Альма

Алексеев Осип Алексеевич

Пирĕн çемье Атăл леш енчи поселокра чылай вăхăт хушши пурăннă. Атте вăрман хуралланă. Анне − килти выльăхчĕрлĕхпе айкашнă, пире пăхнă, ăс панă.

Эпĕ те, икĕ йăмăк та çавăнтах çуралса ўснĕ, тĕрекленнĕ, анне ăшшипе йăпаннă, çут çанталăк илемне, вăйне курса-туйса тăнă. Çытма йĕме тăхăнма пăрахсанах аттепе пĕрле мулкач-тилĕ тытма çўренĕ. Çавăнпа пулĕ çитĕнсен таврари чи чаплă сунарçă пулса тăтăм. Халĕ мана ачасем те аван пĕлеççĕ, эпĕ сунара çўрени çинчен хаваспах вулаççĕ. Ман пеккисем Лапшу Çтаппанĕпе Тривим йысна çеç пулнăçке.

Анне вăрмана курăк çулма, милĕк, шăпăр касма кайнă чухне пире те, йăмăкпа иксĕмĕре, хăйпе пĕрле илетчĕ. Çырла е мăйăр татма та сахал мар çўренĕ. Вăлах пире пĕчĕкренех шутлама та хăнăхтарчĕ.

− Пĕр пилеш çумне тепре хушсан мĕн чухлĕ йывăç пулать? Вунă çырларан иккĕшне çисе ярсан миçе юлать? − ыйтатчĕ анне. Çапла пин таран хисепе хушма-кăларма хăнăхрăмăр. Шкула кайичченех хутлама-пайлама вĕрентĕмĕр.

Хăйĕнпе вăрманта çўреме атте пĕр пы-ысăк йытă туяннăччĕ. Çынсем ăна: «Ку йытă кашкăр йăхĕнчен пуль, хўрине усса çўрет», − тетчĕç. Кашкăр мĕнлине эпир ун чухне пĕлмен. Мулкачпа тилĕ е пакшана вара вăрмана кайсан часчасах курнă.

Çуллахи пĕр ăшă кун аттепе анне килте çукчĕ. Вĕсем пире кĕçĕн йăмăка пăхма, макăрма тытăнсан сăпка сиктерме хушса хăварнăччĕ. Сăпкари ача часах нăйкăшма тытăнчĕ. Çинкка йăмăкпа иксĕмĕр пукан çине хăпарса тăрсах ăна ĕмкĕч хыптартăмăр. Сăпка сиктернĕ тата питĕнчен вĕрнĕ хыççăн вăл куçне хупрĕ, çывăрнă пек пулчĕ. Çак самантпа усă курса эпир пўртрен хăвăрт тухса шăвăнтăмăр.

Çинкка çырла çиес килни çинчен пĕлтерчĕ. Эпĕ хирĕçлемерĕм. Хăмла çырли тĕммисем анкарти хыçĕнче нумайччĕ. Эпир вара вăрманти тутлăрах тесе-ши, килтен чылай аякка кайрăмăр. Утатпăр-утатпăр, пилеш çумне пилеш, хыр çумне хыр хушатпăр: çырла тĕмми ниçта та çук. Йывăçсем çеç хĕвеле хуплас пек çўлелле кармашаççĕ. Вăрман тĕттĕмленчĕ. Эпир çитнĕ вырăнта курăк та ўсмест. Йăмăкпа иксĕмĕр хамăр çухалса кайнине чухласа илтĕмĕр.

− Пичче, ан хăйа, атте пийе пĕййех тупать, − тет Çинкка. Манăн хăрас шухăш çук-ха. Атте хураллакан вăрман вĕт. Мĕншĕн шикленес?

Хамăр ăçта çитсе тухнине ăнкарса тăнă вăхăтра пирĕн умран чалăш куç вирхĕнсе иртрĕ, хыçалти урисем сывлăшра вĕçсе пынăн курăнса юлчĕç. «Мулкач, мулкач!» − теме çеç ĕлкĕртĕмĕр. Вăл вăрман кушакĕ пек сикет, урисем çĕре тивмеççĕ. Ана кашкăр хăвалать. Тукмак хўре пире ан куртăр тесе эпир пĕр пĕчĕк йывăç хыçне лăпчăнтăмăр. Хăранипе пăштик-пăштик сывлатпăр. Сасă аякка ан кайтăр тесе хамăр çăварсене алăпа хупланă.

Кăшт тăрсан пирĕн умран каллех мулкачпа кашкăр чупса иртнине курах кайрăмăр. Çывăхарах çитсен «кашкăрĕ» хамăр Альма иккенне уйăрса илтĕмĕр. Вăл мулкача хăлхаран çыртнă та пирĕн паталла чупать. Хăранăран йытта кашкăр тенĕ иккен эпир.

Кĕçех атте те пирĕн пата çитсе тухрĕ. Мулкачин турткалашнăран хăлхи самаях çурăлнă. Çак самантра атте пулман пулсан вăл вĕçерĕнсе таратчĕ те пуль. Атте ăна уринчен ярса илме ĕлкĕрчĕ, çумĕнчи миххине чикрĕ. Йытă çул кăтартса пынипе виççĕн киле чиперех çитрĕмĕр.