Айпике

Ыдарай (Васильев) Николай Васильевич

    

ТУПМАЛЛИ

 

АЙПИКЕ

АЛУРАС

 

АЙПИКЕ

 

Ташă-юрăллă юмах

 

ВЫЛЯКАНСЕМ:

 

Айпике – пукане, хĕрача.

Ахахпи – карчăк.

Ахманей – старик.

Асамçă – вăлах Ахрăм.

Аслук – аслăрах арçын ача.

Мукиç, Тилпи, Кашкай, Упик – Айпике юлташĕсем

Улай -– ула йытă хуçи.

Улайкка – ула йытă.

Кашук – вăлах Кушак, вăлах Франкот.

Кĕçник – кĕçĕн çулхи арçын ача.

Xĕрпик — кĕçĕн çулхи савăк хĕрача.

 

Мулкач, Тилĕ, Кашкăр, Упа, кайăксем, лĕпĕшсем, чечексем, чĕрчунсем, ял çыннисем.

 

Пьесăри ĕçсем аслă Атăл хĕрринче, Ахайкасси ялĕнче тата вăрманта пулса иртеççĕ.

 

Чаршав

 

МАСКАРАД

 

(Виççĕмĕш пайĕ)

 

Акă каллех малтанхи сцена. Вăта çĕрте, ешĕл йăмра айĕнче, пĕчĕк сĕтел. Сĕтел хушшинче Ахахпипе Ахманей лараççĕ. Сĕтелĕн икĕ енĕпе икĕ вăрăм сак. Саксем çинче кÿршĕсемпе пĕлĕшсем. Авалхи чăваш йăлипе, сулахай енче хĕрçынсем лараççĕ, сылтăм енче — арçынсем. Вĕсем Ахлату юрри ĕнĕрлеççĕ.

 

АХЛАТУ ЮРРИ

 

Ах темесен, сывлăш çаврăнмасть,

Çаврăнмасть,

Ах тесен те, чĕре лăпланмасть,

Лăпланмасть.

 

Аслук (ассăн сывласа.) Айăпли кунта эпĕ-ха, эп тимлĕрех пулман пирки инкек килсе хупларĕ. Çакна эпĕ çав тери чухлатăп та – ним тума та пĕлейместĕп. Тем тумалла?

Улай. Киле таврăнсанах Улайккана вăрмана кăларса ятăм-ха та... Йытти манăн питĕ ăслă пулаканччĕ, мĕн хушнине аванах пурнăçлаканччĕ. Путек-сурăх çухалас пулсан – ним мар тупса килекенччĕ. Çавăнпа та чĕре çунтарса ытлашши кулянма тăхтар-ха, тăвансем. Манăн тусăм Улайкка Айпикесĕр таврăнас пулсан та хурланма ĕлкĕрĕпĕр. Ман шутпа, Улайккан таврăнма вăхăт çитрĕ пек туйăнать. Ма таврăнаймарĕ-ха ман йытă: Айпикене тупаймарĕ-ши, пăтăрмах сиксе тухрĕ-ши?

Кĕçник. Улайкка хыççăн хамăн кайса пăхмалла мар-ши? Эпĕ питĕ хăвăрт чупма пĕлетĕп.

Пĕри. Кĕçĕннин кĕçенмесен те юрĕ-ха, кунта аслисем те çителĕклĕ. Вăрмана кайса пăхас текенсем мăннисем хушшинче те пулĕç.

Xĕрпик. Ан шавлăр-ха, ура сасси илтĕннĕ пек туйăнчĕ... (Пурте шăпланса итлеççĕ.)

Тепри. Туйăнчĕ кăна пулĕ çав, кĕтсе тĕмсĕлнĕ чухне куç тени те йăнăш курма пултарать, хăлха та урмăш илтме пултарать.

Xĕрпик. Кĕçник тĕрĕсех каларĕ: тепре вăрмана каятпăр та – Айпикене пурпĕрех тупса килетпĕр.

Пурте. Ара çав, Айпике вăл утă купи çинчи йĕп мар вĕт – мĕн тесен те тупăнать.

Ахахпи. Халь тин ĕнтĕ асапланса ан çÿрĕр, ачасем. Хамăрăн телейĕмĕр çавăн пек пулчĕ пуль: пирĕн çутă хĕвеле хура пĕлĕт хупласа хучĕ пуль...

Ахманей. Эсĕ, амăшĕ, ачасен кăмăлне тата ытларах ан хурлантар-ха, вĕсен савăнас вăхăчĕ те тин пуçланнă.

Ахахпи. Эпĕ ку сăмахсене астумасăр каласа ятăм пулас. Ара çав, Айпике аташса кăна юлнă вĕт, мĕншĕн пумилккери пек лармалла?

