Ак мĕнле эп пысăккă

Волкова Мария Андреевна

ТУПМАЛЛИ


Упа тусăм, упа тус
Ак мĕнле эп пысăккă!
Туссем
Пĕчĕк тусăм çывăрать
Атя шофёр пулар-и?
Телевизор
Хăрамастăп
Самолёт
Хĕвеллĕ çуркунне
Тăри юрри...
Пĕлĕтсем, ăçта васкатăр?
Ма, çÿренĕм, кĕçенетĕн?
Сысна ами савăнать
Кĕрхи вăрман
Кикак хурсем
Эх, савăнăç, савăнăç!
Пăлансем
Урокра
Эпĕ çынран кулмастăп
Петюк пичче ачисем
Лартатпăр тополь
Походри каç



Упа тусăм, упа тус.

Тем çиçет аннемĕн пичĕ –
Пит хаваслă ман анне!
Лавккаран вăл  илсе килчĕ
Тĕлĕнтермĕш пукане.
Упа тус усмак хăлхаллă
Çăмламас ун тяпписем.
Куçĕсем чăн-чăн шăрçаллă,
Пыл пек çуллă тутисем.
Уççипе ăна лăратăп:
– Ташлама, – теп, – тух-ха, тух.
Çаврăнма пуçлать вăраххăн
Упа тусăм, упа тус.
Хăй пуçне тек пăркалать вăл,
Урлă-пирлĕ пускалать.
Айăк-майăк пăхкалать вăл,
Тутлă премĕк-ши шырать?
Аннепе эп ал çупатăп:
– Ай маттур та упа тус!|
Аннене эп юрататăп,
Ман анне пек анне çук!

 

Ак мĕнле эп туслă!

Ирхине ир вăранатăп,
Хăвăрт-хăвăрт тумланатăп,
Аттепе прле тухатăп,
Физзарядка эп тăватăп,
Музыка янранă майăн
Атте утать сулăмлăн.
Эп унран тăрса юлма-и?
 – Ярса пусăп çăмăллăн.
Хам сывлатăп вăрăммăн,
Сарăлать ман кăкăрăм.
Ак мĕнле эп пысăккă!

Эп, анне ĕçе кайсассăн,
Пӳлĕмре йăлт пуçтаратăп:
Чашăк-тирĕке хавассăн
Ăшă шывпала çăватăп,
Сакка шăлса тасатса,
Кавир тухса   силлетĕп.
Унтан çăкăр тураса,
Чăх-чĕпсене чĕнетĕп.
Хăвалатăп автанне –
Вăл ан сăхтăр чĕпсене.
Ак мĕнле эп пысăккă!

Каçхине, апат çаксассăн,
Пахчаран пултран тататăп.
Пултăран шăрши тухсассăн,
Эпĕ питĕ юрататăп.
Шурă сĕт кăштах ярсассăн,
Çăмарта та лăкасан,
Ытларах хăйма  юрсассăн,
Яшка пулать пит аван.
Çинĕ чух эп шавламастăп,
Янах тăрăх та тăкмастăп.
Ак мĕнле эп пысăккă!

 

Туссем.

Пĕчĕк Маруç путеке
Çемçе çăкăр çитерет:
– Тăрăс-тăрăс сикекен
Путек лайăх
ӳстĕр, – тет.

Атя шофёр пулар-и?

Эй, тусăм Кĕркури,
Сан та самосвал пур-и?
Иккĕн хăйăр тиер-и,
Шофёр пулса çӳрер-и?
Ман машинăм легковой,
Хыт вĕçтерет, ой-ой-ой!
Ларас килсен – кĕрсе лар,
Эп шофёрĕ начар мар.
Эй, тусăм Кĕркури,
Атя хăвăрт ӳсер-и?
Иккĕн шофёр пулар-и,
Тĕнче курса çӳрер-и?

 

Телевизор.

Эп каларăм аттене:
– Телевизор илсе пар!
Вара ун антеннине
Çӳллĕ-çӳллĕ карса яр!
Халĕ эпир час-часах
Телевизор куратпăр.
Колхозра та савăнса
Хулари пек пурнатпăр.

