсем майӗпен-майӗпенех вӑрмана шалтан шала кӗчӗҫ.

Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн вӗсем пӗр-пӗрне куҫран ҫухатсах кӑмпа шырарӗҫ. Ун пек чух пӗр-пӗрнě чӗнсе сасӑ пачӗҫ.

Эх, Викторӑн телей пурах ҫав! Вал пӗр йывӑҫ патӗнче кӑмпа картине тӗл пулчӗ. Пурте Ваня кӑтартнӑ пек кӑмпасем, пӗри те хуртланман! Ача кӑмпасене хыпалансах пуҫтара пуҫларӗ.

Виктор, Виктор! – ҫав вӑхӑтрах кӑшкӑрчӗҫ аяккарах кайнӑ Ваньӑпа Паша.

Виктор хирӗҫ чӗнмерӗ. Юлташӗсем пырса кӑмпасене пуҫтарса пӗтересрен шикленчӗ вӑл.

«Акӑ пӗрнене тултаратӑп та вӗсем патне каятӑп», – терӗ Виктор хӑй ӑшӗнче. Вӑл чӗркуҫленсех пуҫтарма тытӑнчӗ. «Мӗн пек лайӑх кӑмпасем! Кун пеккисене Ваньӑпа Паша тупаяс та ҫук. Ах, ан килччӗрех!..»

Ваньӑпа Паша Виктора татах кӑшкӑрчӗҫ. Виктор хальхинче те хирӗҫ сасӑ памарӗ.

Вӑл хӑй ӑшӗнче юлташӗсем ун патне пыманшӑн хӗпӗртерӗ, хыпалансах кӑмпасене тӑпӑлтарчӗ.

«Инҫех каймӗҫ-ха вӗсем. Акӑ кӗҫех эпě вӗсем патне пӗрне тулли кӑмпа тултарса тухатӑп», – шухӑшларӗ вӑл.

Часах Виктор пӗрне тулли кӑмпа тултарчӗ. Мӗн тери лайӑх кӑмпасем!

Таврара шӑп. Кайӑксем юрлаҫҫӗ. Анчах хальхинче ачасен сасси илтӗнмерӗ.

Виктор тавраналла тинкерсе пӑхрӗ. Сарӑ-симӗс тӗслӗ вӑрман тӗттӗмленнӗ пек, ҫӳллӗ хырсем пӗлӗт патне ҫитиех кармашнӑ пек туйӑнса кайрӗ. Виктор шиклене пуҫларӗ.

Ваня, Паша! – кӑшкӑрчӗ вӑл пӗтӗм вӑйран.

Анчах юлташӗсем хирӗҫ сасӑ памарӗҫ. Татах кӑшкӑрчӗ Виктор. Хирӗҫ сас-чӳ пулмарӗ. Вара вӑл пӗрнине ҫурӑм хыҫне ҫакрӗ те паҫӑр илтӗннӗ сасӑ еннелле утрӗ. Хӑй час-часах Ваньӑпа Пашӑна кӑшкӑрчӗ. Анчах хирӗҫ сасӑ пур пӗрех пулмарӗ. Виктор хӑранипе хашкасах чупма тытӑнчӗ.

Виктор ывӑнчӗ, кутамккаласа ҫакнӑ пěрни йывӑр, хул пуҫҫисене ыраттарать. Вара вӑл аптранӑ енне пӗрнери кӑмпана ирӗксӗрех ҫуррине тӑкрӗ.

Часах вӑрмана хура чаршав хупласа лартрӗ. Каҫхине вӑр- манта ытла та хӑрушӑ! Виктор хӑй ӑҫта кайнине пӗлмесӗр, вӑрман тӑрӑх пӗр тӗлсӗр чупрӗ. Ҫак вӑхӑтра вӑл пӗр тункатаран такӑнса ӳкрӗ те юлашки кӑмписене те тӑкса ячӗ. Вара хӑй кӑмписене те пуҫтарса тӑмарӗ, пӗрнине ҫӗклесе, татах малалла васкарӗ. Пӗтӗм тавра тӗттӗмленсе ларчӗ. Тункатасемпе туратсем темле чӗрчунсем пек курӑнаҫҫӗ. Виктор макӑрса ячӗ те пӗр хыр патне хутланса ларчӗ. Вӑл вара пӗтӗм вӑйне пухса тӑтӑшах кӑшкӑрчӗ: о-о-о! о-о-о!

Кӗҫех Виктор хӑйӗнчен инҫех те мар сасӑ илтрӗ. Вӑл сывлама чарӑнсах итлеме пикенчӗ. Йӑнӑшман-мӗн. Сасӑ ӑнах чӗнет. Вара савӑннипе сасӑ еннелле чупрӗ. Часах вӑл пӗр ватӑ старик умне ҫитсе тухрӗ.

Эсир ман юлташсене курмарӑр-и?

Куртӑм, куртӑм, ачам, ҫавӑнпа сана шырама килтӗм те. Эпӗ вӑрман хуралҫи, – терӗ мучи.

Часах вӗсем вӑрман пӳртне ҫитрӗҫ. Юлташӗсем Виктора савӑнса кӗтсе илчӗҫ.

Виктор, сана эпир темиҫе хутчен те кӑшкӑртӑмӑр. Мӗншӗн хиреҫ сасӑ памарӑн, – ыйтрӗҫ Ваньӑпа Паша.

Виктор сасартӑк ěсӗклесе макӑрса ячӗ.

Ваня, пӑх-ха Викторӑн пӗрни пуш-пушах. Пӗр кӑмпа та ҫук, – терӗ Паша тӗлӗнсе.

Виктор, уншӑн макӑрма кирлӗ мар. Пирӗн кӑмпа нумай – пӗрне туллиех, сан валли те ҫитет, – терӗ Ваня.