Ахманей. Эсир, ачасем, пирĕн çине ан пăхăр: куларах калаçăр, савăнарах сăмахлăр – пире те çăмăлтарах пулĕ...

Аслук. Çаплине çапла та-ха вăл, пĕри куляннă чухне тепри савăнса тăни те аван мар.

Ахахпи. Аслук ачам, эсĕ мăн çын пекех калаçатăн вара...

Ахманей. Вĕсен йăхĕнче катăк çынсем пулман…

Ахахпи. Пирĕн киле те хĕвел çути килсе кĕнĕччĕ те çав...

Ахманей. Кăххăм... Кăххăм... Эсĕ, карчăк, хуллентерех. Сана, тен, хурланма та юрамасть пулĕ.

Ахахпи. Хурлăх вăл çавăн пек япала. Хурлăх пуссан, хурама çулçи те хурланать, теççĕ.

Аслук. Пурнăçра яланах çапла ĕнтĕ вăл, хурлăхпа ырлăх ытаклансах çÿреççĕ.

Кушак сасси: Мя-у-ук... Мя-у-ук...

 

Пурте кушак сасси еннелле çаврăнса пăхаççĕ, никам та нимĕн те чĕнмест – мĕн пуласса кĕтеççĕ.

 

Кĕçник. Улайкка кушак тупса таврăнчĕ пуль. (Пурте кулса яраççĕ, анчах та çавăнтах шăпланаççĕ.)

Ахахпи. Ку вăл кÿршĕ кушакки пулĕ-ха. Ача чунĕ çук чухне кÿршĕ кушаккине илентертĕмĕр те, çав килкелекенччĕ пирĕн пата.

Ахманей. Ара çав, килекенччĕ çав...

 

Кушак сасси тата тепĕр хут илтĕнет. Хĕрпик çав еннелле чупса каять. Ăна хирĕç атă тăхăннă кушак – Кот Франкот кĕрсе каять. Вăл юмахри пекех питĕ капăр тумланнă, шлепки çинче – илемлĕ кăвак, сарă, симĕс, хĕрлĕ тĕксем. Хутаççине хывса хурать.

 

Франкот. Франсье! Мусье! Пардон! (Шлепкине хывса реверанс тăватъ.) Пардон! Мусье! Франсье!

Пĕри. Эсĕ, пăртан тунăскер, кам пулатăн-ха?

Тепри. Муççа тени вăл сан яту-и?

Кĕçник. Хăратма килтĕн-и эс, савăнтарма килтĕн-и?

Франкот. Пардон! Пĕр харăс нумай ыйту пама юрамасть – эпĕ ун пек чухне хирĕç каласа ĕлкĕрейместĕп.

Аслук. Кам пулатăн эс?

Франкот. Эпĕ Франци халăхĕн юмахĕнче çуралнă кушак пулатăп, çавăнпа та мана пĕрисем Атăллă Кушак теççĕ, теприсем Кот Франкот теççĕ. Франкот тесен те юрать. Тата мĕн тĕпчесе ыйтмалли пур-ха сирĕн?

Аслук. Пирĕн кунта кулянмалли тупăннă-ха: Айпикене вăрмана илсе кайрăмăр та çухатса хăвартăмăр...

Франкот. Çавăнпа эсир пумилккери пек ларатăр иккен-ха.

Аслук. Эсĕ вара ун çинчен илтмен-им?

Франкот. Илтессе илтнĕ-ха. Ун çинчен Ула курак та каласа пачĕ. Вăл вăрман тавра виçĕ хут çаврăнса килнĕ те...

Аслук. Ула куракпа мĕн калаçма?

Франкот. Ула курака ĕненместĕр пулсан, Чакак тусăмăра итлесе пăхăпăр. Ав, Чакак тус еплерех чакăлтатать. Мĕн тесен те, Чакак чакăлтатни чаплă хăнасем килессе пĕлтерекенччĕ.

 

Çак сăмахсем çинех Айпикепе Улайкка килсе кĕреççĕ. Пурте вырăнтан хускалаççĕ, çухалса тупăннисене саламлама тăрăшаççĕ.

 

Ахахпи. Ах, Айпике, эс çуккипе çунсах тухаттăм вĕт! (Хĕрне ыталаса чуптăватъ.)

Ахманей. Эх, Айпике, эс çуккипе чунăм чул муклашки пулса ларчĕ-çке! (Хĕрне ыталаса чуптăеатъ.)

Франкот. Ак хайхи, эпĕ сире хăтлă хыпар пĕлтертĕм, халь вара ман çинчен мансах кайрăр-и?

Улай. Çук-çук! Ун пек ан шухăшла, сан çинчен эпир манса та кайман, манса кайма та шутламан!

Франкот. Ман çинчен манса кайман пулсан, тата итлесе пăхсамăрччĕ. (Реверанс тăватъ.)

