Александр алкана асăнса

Ефимов Георгий Андреевич

1

Тархасшăн, аташать тесе ан калăр,

Алка сасси янрарĕ хăлхара:

«Тÿрккеслĕхпе кахаллăха хăвалăр,

Чăнпа тасалăх пурăнтăр чунра...»

Пурăннă чух та çак сăмахсене

Каланине эп уççăн ас тăватăп.

Вуланă май поэт сăввисене

Таса сăнне, ырă куçне куратăп.

Кам халăха савать, çав çын пурнать,

Çакна туятăп ĕнтĕ питĕ лайăх.

Чăн-чăн поэзи тыткăнлать çынна,

Сана Сар Кун енне вăл илсе кайĕ.

Сăвăç-салтак çаплах чĕррисемпе

Утать çĕр тăрăх çĕнтерÿçĕ пек.

2

Унпа çÿренĕ эпĕ тăванла,

Калассине каланă пытармасăр.

Хăйне тыткаламастчĕ паттăрла,

Вут-çулăмра çунман вăл, пулнă харсăр.

Фронтра - саперччĕ. Саперсем - вĕри.

Кун-çулĕнче пĕрре çеç йăнăшаççĕ.

Пурĕпĕрех чул пек хытмасть чĕри,

Ачаш та çирĕп сăвăсем çырнаççĕ.

Çырмаллисем нумайччĕ. Яланах

Кăмăлĕпе ĕмĕтленсе çÿретчĕ.

Ĕмĕрĕнче усал сунман çынна,

Пурăнăçра ыррине çеç кĕтетчĕ.

Мĕн-ма ĕмри кĕске-ши талантсен?

Çĕклемĕ питĕ йывăр çав вĕсен.

4.10.2003