Акăшкӳл пĕрремĕш пайĕ

Ухсай Яков Гаврилович


    

Лейтенант Иван Михайлов

Таврăнать тăван ялне.

Калама та çук хаваслăх

Тулнă çамрăк чĕрине.

 

Пĕр-пĕр лав ăна çăп-çăмăл

Леçессе кĕтмест—ирпе

Станцирен тÿрех утать вăл

Икĕ пусă хушшипе.

 

Сылтăм хул айне хĕстернĕ

Çĕнĕ сăрă шинелне,

Тепĕр аллипе çĕкленĕ

Йывăр мар чăматапне.

 

Тĕтĕм витĕр иртсе кайнă

Çулсене, курнисене

Асилсе утать Михайлов

Хăй çуралнă ял енне.

 

Тăрисем юрлаççĕ юрă,

Кантараççĕ ун чунне.

Ик енчи тĕкме пек тырă

Сĕртĕнсе илет питне.

 

Ешĕл тинĕсре пыруçăн

Курăнса каять ăна

Юланутлă  çыннăн пуçĕ

Е лаша пĕкки кăна.

 

Карттуспа халь хыв та ывăт-

Путмĕ вăл, ыраш çăра.

Яланах чăваш çĕршывĕ

Пулнă амĕш пек асра.

 

Ерипен çеç утнă майăн

Пĕр парка пучах татать,

Пучахне вара Михайлов

Алтупань çине хурать

 

Сăтăрса тасатнă хыççăн

Çĕнĕрен тухать шăрки.

Тырпула  юратнă çыннăн

Пур хăйне кура йĕрки.

 

Шăлкаларĕ, вĕркелерĕ

Аллинчи пучаххине,

Хăй сиссе те ĕлкĕрмерĕ,

Тухрĕ вăл çерем çине.

 

Вăл кунта кервен ÿтленнĕ,

Тĕрекленнĕ  ачаран,

Тантăш-йышĕпе çÿренĕ

Ярханах, çара уран.

 

Кам мала!—чупса тавлашнă

Вăхăтра, ача чухне,

Урипе тапса салатнă

Çĕрск сар кăмпасене.

 

Астуса илет Михайлов

Лашалла вылянине.

Ииçетри хитре ачалăх

Тухса тăчĕ куç умне.

 

Пёчĕк чух юман икелĕ

Пиçнĕ кĕл вучахĕнче.

Тутлă пулнă-çке!—сĕткенĕ

Халĕ те чĕлхе çинче.

 

Пепĕккем!—тесе минтерлĕ

Сăпкара атте-анне

Сиктерсе пăхса ÿстернĕ

Теветкел ачисене.

 

Хăлхаран та туртнă ĕнтĕ,

Çапкаланă та,  анчах

Каласси килет пурин те

Тăванне ачаш сăмах.

 

Çынсене вăрман пек сывă,

Паттăр та  таса,  матур

Ÿстерме тăван çĕршывăн

Яланах хăвачĕ пур.

 

Ун таса çăкри-тăварĕ

Вăй  пулса  вылять  пирте—

Пирĕн пÿ тÿсме пултарĕ

Тем пек йывăр хĕн-терте.

 

Çапăçма çĕршыв йыхравĕ

Çитеенех, эпир вăрçа

Кайрăмăр çĕршыв ялавĕн

Хÿттинче пĕр кар тăрса.

 

Лейтенант ун чух:—эп килĕп!—

Терĕ çурчё умĕнче,

Çул çине çĕлен çиппе йĕп

Илчĕ амĕш аллинчен.