Пурте. Итлетпĕр, итлетпĕр!

Ахахпи. Пиртен пулсан, чару çук!

Ахманей. Пурте пĕрле савăнар эппин!

Айпике. Савăнăç тулли пултăр тесен, мĕн тумалла-ха?

Франкот. Эп те çавăн çинчен каласшăнччĕ. Итлĕр, эппин! Тан тапнă пек тапса тăракан савăнăç килсе çитсен, Франци халăхĕн йăлипе, МАСКАРАД туса ирттермелле!

Ахахпи. Мĕнле мыскара тата?!

Ахманей. Пĕртен-пĕр хĕрĕмĕре çухатса «мыскара» куртăмăр – çитет пулĕ! Пире урăх нимле мыскара та кирлĕ мар!

Ахахпи. Çапла, пире урăх нимле мыскара та кирлĕ мар!

Айпике. Арçынсемпе хĕрçынсем! Мана та сăмах парăр-ха. Ватăсем ку сăмаха ăнланаймарĕç курăнать. Мыскара та мыскара теççĕ. МАСКАРАД тени вăл, чăнах та, мыскара майлă япала, анчах: та савăнăçлă мыскара. Маскăсем тăхăнса ташласа-юрланине МАС-КА-РАД теççĕ. Эпир те çавăн пек маскарад туса савăнас тетпĕр. Атте-анне, маскарад туса савăнма ирĕк паратăр-и?

Ахахпипе Ахманей. Ирĕкне патăмăр-ха эпир.

Пурте. Тавах сире, ватăсем!

Ахахпи. Пиртен сире чару çук!

Ахманей. Выльăр, кулăр, савăнăр, çынлăхран çеç ан тухăр!

Франкот. Маскарад пулсан, маскарад пултăр. Акă сире маскăсем, кама хăшĕ килĕшет – çавна тытса тăхăнăр!

 

Франкот хăйпе пĕрле илсе килнĕ хутаçне вăта çĕре лартать. Пурте маскăсем суйласа тăхăнаççĕ. Айпикепе ватăсем кăна маска тăхăнмаççĕ. Пурте тумланса ĕлкĕрсен, пĕтĕмĕшле маскарад пуçланать. Маскарад халăхĕ карталанса тăрать те шартти-шартти алă çупса ташлама тытăнать. Кашни пĕри, маларах тухса, сăвă калать те мăшăр тупса ташласа илет.

 

Аслук. Кам маскарад пуçлама тивĕçлĕ?

Пурте. – Çак ĕçе кам пуçарса ячĕ – çавăнтан пуçлас!

Кушакран пуçлас!

Маскарад пуçла, Франкот!

Франкот. Мусье! Пардон. Çапах та эпĕ Франкот мар – кÿршĕ кушакки кăна. Кушаксене пĕлетĕр ĕнтĕ – вĕсем пумилкке тума юратмаççĕ.

Улайкка. Хам-хам-хам та çапла шутларăм çав. Маскарад маçтăрĕсем эпир виççĕн: Айпике, Улайкка тата Франкот. Çавăнпа пирĕн пĕрле ташласан та юрамалла.

 

Виççĕн пĕрле ташлаççĕ, Айпике варринче. Вĕсем ташланă чухне пурте шарт-шарт алă çупаççĕ. Ун хыççăн ыттисене черет çитет.

 

Аслук. Малалла – аслинчен пуçласа кĕçĕннине çитиччен!

Упик (мала тухса)

Эпĕ – Упик ятлăскер,

Упа пекех вăйлăскер,

Усал сăнлă пулин те,

Ырă ĕçпе туслăскер.

(Мăшăр тупса ташлатъ.)

Кашкай (мала тухса).

Эпĕ Кашкай пулатăп,

Кашкăрла та улатăп,

Какăриччен çисессĕн,

Кăмăллă та пулатăп.

(Мăшăр тупса ташлатъ.)

Тилпи (мала тухса).

Эпĕ – Тилпи тенĕскер,

Тилĕ пекех тимлĕскер,

Тиллит-тиллит кĕввипе

Ташлама та ăстаскер.

(Мăшăр тупса ташлать.)

Мукиç (мала тухса).

Эпĕ Мукиç пулатăп,

Мулкач пекех пĕчĕкскер,

Пĕвĕм пĕчĕк пулин те,

Питĕ хытă чупанскер.

(Мăшăр тупса ташлать.)

Ахахпипе Ахманей (мала тухса).

Ах, ачасем, – ăстасем,

Маттурсемпе паттăрсем,

Пулас пурнăç хуçисем,

Сире тивĕç ЫРЛĂХСЕМ!

 

Юлашкинчен артистсем халăха пилĕк таран тайăлса саламлаççĕ.

 

Чаршав