Айăпě камра?

Николаева Людмила Петровна


Тусĕ чĕннĕ вăрмана –
Вăл çул тытнă хăнана.
Ачасем, кур, пулăра,
Пĕчченех вăл çырлара.

– Култаран эс, Марине,
Тăнласам каланине! –
Тăрăхлать ача-пăча.
– Манра айăп çук пачах.
– Камра айăпĕ вара?
– Хуравлатăп: хăлхара.
Пĕринчен хыпар кĕрет,
Тепринчен тухса ӳкет.