Ирхине Ваньӑпа Паша Виктора кӑмпа валеҫсе пачӗҫ те, вӑрман хуралҫине тав туса, киле кайма тухрӗҫ. Хӗвел хӗртсе пăхать, вӑрманта кайӑксем вӗҫӗмсӗрех юрлаҫҫӗ. Ачасем хавассӑн ял еннелле утрӗҫ.

 

Йěлтěр туйи

 

Эпӗ Кольӑпа туслӑ. Иксӗмӗр те пӗр класра вӗренетпӗр, уроксене ялан пӗрле хатӗрленетпӗр. Ҫавӑншӑнах ӗнтӗ пире пурте «уйрӑлми туссем» тесе чӗнеҫҫӗ.

Пӗррехинче пире иксӗмӗре те йӗлтӗр илсе пачӗҫ. Ҫав кунах эпир хавасланнипе ярӑнма тухрӑмӑр. Малтанах, хӑнӑхманран ӗнтӗ, эпӗ те, Коля та час-часах тӑрӑна-тӑрӑна ӳкрӗмӗр. Анчах кун хыҫҫӑн кун иртрӗ – эпир йӗлтӗрпе йӗркеллех ҫӳре пуҫларӑмӑр. Нумай вӑхӑт та иртмерӗ – хамӑр класра эпир чи лайӑх йӗлтӗрҫӗсем пулса тӑтӑмӑр.

...Шӑматкун Иван Петрович учитель класри йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ пуласси ҫинчен пӗлтерчӗ.

Часах кӗтнӗ кун ҫитрӗ. Вырсарникун эпӗ ир-ирех, йӗлтӗре ҫӗклесе, Кольӑсем патне кайрӑм. Эпир йӗлтӗр тӗпне маҫ сӗрсе якатрӑмӑр та шкула тухса вěҫтертӗмӗр.

Акӑ ӗнтӗ ӑмӑрту пуҫланчӗ. Кашниех пӗр-пӗринчен мала иртесшӗн. Коля манран малта. Эпӗ ӑна хӑваласа ҫитме тӑрӑшатӑп. Анчах вӑл мана ҫывӑха та ямасть, пěр пек хӑвӑртлӑхпа малалла ыткӑнать. Аптранӑ енне тӗрлӗрен шухӑшласа пӑхатӑп: «Йӗлтӗре юрӑхсӑр маҫпа сӗрмерӗм-ши?» Ҫук, иксӗмӗр те пӗр маҫах сӗртӗмӗр-ҫке. Кольӑна хӑваласа ҫитес тесе, тусӑм хыҫҫӑн вӗҫтеретӗп. Тӑрӑшни сая каймарӗ: ҫурма ҫула ҫитсен, Кольӑна ҫитесси ҫич-сакӑр утӑм кӑна юлчӗ.

Сивӗ хӗл илемлӗ. Ҫул хӗррипе лартса тухнӑ ҫамрӑк йывӑҫсене пас тытнӑ. Аякран вӗсем шурӑ чатӑрпа витӗннӗ пек курӑнаҫҫӗ.

Эпӗ каялла ҫаврӑнса пӑхрӑм. Ҫак вӑхӑтра сасартӑк хам умра тарӑхса кӑшкӑрнине илтрӗм. Ак тӗлӗнтермӗш! Коля хуҫӑлса кайнӑ туйине аяккалла ывӑтрӗ. Унтан айккинелле хӑвӑрт пӑрӑнчӗ те яштака та ҫамрӑк йывӑҫсем патнелле ыткӑнчӗ. «Ӑҫта каять вӑл? Мӗн шут тытрӗ ку?» – шухӑшларӑм эпӗ. Ҫавӑнтах Кольӑн аллинче темӗн тӗкӗр пек ҫиҫсе илчӗ. Ҫӗҫӗ! Вӑл мӗн тӑвасшӑн пулнине часах тавҫӑрса илтӗм.

Коля, тӑхта-ха! – кӑшкӑртӑм эпӗ.

Вӑл хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫламах шутларӗ пулас. Кӗҫӗх яштака хурӑна ярса тытрӗ.

Эпӗ мӗн пур вӑйран кӑшкӑрса ятӑм:

Коля, йывӑҫа мӗн тӑватӑн эсӗ?!

Туя кирлӗ! – терӗ те Коля, ирӗксӗртен тенӗ пек ман еннелле ҫаврӑнчӗ. Эпӗ ун патне ҫитрӗм.

Коля, мӗнле сан ҫав йывӑҫа касса сая ярас килет? Пӗлетӗн-и, ҫак йывӑҫсене ҫитӗнтерессишӗн шкул ачисем мӗн чухлӗ ӗҫленӗ, колхоз вӗсемшӗн ҫӗршер ӗҫ кунӗ пӗтернӗ?

Вӑл пӗр вӑхӑт ним калама аптӑраса тӑчӗ.

Ман туя хуҫӑлчӗ. Ҫавӑншӑн халь ман кая юлмалла-и? – терӗ вӑл кӑмӑлсӑррӑн.

Апла пулсан, акӑ ман туяна ил.

Ху мӗнпе?..

Ил тетӗп сана!

Коля ман туяна иккӗлене-иккӗленех илчě, вара ҫил пек малалла ыткӑнчӗ.

Финишра Кольӑна алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ. Мӗн чухлӗ савӑнӑҫ ӗнтӗ унӑн!

Анчах эпӗ ун сӑн-питӗнче савӑнӑҫ пуррине курмарӑм. Вӑл ачасен хыҫне кайрӗ те ман ҫине темле айӑплӑн пӑхса тӑчӗ.