АЧАШ КУШАК
Воробьева Раиса Васильевна
Çăмламас кушакпала
Кашни кун пĕрле эпир,
Питĕ туслăн унпала
Çул çӳретпĕр каç та ир.
Мăр-мăр-мăр! ялан мăрлать.
Хура-шурă тĕсĕ ун.
Пит тирпейлĕ çак чĕрчун:
Пит-куçне çăвать пĕрле,
Пуçтарать хăна-вĕрле.
Мăр-мăр-мăр! ялан мăрлать.
Çăмламас кушакăм пур,
Юратать сĕт те хăйма.
Тути-çăварне, ав кур,
Тытăнать вăл çулама.
Мăр-мăр-мăр! ялан мăрлать.
Çăмламас кушакăм пур,
Питĕ юратать ăшша.
Мамăк тӳшек çинче, кур,
Вăл выртать ачашланса.
Мăр-мăр-мăр! ялан мăрлать.
Кашни кун пĕрле эпир,
Питĕ туслăн унпала
Çул çӳретпĕр каç та ир.
Мăр-мăр-мăр! ялан мăрлать.
Хура-шурă тĕсĕ ун.
Пит тирпейлĕ çак чĕрчун:
Пит-куçне çăвать пĕрле,
Пуçтарать хăна-вĕрле.
Мăр-мăр-мăр! ялан мăрлать.
Çăмламас кушакăм пур,
Юратать сĕт те хăйма.
Тути-çăварне, ав кур,
Тытăнать вăл çулама.
Мăр-мăр-мăр! ялан мăрлать.
Çăмламас кушакăм пур,
Питĕ юратать ăшша.
Мамăк тӳшек çинче, кур,
Вăл выртать ачашланса.
Мăр-мăр-мăр! ялан мăрлать.