 

Самолёт

Атте мана илсе пачĕ
Ик моторлă самолёт.
Кĕмĕл тĕслĕ ун çуначĕ,
Варринче – маттур пилот.
Самолёт, самолёт!
Пулăп эп хамах пилот.
Хăпаратăп сак çине,
Çавăратăп моторне.
Мотор сасси кĕр-кĕр-кĕр,
Часрах ларса ĕлкĕрĕр!
Çитес çĕре çитĕпĕр,
Тем те курса пĕлĕпĕр.
Мускав çийĕн  ярăнатпăр,
Кĕç килетпĕр çаврăнса.
Саламлатпăр, савăнатпăр,
Час ларатпăр ак анса.
Самолёт, самолёт!
Пулăп эп хастар пилот.
Атом спутникĕ çинче
Вĕçĕп эпĕ ун чухне.
Мотор сасси кĕр-кĕр-кĕр,
Пăхса-курса ĕлкĕрĕр!
Уйăх çине çитĕпĕр,
Ун тĕнчине пĕлĕпĕр.
Чаплă лётчик тумĕпе,
Çар салтакĕн уттипе
Иртĕп Кремль умĕпе
Космонавт пекех чипер.
Самолёт, самолёт!
Пулăп эп герой-пилот.
Тĕнче тавра çаврăнăп,
Анне патне таврăнăп.
Мотор сасси кĕр-кĕр-кĕр,
Çитес çĕре çитĕпĕр.
Часрах ларса ĕлкĕрĕр.
Эпир инçе вĕçĕпĕр!

 

Хĕвеллĕ ҫуркунне.

Çуркунне!
Илемлет эс тĕнчене:
Çулçăн-çулçăн вĕлтĕртет,
Çут хĕвелпе хĕпĕрте,
Çуп аллуна, яр ташша,
Çут мерченле ялкăшса.

Çуркунне!
Савăнтар эс тĕнчене:
Ăшă-ăшă çил вĕçтер
Туратсене силлентер,
Шăнкăрча чуччу сиктер,
Мăшăр çунатне çаптар,
Савăк юрă юрлаттар,
Юррипеле савăнтар.

 

 

Тăри юрри.

 

Тăр-тăр тăри, тăр тăри!
Эсир ăна куртăр-и?
Пĕчĕк кайăк тӳпене
Сикчĕн-сикчĕн çĕкленет, –
Сывлăша вăл тĕрĕлет –
Чул пек анать çĕрелле.
Шыв юххи пек шăнкăрин
Тăри юрри янкăр ир:
– Тăтăр-и, – тет, – тăтăр-и?
Акмалла, – тет, – çур тырри!

 

Пĕлĕтсем, ăçта васкатăр?

Пĕлĕт, пĕлĕт, ушкăн пĕлĕт!
Ăçталла чупатăр-ши?
Пурте тăхăннă шур çĕлĕк,
Эй, кама çухатрăр-ши?

Хăвалатăр, тем шыратăр,
Ĕмĕрхи çулçӳренсем.
Шур путексем пек пыратăр,
Шыв енне кăшт ÿпĕнсе.

 

 

Урокра.

Ваççа урок вĕренмен,
Вĕренме те тĕлленмен.
Кĕнекине кăларать,
Пуçне чиксе çеç ларать.
Ак учитель асăрхать:
Ма шăп ларать ку Ваççа?
Ахаль чухне йăсласа
Кансĕрлетчĕ вăл класа...
Черет çитрĕ Ваççана
Хутла-хутла пайлама:
– Улт хут улттă – вăтăр, – тет,
– Виççе пайлас – тăххăр, – тет.
Ахăлтатать пĕтĕм класс.
Ĕнтĕ Ваççан мĕн тăвас?
– Вĕренмен эп, – тет хуллен,
Ун пек тумап
ӳлĕмрен.
«Кун пек намăс куриччен,
– Ваççа шутлать, – вĕренес
Вăййа тухса вĕçиччен
Урока хăтĕрленес!»